Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

анаҫҫӗ (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑрисем чу-у! анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Тӗксӗм, пӑтранчӑк тӳпере пӗлӗт лӑстӑкӗсем чӑлханса, таткаланса юхаҫҫӗ, аякра, Атӑл леш енче, кунтан курӑнман вӑрман ҫинче, капланса тӑракан хура хӑмӑр сӗмлӗхелле ҫӑмӑллӑн, темшӗн хавасланнӑн ярӑнса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Сылтӑмра ун картлашкисем кӗлет умнелле анаҫҫӗ, сулахайра калинккерен урама тухакан хӑма ҫулпа сыпӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тайкалана-тайкалана анаталла анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Транспорт ҫинчен тиевсем ӳкни те сайра пулакан тӗслӗх мар – кирпӗчсем тӑтӑшах йӑтӑнса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лапсар тӑкӑрлӑкӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60566

Анчах ҫак самантра гитлеровецсен тепӗр ушкӑнӗ хӗвеланӑҫ енчен сӑртлам ҫине ҫӗкленет, юрать, вӗсене Янеев асӑрханӑ-мӗн: хӑйӗн пулемет гашетки ҫине пусать те ҫавӑнтах фашистсене ҫулса пӑрахать, чӗрӗ юлнисем, каялла, кутӑн-пуҫӑн сирпӗнсе, сӑртран вирхӗнсе анаҫҫӗ

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вӑл хӑмӑшсем витӗр каялла ҫаврӑнса пӑхать: хайхи фашист салтакӗсем те кӳлӗ хӗрнелле чупса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Йӗри-тавра вӑрман, йывӑҫсем шыв хӗрринех анаҫҫӗ, вӗсен тураттисем ҫинчен йытпырши пек курӑкӑн шултӑра чечекӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, ҫакӑнтах илемлӗ хӗрсем.

Куҫарса пулӑш

Ача ҫуртне хупни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пит ҫине, хӑлхасем ҫине, мӑй ҫине ҫулҫӑллӑ авӑрсем усӑнса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Туй // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫуллахи пӗр шӑрӑх кун ӑшша пиҫнӗ генералпа унӑн адьютанчӗ юхан шыв ҫыранне анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Ӗнтӗ вӗсем те пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑшман пульли «ҫулса пӑрахнипе» тӗшӗрӗле — тӗшӗрӗле анаҫҫӗ, нушаллӑн, анчах пӗр сас кӑлармасӑр хуҫӑлса-йӑванса ӳкеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Вӑрман енчен икӗ тараттайкӑпа хӑрӑк шанкӑ турттарса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Вара, темрен йӗрӗннӗ пек, пӗртен пӗр хӑй евӗрлӗ куллипе кулса илчӗ те (кулнӑ чух унӑн тута хӗррисем ҫӳлелле ҫӗкленмеҫҫӗ, аялалла анаҫҫӗ) хӑвӑрт малалла утрӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Илемлӗ пӗчӗк пуҫне сулса илмессерен кӗске хура ҫӳҫ пайӑркисем пичӗ ҫинелле сапаланса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унччен те пулмасть, икӗ лавӗ ҫинчен иккӗн сиксе анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑвашсем ытларахӑшӗ Торговцевпа Сахар шӑллӗ Петр Озеров патне ҫӳреҫҫӗ, кунта хутран-ситрен ҫеҫ анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Яла кашкӑрсем анаҫҫӗ пулас», — вӗҫсе иртрӗ ун пуҫӗнче шухӑш.

Куҫарса пулӑш

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Курать каччӑ, пахча хыҫне сенӗк йӑтса тухсан та пулин курать: ҫамрӑксем вӑрмана ҫӳреҫҫӗ, улӑха анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепре пӑхсан вӗсем хӑрушӑ япала курчӗҫ: тӳперен, кайӑк хурсем вӗҫсе иртнӗ тӗлтен, хула ҫине тем пысӑкӑш ҫӗр муклашкисем, чул татӑкӗсем, пӗрене сыпӑкӗсем, ҫынсем йӑтӑнса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӗл ларас умӗн вырӑссем эпир вӑрҫӑпа тухсан ҫеҫ пире хӑваламалла Атӑл тӑрӑх анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех