Шырав
Шырав ĕçĕ:
Илинька ҫав вӑхӑтра ман виҫ кӗтеслӗ шлепкене пӑханҫи туса, кантӑк умӗнче чӗнмесӗр ларчӗ, сӑмса айӗн, илтӗни-илтӗнми тем мӑкӑртатрӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Акӑ халӗ те, эпӗ пӳлӗме кӗрсен, вӑл ман ҫине куҫ айӗн пӑхса илчӗ те каллех ӗҫе пикенчӗ.Вот и теперь, когда я вошел в комнату, он взглянул на меня исподлобья и снова принялся за дело.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Йевта мӑйӑхӗ айӗн вӑрттӑн йӑл кулса илчӗ.
8 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫурма ӳсӗр шӑлсӑр Йевта ӑна ҫине тӑрсах туртма сӗнчӗ, хӑй вара сарӑхнӑ мӑйӑхӗ айӗн темскер пӑшӑлтатрӗ.Беззубый Евта навязчиво угощал его табаком и, захмелев, шептал что-то в желтую щетку своих усов.
4 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Хӑй ҫине никам та пӑхман чухне вӑл хӑйӗн ҫинҫешке те ҫӑра мӑйӑхӗ айӗн темскер мӑкӑртатать.Иногда он даже и не смотрел на них, а только шептал что-то в свои тонкие густые усы.
2 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Аллисене ҫурӑм хыҫне тытнӑ та, ҫамки айӗн пӑхкаласа, тутине текех ҫырткалать, — ун пек чух йӑли ҫаплалла унӑн.
Саша вӑрттӑнлӑхӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Унтан Сашӑнни пекех чӑкраш куҫӗсемпе ман ҫине Саша кукамӑшӗ куҫ айӗн пӑхса ларать.С карточки придирчивыми Сашиными глазами глядела на меня исподлобья Сашина бабушка.
Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Унӑн пит-куҫӗ хускалмасть, куҫхаршисем айӗн асӑрхаса пӑхакан куҫӗсем амаланаҫҫӗ.
V // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Эпӗ ӑна аяккинчен куратӑп: вӑл пуҫне кӑштах чалӑштарнӑ та ҫамки айӗн пӑхать, куҫхаршисене пӗтӗҫтернӗ, паранкӑ евӗрлӗрех сӑмси те хӑйӗн кӑмӑллӑ тӗсне ҫухатнӑ пек.
43 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Коробочкин ман ҫине куҫхаршисем айӗн пӑхса илчӗ те пӗр картне ывӑтрӗ, анчах унӑн мӑшӑрӗ хусканмарӗ те.Коробочкин исподлобья мельком глянул на меня и кинул карту, но его партнер не шевельнулся.
10 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Тавыль кулакан ачасем ҫине куҫ айӗн пӑхса илчӗ те кайма тытӑнса пӑхрӗ.Тавыль исподлобья посмотрел на хохочущих школьников и попытался уйти.
Переменӑри хирӗҫӳ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Шӑпланса ларнӑ ҫынсем ҫинелле куҫ айӗн хӑвӑрт пӑхса илчӗ те вӑл, пухура калаҫакан ҫынна пӳлмӗ юраман йӗрке пур пулас, тенӗ пекрех, пуху председателӗ Таграт еннелле ҫаврӑнчӗ.
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Сагитов тӑчӗ, хӑйне хупӑрланӑ хӗрлӗармеецсем ҫине куҫ айӗн пӑхса илчӗ, шӑлне хаяррӑн шӑтӑртаттарчӗ.Сагитов встал и, взглянув исподлобья на окруживших его красноармейцев, заскрипел зубами.
XVI // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Алтупанне ҫамки ҫумне тытса, Жуков хӗрарӑм ҫине кусурук айӗн пӑхать, уҫӑмсӑррӑн калаҫкалать:Приставив ко лбу ладонь, он смотрел на неё из-под козырька и неопределённо говорил:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Бурмистров ун хыҫҫӑн нумайччен куҫ айӗн пӑхса тӑрса ӑсатрӗ ӑна, вара, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхса, тротуар ҫинчен урам варринелле ярса пусрӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Унтан вӑл, аллисене кӗсйине чиксе лартса тата куҫ айӗн Бурмистров ҫинелле пӑхса, нумайччен пӳлӗм варринче нимӗн шарламасӑр тӑчӗ, — лешӗ ҫурӑмне кукӑртса хунӑ та пуҫне уснӑ, пӗр хускалмасӑр ларать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Ну-ка, татах кала-ха! — ыйтать Четыхер, ҫӑмламас хӗрлӗ куҫхаршисем айӗн ҫӳлти Хуркайӑк Ҫулӗн кӗмӗл йӑлтӑрккине, ҫӑлтӑрсем савӑнӑҫлӑн ҫунса ҫиҫнине, уйӑхӑн пӑхӑр ҫаврашки вӑрахӑн шунине е пӗлӗтсем хуллен кӑна чупса иртнине пӑхса ларнӑ хушӑра: Четыхер ҫавсем ҫине пӑхать, сӑвӑ итлет, ҫав самантрах тата хулпуҫҫисене сиктеркелесе ҫын сисмелле мар хӗрес хура-хура илет.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Пӗр хускалмасӑр тӑрать, хӗрарӑм сӑн-пичӗ ҫине куҫ айӗн, хӑюсӑр кӗлмӗҫле пӑха-пӑха илет.Стоял неподвижно и смотрел в лицо женщины исподлобья, взглядом робкого нищего.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вавила Бурмистров кӑна, пурте хавхаланнине кӑмӑлне илмесӗр, стена патне кайса тӑчӗ, аллисене мӑй хыҫне туса тытрӗ те, пуҫне тайӑлтарса пурне те куҫ айӗн сӑнама пуҫларӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӑйне хӑй юратакан ача, ҫаксем пирки хытӑ кӳреннӗскер, тутине мӑкӑртнӑ, кӗтессе кӗрсе ларса куҫхарши айӗн пӑхнӑ.Самолюбивый мальчик, глубоко оскорбленный всем этим, дулся, сидел в углу, смотрел исподлобья.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.