Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апата (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем старик выранӗ ҫине апата лараҫҫӗ.

Усевшись вдвоем на постели старика, они стали пожирать оставленные припасы.

Ҫурҫӗр иртсен // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Картишӗнчи халӑха Тевеслу каҫхи апата чӗнчӗ.

На крыльцо вышла Тевеслу и позвала мужчин отужинать.

Ҫӗвӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Лаҫ пуҫне кайса апата ларнӑ Мултиер пӗр-ик кашӑк сыпсанах яшкине каялла парать.

Мульдиер присел возле стены, хлебнул две-три ложки похлебки и вернул посуду дочери.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗр ана урлӑ Чӑлах Эрнюк тарҫисем кӑнтӑрлахи апата ларнӑ.

А через загон от Мульдиера уже сели обедать работники Сухорукого Эрнюка.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кулкаласа та мӑшӑлтатса килнӗ ҫын панӑ апата часах ҫисе ячӗ, хырӑмне тытса пӑхрӗ: ҫук, тулли мар-ха.

Пришедший поедал их с лихорадочной быстротой, блаженно улыбаясь и бормоча что-то невнятное.

Ҫӗрлехи ӗҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тарӑхнӑ Салакайӑк апата ларчӗ, анчах кунта та чӑрмантарчӗҫ.

Вконец расстроенный Салагаик сел обедать, и тут ему не повезло.

Турӑпа ҫӳреме тухни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кил апата, хӗвел ҫинче ан тӑр, кӗр кунталла».

Иди, проходи за стол, не пекись на солнце-то.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Яка Илле апата ларнӑ-мӗн.

Илле завтракал.

Тепӗр кун ирхине // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗкеҫ арҫынсене апата чӗнет.

Чегесь позвала мужчин обедать.

Мултиер // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Улпут ҫисе курман апата ҫирӗм.

Поди, не всякий улбут по стольку ест.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тунсӑх апата, им-ҫам яшкине, Ухтиван ҫӑкӑрсӑрах ҫав тери юратса ҫиет.

Ухтиван с аппетитом съел горячий травяной суп.

Килте // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӑвашсем каҫхи апата хатӗрленеҫҫӗ пулас: тӑйлӑк-тайлӑк пӳрт алӑкӗсенчен, тӗнӗ шӑтӑкӗсенчен, уҫса хунӑ кантӑксенчен тӗтӗм палкаса тухать.

Многие, видимо, готовят скудный ужин: из перекошенных, жалобно скрипящих дверей, из отдушин и раскрытых волоковых окошек валит дым.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Кӑшт ярӑнсанах ача ӗнтӗркесе ҫитнӗ те апата кӗме шутланӑ.

Голод скоро прогнал мальчишку домой.

Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вӑл хушӑра Ивук Ухтивана ҫӑкӑр таткипе сухан-и, мӗн-и панӑ та, ҫамрӑксем савӑнсах апата илтереҫҫӗ.

В это время Ивук сунул товарищу кусок хлеба, луковицу, и друзья аппетитно принялись жевать.

Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗрсем ӗнтӗ пурте тракторсем ҫинче, вӗсем кӑнтӑрлахи апата час чарӑнас ҫук-ха, ҫавӑнпа Алексей ыраш пусси тепӗр хӗррипе аялалла ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑнтӑрлахи апата кӗрсен, Ятманпа пӗрле хире икӗ кун хушшинче пӗве чавнӑ ҫӗрте пулса курман Назиб пичче те тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Лешсем апата ларма васкамаҫҫӗ-ха, ҫав-ҫавах ҫулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Мӗн тӑвас тетӗн, кӑнтӑрла та апата килеймерӗ, те ҫирӗ ӗнтӗ, те выҫ варлах ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

ХХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Каҫсерен арҫынсем апата хӗрарӑмсемпе пӗрлех пӗҫерчӗҫ, анчах кунта та Сехре урӑх ушкӑна ҫакланчӗ.

Куҫарса пулӑш

ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑшт тӑхтасан, пӳрте кӑнтӑрлахи апата таврӑннӑ Куҫма Иванч кӗчӗ, вара Анна Ивановна, ҫав-ҫавах чарӑнма пӗлмесӗр юмахласа, тутлӑ апатпа тата чӗкӗнтӗртен тунӑ пылак кӑваспа хӑналарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех