Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аллӑрсене (тĕпĕ: алӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах эпӗ ӑна сире, эсир хӑвӑр вырӑнна ларса, аллӑрсене чӗркуҫҫи ҫине хурса тек вӗсене пӗрре те ҫӳлелле ҫӗклеместӗп тесе сӑмах парсан ҫеҫ кӑтартатӑп.

Но я покажу ее только тогда, когда вы сядете, сложите на колена ваши руки и дадите слово не поднимать их.

XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ку ыйтӑва сасӑлама сӗнетӗп: кам ҫав сӑтӑрҫа, кахал Атаманчукова, колхозран хӑваласа кӑларса ярас тет, аллӑрсене ҫӗклӗр!

Ставлю вопрос на голосование: кто за то, чтобы вредителя и лодыря Атаманчукова выгнать?

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Культурӑллӑ ҫынсем пек пулса, аллӑрсене ҫупӑр.

Хлопайте как культурные люди в ладошки.

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Каҫару ыйтатӑп, аллӑрсене ҫӗклӗр, граждансем, анчах та, вӑрҫа аса илсенех вара чӗре вӗтеленме тапратать те, сӑмах калас килсе каятех ҫав, — айӑплӑн йӑл кулса илчӗ те Разметнов, ларчӗ.

— Прошу прощения, поднимите руки, граждане, но, как вспомнишь войну, сердце начинает биться, хочется сказать речь, — виновато улыбнулся Разметнов и сел.

13-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Кам колхоза ҫырӑнать, аллӑрсене ҫӗклӗр! — сӗнчӗ Нагульнов.

— Кто записывается в колхоз, подымай руки, — предложил Нагульнов.

4-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Илӗр аллӑрсене!

Убери руки!

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

12. Ҫавӑнпа ӗнтӗ лапсӑрах кайнӑ аллӑрсене ҫӗклӗр, вӑйсӑрланнӑ чӗркуҫҫийӗрсене тӗреклӗлетӗр, 13. тӳрӗ ҫулпа ҫӳрӗр — уксахлакан ура пӑрӑнса ан кайтӑр, тӳрлентӗр.

12. Итак укрепите опустившиеся руки и ослабевшие колени 13. и ходите прямо ногами вашими, дабы хромлющее не совратилось, а лучше исправилось.

Евр 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Мана чӗнес пулсассӑн та Эпӗ сире илтмӗп, мӗншӗн тесессӗн эсир аллӑрсене юнпа вараларӑр, тата, ҫын вӗлерес тесен, сирӗн урӑрсем хӑвӑрт утаҫҫӗ.

26. Когда будете призывать Меня, Я не услышу вас, ибо вы осквернили руки ваши кровью, и ноги ваши быстры на совершение человекоубийства.

3 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Аллӑрсене ҫӳлелле тӑснӑ чухне, сире курас мар тесе, куҫӑма хупатӑп; эсир ҫине-ҫинех тархаслама пуҫласассӑн та, Эпӗ сире илтместӗп: сирӗн аллӑрсем чӗп-чӗрӗ юн.

15. И когда вы простираете руки ваши, Я закрываю от вас очи Мои; и когда вы умножаете моления ваши, Я не слышу: ваши руки полны крови.

Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Аллӑрсене сӑваплӑ Ҫурт еннелле тӑсса Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр.

2. Воздвигните руки ваши к святилищу, и благословите Господа.

Пс 133 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех