Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑшӑ ҫил лӑпкӑн вӑркӑшса вӗрет, чӑрӑш турачӗсем ҫинчен хӗл каҫиччен ҫакӑнса тӑнӑ юр куписем татӑла-татӑла анаҫҫӗ.Дул теплый ветер, и с еловых ветвей с шумом обрушивались нависшие за зиму сугробы снега.
XVIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫумӑр вӗтӗртетсе тӑрать, сарӑхнӑ йывӑҫ ҫулҫисем ҫилпе татӑла-татӑла анаҫҫӗ, ҫумӑрпа йӗпенсе исленнӗскерсем, чӗрӗ ҫӗр ҫине ӳкеҫҫӗ.
XIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Кӗпер пулнӑ вырӑнта сывлӑшран пӗрене хуҫӑкӗсем шывалла сирпӗнсе анаҫҫӗ, шыв тӑрӑх сӑрӑ тӗтӗм йӑсӑрланса юхать.Там, где был мост, в воду падали обломки бревен, а по реке расплывалось облако сизого дыма.
XI сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫырмара, бомба ӳкнӗ вырӑнта, хырӑмӗсене ҫӳлелле тунӑ пулӑсем анаталла юхса анаҫҫӗ.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Шурлӑхсем ҫынна ярса илеҫҫӗ те самантрах тӗпсӗр чӗтрелӗхе сӗтӗрсе анаҫҫӗ.Подстерегут его гиблые топи, засосут в бездонную трясину — и конец.
I сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫапӑҫу ӑна ӗҫкӗ пекех туйӑнать: ҫыннӑн пуҫӗ хӗрсе каять, куҫ умӗнчи мӗнпур ҫынсемпе япаласем пӑтрашӑнса пӗтеҫҫӗ, ҫын пуҫӗсем ыткӑнаҫҫӗ, лашасем ҫӗр ҫине шавлӑн пере-пере анаҫҫӗ, Андрий пульӑсем шӑхӑрнӑ тата хӗҫсем ялтӑртатнӑ хушӑра ӳсӗр ҫын пек малаллах вӗҫтерсе пырать, пурне те хӗҫпе ваклать, ҫын вакланине пӗрре те илтмест.
V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Тӗвекенсем килӗ тавра тӑваттӑн тӑраҫҫӗ, кисӗпсем сӳс ҫине хӑйсен мӗнпур йывӑрӑшӗпе пере-пере анаҫҫӗ.
Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.
Хумсем пӗр тайлӑм ҫӗкленеҫҫӗ те, анаҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Унӑн куҫҫуль юхтарма хӑнӑхман пичӗ тӑрӑх йӳҫӗ, вӗри тумламсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ерипен шуса анаҫҫӗ.Слезы редко одна за другой бегут по ее не приспособленному к слезам лицу.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Кун хыҫҫӑн кун, ту тӑррисенче ҫаплах-ха, пӗр вӗҫӗмсӗр пуртӑ качлатни, кӑшкӑрашни илтӗнсе тӑрать, кун хыҫҫӑн кун, ҫап-ҫара чӑнкӑ ту хысакӗсем тӑрӑх ҫӗршер хулӑм та ҫӳлӗ йывӑҫсем кӗрӗслетсе аялалла анаҫҫӗ, унтан вара шывра, хӗрхенӳсӗр пӑчӑкӑсен тимӗр шӑлӗсем айне кӗмешкӗн, хӑйсен черетне кӗтсе выртаҫҫӗ.
III // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.
Питҫӑмартисем тӑрӑх шултра куҫҫуль тумламӗсем юхса анаҫҫӗ.
XXVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫунасем ҫинчен кулса, шавласа, шӳт туса, арҫынсемпе хӗрарӑмсем анаҫҫӗ.
XI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Юр пӗрчисем Чжан Фу-ин ҫамки ҫине ӳксе ирӗлеҫҫӗ, вӗри питҫӑмартисем тӑрӑх тар пӗрчи пӗк юха-юха анаҫҫӗ.Снежинки, падая на лоб Чжан Фу-ина, таяли и, словно капли пота, стекали по разгоряченным щекам.
I // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӗсем кавир сарнӑ сарлака пусмапа ҫӳлти террасӑна улӑхаҫҫӗ те сӗтелсем хушшине ларса умран юличчен ӗҫсе-ҫиеҫҫӗ, унтан каллех аяла анаҫҫӗ те шофёрсем вӗсене машина алӑкне уҫса кӗртеҫҫӗ, вӗсем вара таҫти Зафар пӗлмен вырӑнсене каяҫҫӗ.
Этемпе машина // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Ҫуллахи шӑрӑх кунсенче типсе хӑпӑнакан тӑм муклашкисем пӳрт маччинчен пуҫ ҫине, хулпуҫҫисем ҫине пере-пере анаҫҫӗ; чашлаттарса ҫӑвакан ҫумӑр вӑхӑтӗнче стена тӑрӑх тӑм шӗвекӗ юхса тӑрать; ҫавӑнпа пӳрт стенисем маччи-мӗнӗпех пӳртре пурӑнакансем ҫине ишӗлсе анасса кӗтсех тӑр; ун чухне вара пӗтӗм ҫурт тенӗскерӗнчен лапӑркка та йывӑр тӑм купи ҫеҫ тӑрса юлать.
Калаҫу // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
Вӗсем вӑрманта мӗн пулса иртнине пӗлес тенӗ пек йывӑҫ тӑррисем ҫинех ярӑна-ярӑна анаҫҫӗ.Пикируют к самым деревьям, точно пытаясь разглядеть, что делается в чаще.
Карпат ҫине похода! // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Вӗсем кӗпер ҫинчен шыва татӑла-татӑла анаҫҫӗ, пӗр-пӗринчен пырса тытса каллех кӗпер ҫине термекленсе тухаҫҫӗ, унтан каллех Дед Мороз командипе туппа шыв илнӗ кӗпер ҫийӗн сӗтӗрме пуҫлаҫҫӗ.
Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Ровенькире вӗсен йывӑр снарячӗсем ухлатса ҫурӑлаҫҫӗ, ҫуртсем ишӗле-ишӗле анаҫҫӗ, ялкӑшса ҫунаҫҫӗ, хура тӗтӗм ҫӗр ҫумӗпе йӑсӑрланса сарӑлать.В Ровеньках рвались их тяжёлые снаряды, горели и разрушались дома, низко стелился чёрный дым.
Юлашки кун // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Ҫуртсем ишӗле-ишӗле анаҫҫӗ, вӗсен ишӗлчӗкӗсем айӗнче ачасем вилеҫҫӗ.
«Анне, яр мана!» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Тӑвӑл лӑпланчӗ, вӑйлӑ ҫумӑр хыҫҫӑн сарӑлса кайнӑ пӑтранчӑк шыв юххисем кӑна чӑнкӑ ҫыран ҫинчен Днепра шавласа юхса анаҫҫӗ.Буря утихла, и только мутные ручьи после недавнего разлива шумно падали с высокого берега в Днепр.
Тӑвӑл // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.