Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Эх сăмах пирĕн базăра пур.
Эх (тĕпĕ: эх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эх, ӑҫта кайман пӗр качака укҫи, кинӗм, эс ҫӗнӗ ҫын пулнине, пирӗн ял кинӗ пулнине шута илсе, пӗр сана ҫеҫ — скидка — ҫурлитрпах паратӑп.

Эх, была не была, дочка, только для тебя: специальная акция для невестки – скидка – коромысло всего за поллитра.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, кинӗм, кинӗм, ма апла тӳрех кӳрентерен-ха эс ват ҫынна?

Эх, дочка, зачем ты так обижаешь старого человека.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, кинӗм, мӗнле калам-ши?

Ой, как сказать-то…

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, ташлас килсе кайрӗ…

Эх, что-то пятки зачесались, плясать хочу…

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, Евкень, пиртен иртрӗҫ пуль ӗнтӗ пӗҫҫӗн-каҫҫӑн тыттассисем.

Эх, Евгения, прошли, наверное, времена, когда мы могли за руки-ноги…

Пиллӗкмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, Наташа, Наташа….

Ах, Наташа, Наташа…

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, Ванькка, Ванькка, хӑҫан ӑс кӗрӗ-ши сан чуххӑм пуҫна?

Ой, Ванька, Ванька, когда ты за ум возьмешься?

Тӑваттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, ҫук пулнӑскер ҫук пурнӑҫпах пурӑнас ӗнтӗ…

Эх, на нет и судя нет…

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, мотор лартнӑ пек ӗҫлеме пуҫларӗ вӗт!

Так она начала работать как заведенная.

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, Кури тете, кулассипех эс…

Эх, дядя Гурий, все ехидничаешь…

Виҫҫӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, хӗрсем, кама шанатӑр — Лӗпӗш евӗр пурӑнатӑр?

Эх, девушки, на что надеетесь — живете как Бабочки?

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, ултавҫӑ: эпӗ, эпӗ ҫырнӑ тесе мухтанатчӗ-ха тата, пуҫне каҫӑртатчӗ…

Ах, ты врун: хвастался ещё, что сам написал, задирал голову.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, ма авланса ӗлкӗртӗм-ши, памастӑмччӗ-ха та ҫакнашкал чиперскере Чуххӑма.

Эх, почему только я рано женился, ни за что не отдал бы такую красотку Ваньке.

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, тата ӗнтӗ, мӗн кӑтартам-ши?

Ах, что же показать-то?

Иккӗмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, вӗҫсе тухса кайрӗ пуль ҫав…

Эх, наверное, все-таки вылетел…

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, анне, ахаль калатӑп тетӗн пуль.

Эх, мама, мама, думаешь, я ерунду болтаю?

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, анне, эп ӑна хам ирӗкпе ӗмтеретӗп-ҫке, хам ирӗкпе…

Эх, мама, это же я по своей доброй воле…

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, Ҫерҫи шӑллӑм, Токороро тусӑм хӑрушлӑхра пулман пулсан нихҫан вӗҫес ҫукчӗ ҫав тимӗр кайӑкпа.

Эх, если бы не Токколоро, близко бы не подлетела к этой железяке.

Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив

Эх, Ҫерҫи шӑллӑм, курасчӗ сан!

Эх, братиш Воробыш, видел бы ты!

Токороро тата Токколоро // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫимуш ҫакна асӑрхарӗ те: — Эх, эсӗ те ҫав, — терӗ сиввӗн.

Симуш заметил это: — Ну и ты, — сказал он холодно.

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех