Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ан сăмах пирĕн базăра пур.
ан (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чи кирли – чӗрепе юн тымарӗсен тытӑмне йывӑр ан килтӗр, ытлашши ан ывӑнӑр тата пылак ҫимӗҫпе ытлах ан сӑйланӑр.

Главное не перегружать чрезмерно сердечно-сосудистую систему, не допускать длительного переутомления и излишеств в удовольствиях, переедания, несильно увлекаться сладким.

25-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ӑнӑҫӑва ан харатӑр, кӗҫнерникунччен сисӗмлӗхе ан ҫухатӑр - тӑкаксене шутлӑр, иккӗлентерекен предприятисемпе ҫыхланма ан тӑрӑшӑр.

Не спугните фортуну, и до четверга будьте бдительны – следите за тратами, и старайтесь не ввязываться в сомнительные предприятия.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пикпав старик Урасмет патне кайма пуҫтарӑннӑ Альпие нумай вӗрентрӗ: ан вӑрҫ алманчӑна, чӗрре ан кӑр, ытлашши сӑмах персе ан яр, кирлӗ пулсан тилӗ е хӑнтӑр тирӗ пама пул — пӗр сӑмахпа каласан, кӑмӑлне ҫемҫетме тӑрӑш терӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Упа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тархаслатӑп: ҫакӑн сӑлтавӗ пирки сасӑпа никамран та ан ыйтӑр, мана ан шырӑр, эпӗ ҫукки никамах та ан кӑсӑклантартӑр.

Очень вас прошу, не расспрашивайте о причинах этого вслух и не ищите меня, чтобы на мое отсутствие было обращено как можно меньше внимания.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

«Ан ыйт та, ан йӑлӑн та, сар пикеҫӗм, ман хӑрушӑ та тискер пит-куҫӑма, ӗренкесӗр катмар шӑм-шакӑма курасшӑн манран тархасласа ан ыйт.

«Не проси, не моли ты меня, госпожа моя распрекрасная, красавица ненаглядная, чтобы показал я тебе свое лицо противное, свое тело безобразное.

Кӗрен чечек // Владимир Ухли. Аксаков С.Т. Кӗрен чечек: юмах. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34 с. — 5–34 с.

«ан сик, ан сик», тетӗп эпӗ ӑна, «тӗпӗнче тем тӗлне тӑрӑнӑн, малтан анса тӗрӗслесе пӑх», тетӗп.

Куҫарса пулӑш

9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Анчах самолетсем нумай персе антарас тесе ан васкӑр, ҫак тӗлӗшпе группӑран уйрӑлса ан кайӑр, дисциплинӑна ан пӑсӑр.

Но не гоняйтесь за «сбитыми», не отрывайтесь от группы, не нарушайте дисциплины.

10. Ҫапӑҫӑва яланах хатӗр // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.

— Дуремар, эсӗ пирӗн кӳлӗне ан пӑтрат, ан чӑрмантар, пире канлӗ пурӑнма пар, пирӗн кӳлӗ патне урӑх нихҫан та ан кил, уншӑн сана питех те хаклӑ япала пама та хатӗр, — терӗ тимӗр шапа.

— Я готова откупиться от тебя, Дуремар, чтобы ты оставил в покое наш пруд и больше никогда не приходил.

Пьеро хӑй мулкач ҫине утланса ларса, Ухмахсен Ҫӗршывне мӗнле пырса кӗни ҫинчен каласа кӑтартать // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Хӑйӗн ҫемҫе ҫуначӗпе Буратино сӑмсинчен перӗнсе Ыйхӑлан кайӑк: — Ан ӗнен, ан ӗнен, ан ӗнен! — тет.

Задевая мягким крылом за его нос, Сплюшка повторяла: — Не верь, не верь, не верь!

«Виҫӗ Партас апатланмаллинче» // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.

Колхозниксем юрӑхсӑр руководительсене мӗнле хӑваласа кӑларса янине пурте пӗлеҫҫӗ — пурӗ пӗрле хупӑрласа илеҫҫӗ, пуҫран та хыҫран та ним хӗрхенмесӗр ислетеҫҫӗ, ислетеҫҫӗ те: «Ан ҫӳре, ан ҫӳре кирлӗ мар ҫӗре! Ан ҫӳре!» теҫҫӗ.

Каждый знает, как выгоняют колхозники негодных руководителей — наваливаются все сразу и без удержу отхлестывают и в хвост и в гриву, отхлестывают и приговаривают: «Не ходи куда не надо! Не ходи!»

3 // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Ҫакна каланӑ чух вӑл тата ҫакӑн пек хушса хунӑ: «Мала чупса ан ирт, хыҫала тӑрса ан юл, варринче те тӗркӗлтетсе ан тӑр!»

При этом он иногда скажет: «Вперед не забегай, сзади не отставай и в середке не толпись!»

Вунҫиччӗмӗш прохор, шуҫ ӑстисен королӗ // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 41–83 с.

Малтан япалисене тирпейлерӗ, — нимскер те ӳксе ан юлтӑр, ан ҫӗмӗрӗлтӗр, ан варалантӑр.

Сперва размещала вещи так, чтобы ничего не упало, не разбилось и не запачкалось.

Ҫулла эпӗ «иккӗ» паллӑ мӗнле илтӗм // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Нихӑш ялта та чарӑнса ан тӑр, нумай ыйтса ан пӗл, никампа та ан калаҫ, — тенӗ дон Лопес…

И в деревнях нигде не останавливайся, никого не расспрашивай и ни с кем не болтай, — сказал дон Лопес…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.

Ан тив, сунар ан ӑнтӑрах пирӗн, ан тив, кӑвайт умӗнче ҫапла пӗр ҫӗр кӑна ирттерер — пӗр ҫакӑншӑн та тайгана килме юрать.

Пусть даже и не выйдет у нас охоты, пусть мы только и всего-то посидим ночь у костра — из-за одного этого уже стоило идти в тайгу!

8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Шалаллах кӗрсе ан кай, анчах ҫиелтен те ан кала, ан чухӑнлан.

Не усложняй, но и не упрощай.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ан лӑпланӑр, ан сивӗнӗр, чӗрӳпе ан ватӑлӑр.

Не успокаивайтесь, не остывайте, не старейте душой.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Анчах ан вӗтелен, юратӑва сапаласа ан пӗтер, вӑхӑтлӑха ҫеҫ йӑпанни ан пултӑр».

Но не печалься, не рассеивай любовь, не гонись за временным развлечением».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Хӑвӑра алӑк патӗнчех чарса тӑратма пӑхакан сисӗм-туйӑмӑра ан ӗненӗр, — аван мар сисӗм-туйӑм вӑл, — тӳрех малалла иртӗр, эпӗ асапланакан ҫынсене курма ҫеҫ килнӗ вӗт-ха тесе, именсе ан тӑрӑр, вӗсем патне пырса калаҫма ан именӗр: телейсӗр ҫынсем хӑйсене хӗрхенекен ҫын сӑнне курма юратаҫҫӗ, хӑйсем мӗн тери асап курни ҫинчен каласа пама, хӑйсене шеллесе, юратса каланӑ сӑмахсене итлеме юратаҫҫӗ.

Не верьте чувству, которое удерживает вас на пороге залы, — это дурное чувство, — идите вперед, не стыдитесь того, что вы как будто пришли смотреть на страдальцев, не стыдитесь подойти и поговорить с ними: несчастные любят видеть человеческое сочувствующее лицо, любят рассказать про свои страдания и услышать слова любви и участия.

Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

— «Ан нӑйкӑшӑр, ан ҫухӑрӑр, ан ҫухӑрӑр, хӑвӑртрах ҫывӑрма выртӑр!..» — юрласа ячӗ Манька.

— «Не пищать и не кричать, а ложиться быстро спать!» — запела Манька.

Шавлӑ халӑх // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Унтан каларӗ: «Капла татӑлсах ан йӗр, анне! Петӗршӗн салтака хам каятӑп, эпӗ унтан аслӑрах. Эпӗ ҫухалмӑп. Вӑхӑт тултарӑп та киле ҫаврӑнса килӗп. Эсӗ, Петӗр, аттепе аннене чипер пӑхса усра; ман арӑма та ан пӑрах, ан хурлантар», — терӗ.

Да и говорит: «Не убивайся, матушка. Я пойду за Петрушку в солдаты, я старше его. Авось не пропаду. Отслужу, да и приду домой. А ты, Петр, без меня покой батюшку с матушкой и жену мою не обижай».

Пӗр ҫын хай пиччӗшне мӗншӗн пит юратни ҫинчен каласа кӑтартни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех