Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

апат сăмах пирĕн базăра пур.
апат (тĕпĕ: апат) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ящурӑн малтанхи паллисем ҫапла пулаҫҫӗ: ӗне выльӑх апат ҫими пулать, сахал кавлет, сӗлекине юхтарать, ӳт температури 40,5-41,5 таран ӳсет, вӑл йӑвашланать, каярахпа апат вуҫех ҫими пулать.

Куҫарса пулӑш

Ящур — хӑрушӑ // В.АФАНАСЬЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d1%8f%d1%8 ... 83%d1%88a/

Анчах Пенишора ирхи апат вӑхӑтӗнчех чӑтса тӑраймарӗ, столовӑйне апат валеҫнӗ ҫӗре пынӑ Фабиан господинпа сӑмахлама тытӑнчӗ.

Но еще во время завтрака Пенишора не выдержал н вступил в разговор с господином Фабианом, который присутствовал при раздаче порций.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сыснасем валли апат хатӗрлемелли пӳлӗмре тӑватӑ хӗр юрласа ӗҫлеҫҫӗ: пӗри машинӑпа ҫӗр улми ҫуса тасатать, тепри ҫӗр улмине машинӑпа ҫӑрса нимӗрлет, ыттисем ҫав нимӗре тӗрлӗ апатпа пӑтратса хутӑштараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Таня Чӑваш ҫӗршывне килнӗренпе пӗрремӗш хут ҫӗнӗ апат — халиччен пӗлмен чи тутлӑ апат — улмапа уйран ҫиме ӗнкертрӗ, уйранне те хӑех уҫлама вӗренчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ӑна черетпе апат ҫитеретчӗҫ, ҫывӑрма та апат ҫитерекен патӗнче ҫывӑркалатчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Анне апата ларнӑ чух шӑппӑн: «Кил, ашшӗ, апат ҫиме лар», — тет.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анне вӗсем патне апат илсе кайма хатӗрленнӗ: ҫӑкӑрне хутаҫа чикнӗ, апатне чӗресе ярса лартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуркунне // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хуҫа ҫапла калать, тет: чӑваша ҫӗрӗк пулӑпа тип ҫӑкӑр та ырӑ апат, чӑваш, ун кайӑкӗ евӗр, начар апатпа та пурӑнать тесе калать, тет.

Куҫарса пулӑш

Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Апат ҫиекенни апат ҫиет, халӑх хушшинче тӗркӗшсе ҫӳреме юратакан ҫамрӑксем лав патӗнчен лав патне ҫынсем мӗнле вырнаҫнине, улӑха кам-кам килнине пӑхса ҫӳреҫҫӗ.

Одни закусывают, чем бог послал, а те, кто любит потолкаться, ходят от подводы к подводе, разглядывают, кто приехал на сенокос, перебрасываются словами.

Улӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ятман каҫхи апат вӑхӑчӗ ҫитиччен пӗр канмасӑр ӗҫлерӗ, ҫынсем кӑнтӑрлахи апат турӗҫ, пӑртак ларса канчӗҫ, ҫамрӑкраххисем уҫӑлмалла шыва кайса кӗчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Апат валашкисенче тахҫанхи апат юлашкисем нумай.

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кил хуҫи пулса юлнине туйса, вӑл таврӑннӑ-таврӑнманах пӗчӗк кӑмакине хутса ярать, апат пӗҫерет, килти выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗкне апат тухса парать.

Куҫарса пулӑш

VIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пӗҫернӗ апат вӗт, пӗҫернӗ апат!

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кашни условнӑй выльӑх пуҫне 37 центнер апат единици чухлӗ выльӑх апачӗ пур.

Куҫарса пулӑш

Выльӑх шутне чакарман, апат ҫителӗклӗ хатӗрленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%b2%d1%8 ... b0%d1%82e/

Такан урана ан ыраттартӑр тесе Исмен ӑна лутра пукан туса пачӗ, арӑмӗ апатпа пырсан пусмӑрласах вӗри апат ҫитерет.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унсӑр пуҫне выльӑхсем валли апат хатӗрлемелли тата вӗсене апат валеҫмелли техника, пресс-подборщик, погрузчиклӑ МТЗ трактор туяннӑ.

Куҫарса пулӑш

Хамӑр тӑрӑшсан, патшалӑх пулӑшсан ӗҫ ӑнӑҫать // А.НИКОЛАЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9704-kham-r- ... an-c-n-cat

Чылай шкулсенче вӗри апата ачасене валли апат пӗҫерекенсем хӑйсемех хатӗрлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул автобусӗсемпе те, вӗри апатпа та туллин тивӗҫтерме май пур // Н.ИВАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9716-shkul-a ... me-maj-pur

Техӗмлӗх янӑ апат ҫиме ан тӑрӑшӑр – апат ирӗлтерекен тытӑма япӑх витӗм кӳрет.

Желательно отказаться от острой пищи – обилие в блюдах зелени и приправ отрицательно скажется не только на пищеварении.

12-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах икӗ ҫамрӑк апатне суйласа тӑмарӗҫ: вӗри апат тутӑраххи пултӑр кӑна терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев апат умӗн кӗлӗ тавраш вулама юратман, ҫапах та сӑхсӑхмасӑр ачисемпе пӗрле апат ҫиме ларман.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех