Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӗн (тĕпĕ: ай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Монастырьте чӑнахах та темӗнле ҫурма ишӗлсе пӗтнӗ ҫӗр айӗн ҫӳремелли ҫул пур.

В монастыре действительно есть какой-то полуразвалившийся подземный ход.

Новослободск вӑрманӗнче // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Аслашшӗ вара, мӑйӑхӗ айӗн ҫеҫ кулса, чечексемпе тырпулсем ҫинчен, тӗрлӗ курӑксем мӗнле шӑтса тухса ӳсни ҫинчен, инҫетри ҫӗрсемпе ӑшӑ енне вӗҫсе каякан кайӑксем ҫинчен кала-кала паратчӗ.

Дедушка только в усы улыбается и рассказывает: рассказывает о цветах и хлебах, о том, как произрастают всяческие травы, о далёких землях и птицах.

«Аслати мӗнтен пулать?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Уйрӑмах пӗри асра юлнӑ, пичӗ-куҫӗ тискер кайӑкӑнни пекчӗ хӑйӗн, куҫ айӗн ҫеҫ пӑхатчӗ.

Особенно один остался в памяти, — лицо такое зверское, смотрит исподлобья.

III // Николай Григорьев. Мамин-Сибиряк Д.Н. Тӑрантаракан тата ытти калавсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 48 с. — 36–48 с.

Вӑл кадет ҫине куҫхаршисем айӗн пӑхса, тимӗр хуллине икӗ аллипе тытса тӑчӗ.

Он смотрел на кадета исподлобья и молчал, держа прут обеими руками.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Васька, вӗсем ҫине куҫхарши айӗн пӑхса, пире маларах иртме тӗртсе пычӗ.

Васька следил за ними исподлобья и подталкивал нас вперед.

3 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Сасӑ ҫуртӑн ҫӳлӗ те авӑнчӑк маччисем айӗн кӗрлесе кайрӗ, ӑҫта кирлӗ унта йӑванса выртакан хурансенче тӗрлӗ тӗслӗн янӑраса илчӗ.

Эхо отдалось над высокими сводами здания, разноголосо откликнулось в котлах, разбросанных повсюду.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Ну, сыснасемпе ытти выльӑхсем вара, — уссисем айӗн кулса илет вӑл, — кашни шӑтӑк-ҫурӑках кӗреҫҫӗ, тутлӑрах япала шыраҫҫӗ.

Ну, а свиньи и прочая живность, — усмехается он в усы, — лезет во всякую щелку, ищет, где смачнее.

Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Тимахви ирӗксӗррӗн пуҫне усса, вӑкӑр пек ҫамки айӗн пӑхса, пысӑк пӗлтерӗшлӗн каласа хурать:

Тимофей упрямо наклоняет голову и, глядя исподлобья, как бычок, внушительно говорит:

Паллашӑр, тархасшӑн! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Костя вӑтаннипе тата мекӗрленнипе хӗрелсе каять, ҫамка айӗн Нюрӑпа куккӑшӗ ҫине пӑха-пӑха илет.

Костя краснеет от стыда и натуги и исподлобья взглядывает на Нюру и дядю.

Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.

Кирпӗч лутра купол айӗн куҫа шартаракан сарӑрах ҫутӑ ялкӑшса кайрӗ.

Ослепительный желтоватый свет вспыхнул под низким, кирпичным куполом.

Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Иха урайне чӑптапа витрӗ, Аэлита валли вырӑн сарчӗ, мачча айӗн ҫакӑнса тӑракан ҫуткӑҫа ҫу ячӗ те чӗртрӗ.

Иха покрыла пол циновкой, постлала постель для Аэлиты, налила масла в висевшую под потолком светильню и зажгла её.

Авалхи юрӑ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита, яланхи пекех, вӑл, Лось, кӗтнинчен чипертереххӗн те чаплӑраххӑн кӗрсе тӑрать, ҫӳлти ҫап-ҫутӑ чӳречесен айӗн утса иртет, тӗкӗр урай тӑрӑх унӑн хура кӗпи вӗлкӗшсе куҫать.

Аэлита войдёт, как всегда, прекраснее, изумительнее, чем он, Лось, ждал, пройдёт под озарёнными, верхними окнами; по зеркальному полу пролетит её чёрное платье.

Лось пӗччен юлать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Аэлита туалет куҫ кӗски умне ларчӗ, ҫӳҫне тирпейлерӗ, малтан — тутлӑ шӑршӑллӑ ҫупа, унтан чечексен эссенцийӗпе питне, мӑйне, аллисене сӗрчӗ, хӑйне ҫамки айӗн пӑхса хакларӗ те ӑмӑрланчӗ, экранлӑ пӗчӗк сӗтеле куҫарса цифрӑллӑ хӑмана ҫутрӗ.

Аэлита присела у туалетного зеркала, привела в порядок волосы, вытерла ароматным жиром, затем — цветочной эссенцией лицо, шею и руки, исподлобья поглядела на себя, нахмурилась, придвинула столик с экраном и включила цифровую доску.

Аэлита ирӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Тепӗр кунне каҫхи чей ӗҫнӗ хушӑра вӑл сӗтел ҫинчен тата чӗркуҫҫийӗсем ҫинчен ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене ӑраснах тӑрӑшса пуҫтарса ларатчӗ, хӑй патӗнчен темскере курӑнманскере хӑваласа яратчӗ, ватӑ хуҫа арӑмӗ ун ҫине куҫхарши айӗн пӑхса, кинне шӑппӑн каларӗ:

На другой день за вечерним чаем он особенно тщательно сметал со стола и с колен крошки хлеба, отстранял от себя что-то невидимое, а старуха-хозяйка, глядя на него исподлобья, говорила снохе шёпотом:

XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Пӗвӗпе пӗчӗк вӑл, ырханкка, сарӑ кӗске сухаллӑ, хӑй ҫине пысӑк та сарлака ваткӑллӑ пиншак тӑхӑннӑ, ҫаннисене вӑрӑм пулнӑ пирки тавӑрнӑ; сирӗн ҫине вӑл ҫӑмламасрах куҫхаршисем айӗн хӗссе лартнӑ куҫӗсемпе лӑпкӑн кӑна пӑхать.

Маленького роста, щуплый, с короткой русой бородкой, в большом, не по плечам ватнике с подвернутыми рукавами, он посмотрит на вас спокойными прищуренными глазами из-под мохнатеньких бровок.

Прицепщик Терентий Петрович // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 109–130 с.

Приказчик ӑна куҫ харши айӗн пӑхрӗ те сиввӗнтерех каларӗ:

Приказчик взглянул на него исподлобья и сухо заметил:

XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Буфетри прислуга мана ҫамка айӗн чалӑшшӑн пӑхма тытӑнчӗ.

Буфетная прислуга стала смотреть на меня исподлобья, мне говорили:

V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Сант-Антониопа Пысӑк кӳлӗсем таврашӗнчен килнӗ, кашни шӑкӑр-макӑршӑнах ҫапӑҫу пуҫласа яракан йӗкӗтсем пурте ҫапла шутласа хучӗҫ: Марысьӑн сарӑрах ҫӳҫӗ айӗн пӑхакан куҫӗсем ыраш хӑмӑлӗ ӑшӗнчи утмӑлтурат чечекӗсем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, унтан илемлӗ хӗр халиччен пулман-тӑр та, терӗҫ.

Молодые парни из Сан-Антонио и с Больших Озер, затевавшие драку из-за любого пустяка, сходились только в одном: что глаза у Марыси светятся из-под русых волос, как васильки во ржи, и что красивее девушки не видывал свет.

III // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.

Павӑл партизансене куҫхарши ҫине антарса лартнӑ пилотки айӗн пӑхса илчӗ.

Надвинув на лоб пилотку, Павле смотрел на партизан.

17 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Юрпа пӑр айӗн шӑнкӑртатса юхакан шыв урлӑ каҫса, сӗвек тайлӑмпа улӑхсан, вӑл такам хурлӑхлӑн ӗсӗкленине илтрӗ.

Он перешел ручеек, журчавший под снегом и льдом, и поднялся на отлогий склон, вдруг он услышал протяжный жалобный крик.

15 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех