Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ан сăмах пирĕн базăра пур.
ан (тĕпĕ: ан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ан тив, вӑл ан васкатӑр, ан тив, вӑраххӑн пытӑр, — Завьяловӑн ытларах вӑхӑт хушши хӑйӗн савӑнӑҫӗпе пӗрле пуласси килчӗ.

Куҫарса пулӑш

22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Халӗ те, хӑй Ольӑна юратнине пӗлмесӗрех, Володя хуть те мӗн тума та, тем пама та хатӗр пулчӗ — Ольӑна сивӗ ан пултӑр, ҫумӑр тумламӗсем унӑн пичӗ ҫине ан ӳкчӗр кӑна, вӑл кулса илтӗрччӗ те, ӑна хӑрани ан асаплантартӑр ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Пушарӗ патне те ҫитӗп, ан васкат, ан чӑрмантар эс мана, ан пӳл, — пӳрнипе юнаса илчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи калав // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 51–60 с.

Ку эрнере пӗлтерӗшлӗ тӗлпулусем ан палӑртӑр, шӑпана татса паракан йышӑнусем тума ан тӑрӑшӑр, документсем алӑ ан пусӑр.

Не планируйте на этот период важных встреч, постарайтесь не принимать судьбоносных решений, не подписывайте важные документы.

24-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Кӑнтӑрлаччен ҫывӑрнине никам та ан куртӑр, пӳлӗмрен пӳлӗме принцес пек утса ҫӳреме никам та ан чӑрмантартӑр, ҫавна ту-ха, тесе никам та калама ан пултартӑр.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Палламан ҫынсен электрон счечӗсем ҫине укҫа ан куҫарӑр, вылява хутшӑнмасӑрах пысӑк парне ҫӗнсе илнине ан ӗненӗр, банк карттин номерне, реквизичӗсене, ытти кӑтартусене ют ҫынна ан парӑр.

Куҫарса пулӑш

Суту-илӳре тимлӗх кирлӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d1%81%d1%8 ... 80%d0%bbe/

Савнӑ арӑмӑм, тульккӑш эсӗ мана ан хӑрат, куҫна ан хуп, тархасласа ыйтатӑп, ан хуп куҫна.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Татьяна, пӗчӗк ачана савакан амӑшӗ пек, хуллен те ачаш сассипе: — Ҫук, Ҫтаппан… Эсӗ нимшӗн те айӑплӑ мар ман умра. Ку тӗнчере никам та хӑй ӑраскалӗнчен иртме пултараймасть. Атте турӑ эпир ӗненнине тӗпчесшӗн усал сывлӑш Михха сӑнарлӑ курӑнса килчӗ. Ан хурлан, савнӑ тусӑм. Ан тив, тӗп туччӑр. Ку тӗнчере эпир пурте… Михха та икӗ ӗмӗр пурӑнас ҫук. Леш тӗнчене куҫсан, хӑй шыранине тупӗ. Ан ҫиллен… каҫар ӑна… — терӗ те вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе калаҫма чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вырӑссемпе ан вӑрҫӑр, ҫапӑҫӑва ан кӗрӗр, анчах ясак пуҫтарма та ан парӑр.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Ан калӑр мана, ан калӑр, ан калӑр.

— Не говорите мне, не говорите!

Ҫын ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӑш чух эп хам та кӗвӗҫетӗп: Ан шухӑшла, ан сӑх, ан ҫырт.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Этемӗн ӗҫӗ пит ӑнсан, Кунран-кун пурлӑх хутшӑнсассӑн, Унран инкекӗ ютшӑнсассӑн, Кӗтмесӗр ҫитӗ ӑшӑ ҫил: Кӗрсе тух, тейӗҫ, ӗҫ те ҫи, Ан пӑшӑрхан, ан тунхӑслан, Кунта нимрен те ан сыхлан.

Куҫарса пулӑш

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Унпа пулсассӑн хире-хирӗҫ, Ан тӑр ҫултан эс пӑрӑнса Йӑпӑлтатмашкӑн ан хӑтлан, Ун умӗнче ан ыйӑхлан.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ан мӗскӗнлентӗр ҫын, ан ӳктӗр Ҫак ҫут ҫанталӑк умӗнче, Нихҫан та ӗмӗчӗ ан ҫӗттӗр, Юлсан та тӑлӑххӑн, пӗччен.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Эс, ҫамрӑк хӗрӗм, ан амант Хӑв чӗрӳне; ӑна ан ваттӑр Час иртекен хур; ан ыраттӑр Килсен те ҫакӑн пек самант.

Куҫарса пулӑш

IV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Асту, ан кӑшкӑраш ун чух, ан шӑхӑр, купӑс ан кала.

Куҫарса пулӑш

12. Ҫул хӗрринчи йывӑҫ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун пек ан пултӑр тесен вӑрҫӑнма ан тӑрӑшӑр, провокаци витӗмне ан лекӗр.

Чтобы не допустить такого развития событий, постарайтесь упреждать конфликтные ситуации и не поддавайтесь на провокации.

19-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ан хирӗҫӗр, ытлашши ан лӑпланӑр, кирлӗ мар ӗҫпе ан аппаланӑр.

Не вмешивайтесь ни в какие конфликты, не расслабляйтесь и не отвлекайтесь на второстепенные дела.

9-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унччен ытлашши ӗҫлеме ан тӑрӑшӑр, ҫынпа питех ан хутшӑнӑр, ан хирӗҫӗр.

А до этого времени воздержитесь от активной деятельности, по возможности ограничьте контакты и постарайтесь ни с кем не конфликтовать.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Эрне пуҫламӑшӗнче пуҫлӑха ан тарӑхтарӑр, кая ан юлӑр, ӳсӗр ан килӗр.

В начале рабочей недели лучше не испытывать на прочность нервы начальника, не опаздывать и тем более не приходить в нетрезвом виде.

18-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех