Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

алран (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Виҫӗмкун ферма пуҫӗнче алран чап ярса тытрӗ те: «Сан пата кӗҫех машинпа пыратпӑр, — тет. — Мотри, таҫталла, ют еннелле ан пӑх эс», — тет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ку эткерлӗх вара тум ҫинчи эреш-тӗрӗ пулса тата ытти майпа ламран лама, алран алла куҫса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Несӗлӗпе ӳсӗмӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Кӗтӳре ӑна алран ямастӑмччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Пӗр-пӗрин ҫине пӑхса вӗсем чӗнмесӗр тӑчӗҫ, алран алла тытнӑскерсен пӳрнисем пӗр-пӗриннипе яваланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗрлештернӗ хор юрланӑ «Алран кайми аки-сухи» юрӑ праҫнике мӑнаҫлӑх кӗртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырми-канми ӗҫлекен - хисепре! // Елена ПОРФИРЬЕВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/13455-y ... n-khisepre

Павӑл Кирлене алран вӗҫертрӗ, лешӗ тинех ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ, тутине татах чаплаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тепре килсен, пурпӗр алран вӗҫертместӗп.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

…Сасартӑк Сухви такам алран тытса вӑйлӑн туртнипе сулӑнса кайрӗ те майсӑррӑн картлашка ҫинчен сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Пӗчӗк тӑвайккинчен хӑпарнӑ чухне Саня ӑна алран тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӗр сукмак ҫинче, каллех мала ӳксе, Славике алран ҫавӑтса чупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Алран кайми аки-сухи…

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Эпӗ объектсене хӑвӑртрах алран яни стройуправленин проценчӗсене ӳстерет ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Алран кайтӑр тесе ӗҫлени пулманччӗ ку таранччен, малашне те ан пултар.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Нумай пуҫлӑх «тӳрӗ линие» ҫитнӗ ҫитменлӗхсене пӗтерессипе яваплӑ тӑрӑшнӑ пулсан, алран кайтӑр текенсем те тупӑннӑ иккен.

Куҫарса пулӑш

Ыйту пур, апла хуравламалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60722

Туллирех кӗлеткеллӗ пулин те мамӑк пек ҫӑмӑлланнӑскер кӑлтӑрмачран хӑвӑрт ҫаврӑнать, пӗрне — ураран, тепӗрне алран сӗртӗнсе илет.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Пӗрремӗш вырӑна Платон ман алран ултавлӑ меслетпе кӑна туртса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Договор тунӑ хыҫҫӑн ӗҫе нихҫанхинчен хастарлӑн тытӑнтӑмӑр, кунне вунӑ-вуникӗ сехет хушши алран кӗреҫе ямарӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Шурӑ тутӑр ӑнсӑртран алран вӗҫерӗнсе вӗлтӗрен тӗмми ҫине саркаланса ӳкрӗ те, эпӗ чие ҫеҫки шӑршиллӗ ҫурхи тӗттӗм каҫа аса илтӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Ал лаппипе ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илчӗ, сӗтел ҫинчен бинт илчӗ, вара, пациент кӗлеткине бинтпа сӑрса, кӗхле-кӗхле, мӗхле-мӗхле, лӑнчӑ-лӑнчӑ, лӑч-лач авраса ҫыхкаласа, «алран ячӗ».

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пурнӑҫ ҫулӗ ҫине ӑслӑн-тӑнлӑн тухма пулӑшнӑ «иккӗмӗш ашшӗ-амӑшӗсене» тав туса, шкулпа сывпуллашса, каччӑсемпе хӗрсем, хӑйсем пӗве кӗрсе ҫитнине палӑртакан докуменчӗсене чӗре ҫывӑхне тытса, тӗркӗлтетсе, какӑлтатса шавласа (нумайӑшӗ мӑшӑррӑн-мӑшӑррӑн, алран алӑ тытӑнса, алла-аллӑн ҫавтӑнса) кӑмӑлӗсене вӗҫтеркелесе, юлташла та туслӑн шӳтлесе-кулса, чун кӗлекен апла-капла сӑмах ваклакаласа, урама тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех