Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аппӑш (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уншӑн пулсан, арӑмӗ те арӑм мар, аппӑшӗ те аппӑш мар, ачи те ача мар, кил-ҫурта темтепӗр сӗтӗрме пултаракан чӗрчун ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӑл Карпиярвири Кузьма пиччӗшӗпе Зина аппӑш патӗнче пулни ҫинчен савӑнӑҫлӑн пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Зоя аппӑш кӗрӗкне хыврӗ те аллисене сӑтӑркаласа пианино патӗнчи пукан ҫине ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Елькка аппӑш пикенсех каҫхи апат хатӗрлет иккен; хуран айне вут чӗртсе янӑ-мӗн те вӑл, яшка шӑрши кӑларма, кӑмака умӗнче ӑна тытать, кӑна тытать — вӗтеленет.

Дома тетя Елька готовила ужин, суетилась у печки, вкусный запах супа плыл по избе.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хваттерӗнче Андрей Васильевича яланхиллех Елькка аппӑш ӑшпиллӗн кӗтсе илчӗ.

на квартире тетя Елька встретила Андрея Васильевича, как обычно.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Аппӑш ывӑлӗн укҫине пула Вудли Пойндекстерӗн ӗҫӗсем каллех юсанса кайнӑ.

Благодаря деньгам племянника дела Вудли Пойндекстера опять поправились.

LХХХIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Пит юратакан аппӑш ывӑлӗ

Нежный племянник

LХХХIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

— Оля аппӑш ҫумнерех ҫыпҫӑнчӗ.

— Оля прижалась к сестре.

Таса Станислав орденӗ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.

— Вӑл чӑнах та, ҫав тери, ҫав тери лайӑх ҫын! — ҫирӗплетсе хурать Шура аппӑш сӑмахӗсене.

— Нет, правда, она очень хорошая, очень! — поддерживал Шура.

Вера Сергеевна // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Аппӑшӗ каланине Серёжик нумайччен ӗненмесӗр итлесе пӑхса ларать, пӗркелентерсе хунӑ питне-куҫне улӑштарса, йӗрсе яма хатӗрскер, ҫапах та, сасӑ кӑларма хӑяймасть вӑл, вара каярахпа тин аппӑш, ӳкӗтне кӗрет, унпа килӗшет те, зоологически атлас ҫинчи ӳкерчӗксене пӑхма кӑмӑл тӑвать.

Сережик долго недоверчиво смотрит, не решаясь распроститься с сделанной гримасой и извлечь из нее готовый уже вопль, но в конце концов уступает сестре, идет на компромисс и соглашается смотреть картинки зоологического атласа.

Каҫару // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Элен каласа панӑ вӑхӑтра пӗрре ҫеҫ мар унӑн ҫӑварӗнчен «Ах, атте! Мӗскӗн атте!» тенисем туха-туха кайрӗҫ, хӑй тата пӗрмаях аппӑш ҫумнелле тӗршӗнет.

Много раз во время рассказа Элен с его уст срывались восклицания: «Ах, отец! Бедный отец!» — и он тесно прижимался к сестре.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Ҫинука аппӑш, инкӗш, Арсен Ваганович мӑшӑрӗ тирпей-илем кӗртеҫҫӗ: туй кӗпине тӑхӑниччен пит ҫӑмартисене писевсемпе сӑрлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Сӗтел хушшине таврӑнсан Анук аппӑш Ҫинукпа юнашар ларчӗ те ӑна хӑлхинчен тем пӑшӑлтатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Икӗ пиччӗшпе аппӑш сӗтел хушшинчен тӑрса урама тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Икӗ пиччӗшпе пӗр аппӑш Ҫинукӑн хӗр туприне тивӗҫлӗ, ӗмӗр асӑнса пурӑнмалӑх парне пирки шутлар, вӑрттӑн, ймӑкӑмӑрӑн хӑлхи илтмелле мар, — сӗнет Мӗтри.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Лавккаран тухсан ыран ирпе ӑҫта тӗл пулассине калаҫса татӑлчӗҫ те Маюк Татулянсем, Ҫинукпа Кирюк Мӗтри пиччӗшсем, Кавӗрле аппӑш патне саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Пӗчӗк шӗмпӗл аппӑш аллинче йӑл-йӑл кулать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Вӑл вӑхӑталла Татьяна хуҫа ҫуртӗнче пурӑнман ӗнтӗ, вӑл качча тухнӑ аппӑш патӗнче, выльӑх пӑхакан пӳртӗнче пурӑннӑ.

Татьяна уже не жила тогда в господском доме, а в избе у замужней сестры своей, скотницы.

VIII // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.

Эй, тӗнчере манӑнни пек тата камӑн Лайӑх аппӑш пур-ши?

Да разве на всём белом свете есть у кого-нибудь такая тётя?

Лайӑх аппа // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 14–18 с.

Унта, кушак-кайӑк шӑрши ҫапнӑ килти ӑпӑр-тапӑр япаласем хушшинче, аппӑш стена ҫумне йӗркипе ансӑр чӳлмексем лартса тухнӑ.

Там среди хлама, в мышином запахе домашней рухляди, тетя расставила вдоль стен узкие вазончики.

XLII. Куликово уйӗ // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех