Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Ҫавӑнпа та [Михмас] вӑрҫинче Саулпа тата Ионафанпа пӗрле пулнӑ халӑхӑн хӗҫ те, сӑнӑ та пулман, вӗсем Саулпа Ионафанӑн, унӑн ывӑлӗн, ҫеҫ пулнӑ.
1 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Унтан Вениамин йӑхне ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн пырса тӑма хушнӑ, вара Матри ӑрӑвне шӑпа тухнӑ; унтан Матри ӑрӑвӗн арӗсене илсе пыраҫҫӗ те Саулӑн, Кис ывӑлӗн, ятне каланӑ; ӑна шыранӑ та — тупайман.
1 Пат 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Унӑн аслӑ ывӑлӗн ячӗ — Иоиль, иккӗмӗш ывӑлӗн ячӗ вара — Авия; вӗсем Вирсавия хулинчи тӳресем пулнӑ.2. Имя старшему сыну его Иоиль, а имя второму сыну его Авия; они были судьями в Вирсавии.
1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ [ҫав вӑхӑтра Турӑ саккунӗн арчи ҫавӑнта пулнӑ, 28. Финеес — Аарон ывӑлӗн Елеазарӑн ывӑлӗ — ун умӗнче тӑнӑ]: манӑн Вениамин ывӑлӗсене, тӑванӑм ывӑлӗсене, хирӗҫ татах ҫапӑҫӑва тухмалла-и е тухмалла мар-и? тенӗ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Дан ывӑлӗсем ӗнтӗ хӑйсем патӗнче кӗлетке лартнӑ; Ионафан вара — Манассия ывӑлӗн Гирсонӑн ывӑлӗ — тата унӑн ывӑлӗсем Дан йӑхӗнче ҫак вырӑнти халӑх урӑх ҫӗре куҫса кайичченех священниксем пулнӑ; 31. Турӑ ҫурчӗ Силом хулинче ларнӑ вӑхӑтра вӗсем Миха тунӑ кӗлеткене пуҫҫапса пурӑннӑ.
Тӳре 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
57. Сихем ҫыннисен усал ӗҫне те Турӑ хӑйсен пуҫӗ ҫинех ҫавӑрнӑ; вӗсене Иофамӑн, Иероваал ывӑлӗн, ылханӗ ҫитнӗ.
Тӳре 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Тепӗри ӑна хуравласа каланӑ: ку вӑл урӑх нимӗн те мар, ку Гедеон хӗҫне — Иоас ывӑлӗн, Израиль ҫыннин хӗҫне — пӗлтерет; Турӑ мадиансемпе пӗтӗм тапӑра унӑн аллине пачӗ иккен, тенӗ.
Тӳре 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Хӗрӗх пин Израиль ывӑлӗн сӑнӑпа хулкан курӑнатчӗ-и?
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫана йӗре-йӗре тархаслама тытӑннӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсем валли ҫӑлакана — Аода, Иемени ывӑлӗн Геран ывӑлне — ҫӗкленӗ.
Тӳре 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӑнтӑр чикки Кириаф-Иарим патӗнчен пуҫланать, кӑнтӑр енӗпе тинӗс еннелле пырса Нефтоах ҫӑлӗ патне ҫитет; 16. унтан чикӗ ту енне — Енном ывӑлӗн айлӑмӗпе юнашар, рефаимсен айлӑмӗнчен ҫурҫӗр енче ларакан ту енне — анать, вара Енном айлӑмӗпелен Иевусӑн кӑнтӑр енне анса Ен-Рогел патнелле каять; 17. вара ҫурҫӗр еннелле пӑрӑнать те Ен-Шемеш патнелле пырать, унтан Адуммим сӑртне хирӗҫех вырӑнаҫнӑ Гелилоф патне ҫитет, ҫакӑнтан вара Боганӑн — Рувим ывӑлӗн — чулӗ патне анать; 18. унтан тӳремлӗх ҫывӑхӗпе ҫурҫӗрелле иртсе тӳремлӗхе анать; 19. кунтан чикӗ Беф-Хогла ҫумӗпе ҫурҫӗрелле кайса Тӑварлӑ тинӗсӗн ҫурҫӗр енчи авӑрне, Иорданӑн кӑнтӑр енчи вӗҫне, ҫитсе тухать.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тухӑҫ енчи чикӗ [тӑршшӗпех] Тӑварлӑ тинӗс хӗррипе пырса Иордан вӑррине ҫитиччен тӑсӑлать; ҫурҫӗр енчи чикӗ вара тинӗс авринчен, Иордан вӑрринчен пуҫланать; 6. ҫакӑнтан чикӗ Беф-Хогла патнелле улӑхать, ҫурҫӗр енчен Беф-Арава патнелле кайса тӑвалла Рувим ывӑлӗн Боганӑн чулӗ тӗлне ҫитичченех пырать; 7. унтан Ахор айлӑмӗнчен пуҫласа Давир патнелле улӑхса каять, ҫурҫӗр енче Галгал еннелле — юхӑм шывӑн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ Адуммим тӳпемӗ тӗлне — пӑрӑнать; унтан чикӗ Ен-Шемеш шывӗнчен иртсе Ен-Рогел патне ҫитет; 8. унтан чикӗ, Иевус теекен Иерусалимӑн кӑнтӑр енӗпе иртсе кайса, Енном ывӑлӗн айлӑмне улӑхать, вара сӑрт тӳпине — Енном айлӑмӗнчен анӑҫалла, Рефаим айлӑмӗ хӗрринчен ҫурҫӗрелле вырӑнаҫнӑ сӑрт тӳпине — хӑпарать; 9. сӑрт тӳпинчен чикӗ Нефтоах ҫӑлкуҫӗ патнелле пӑрӑнать, Ефрон тӑвӗ ҫинчи хуласем патне ҫитсе Ваал еннелле пӑрӑнать, вӑл ӗнтӗ Кириаф-Иарим хули пулать те; 10. вара чикӗ Ваал патӗнчен тинӗс патнелле пӑрӑнать [те] Сеир тӑвӗ енне [каять], Кесалон теекен Иеарим тӑвӗн ҫурҫӗр енӗпе иртсе Вефсамис патнелле анать, Фимна витӗр тухать; 11. унтан чикӗ Екронӑн ҫурҫӗр енӗпе кайса Шикарон патнелле пӑрӑнать, Ваал [ҫӗрӗнчи] ту урлӑ каҫса Иавнеила ҫитет, вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ҫавӑн чухне Иисус тупа туса каланӑ: кам та кам ҫак Иерихон хулине ҫӗнӗрен туса лартӗ, ҫав ҫын Ҫӳлхуҫа умӗнче ылханлӑ пулӗ; хула никӗсӗ унӑн аслӑ ывӑлӗн пуҫне пулӗ, хула хапхи кӗҫӗн ывӑлӗн пуҫне пулӗ, тенӗ.
Нав 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ сирӗн ывӑлӑрсене каламастӑп: вӗсем хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑр янӑ хасана пӗлмен-курман, Унӑн аслӑлӑхне [тата] Унӑн тӗреклӗ аллипе Унӑн хӑватлӑ вӑйне, 3. Унӑн Египетра кӑтартнӑ паллисемпе ӗҫӗсене, фараона, Египет патшине, тата унӑн пӗтӗм ҫӗрне мӗн тунине, 4. Египет ҫарне, унӑн утлӑ ҫарӗсемпе унӑн урапаллӑ ҫарӗсене мӗн кӑтартнине, вӗсене, сирӗн хыҫӑртан хӑваласа пыраканскерсене, Хӗрлӗ тинӗс шывне путарнине — Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ҫапла вӗсене нихӑҫан йӑл илмелле мар пӗтерсе пӑрахнине курман; 5. хӑвӑр ҫак вырӑна килсе ҫитиччен Вӑл пушхирте сирӗншӗн мӗн-мӗн тунине, 6. Дафанпа Авирона — Рувим ывӑлӗн Елиавӑн ывӑлӗсене — мӗн кӑтартнине: ҫӗр ҫурӑлса кайнине, вӗсене хӑйсене, вӗсен килӗ-йышне, чатӑрӗсене, хӑйсем тытса тӑнӑ мӗнпур пурлӑхне пӗтӗм Израиль умӗнче ҫӗр ҫӑтса янине курман, 7. эсир вара Ҫӳлхуҫамӑр тунӑ пӗтӗм аслӑ ӗҫе хӑвӑр куҫӑрпа курнӑ.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иосиф йӑхӗнчен тухнӑ Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗ — Галаад, ҫав Галаад ӑрӑвӗн килӗ-йышӗн пуҫлӑхӗсем пынӑ та Моисей умӗнче, [Елеазар священник умӗнче] тата аслӑ улпутсем — Израиль ывӑлӗсенӗн тӑхӑмӗсен пуҫлӑхӗсем — умӗнче 2. ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана шӑпа тӑрӑх Израиль ывӑлӗсене еткер ҫӗр валеҫсе пама хушнӑ, Ҫӳлхуҫа пирӗн хуҫана Салпаад тӑванӑмӑр ҫӗрне унӑн хӗрӗсене пама хушнӑ; 3. вӗсем Израиль ывӑлӗсен тепӗр йӑхне качча тухас пулсассӑн, вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен ҫӗрӗнчен тепӗр йӑха, вӗсем [качча] кайнӑ йӑха, куҫать, вара пире шӑпа тӑрӑх панӑ еткерлӗх ҫӗр шутӗнчен тухса ӳкет; 4. Израиль халӑхӗн юбилей ҫитсессӗн те, вӗсен ҫӗрӗ хӑйсем [качча] кайнӑ йӑх ҫӗрӗ ҫумне хушӑнать, ҫапла вара вӗсен ҫӗрӗ пирӗн аттемӗрсен еткерлӗх ҫӗрӗ шутӗнчен тухса ӳкет, тенӗ.
Йыш 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Манассия ывӑлӗн Махирӑн ывӑлӗсем Галаад ҫӗрне кайнӑ та, ӑна туртса илсе, унта пурӑнакан аморрейсене хӑваласа янӑ; 40. Моисей вара Галаад ҫӗрне Махира, Манассия ывӑлне, панӑ, вӑл ӗнтӗ унта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вара Моисей вӗсене — Гад ывӑлӗсемпе Рувим ывӑлӗсене — тата Иосиф ывӑлӗн Манассиян ҫур йӑхне аморрейсен патшийӗн Сигонӑн патшалӑхне, Васан патшийӗн Огӑн патшалӑхне панӑ, ҫав ҫӗре унти хулисемпех — йӗри-таврари хулисемпех — тата пӗтӗм тавралӑхӗпех вӗсене панӑ.
Йыш 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Моисей вӗсене вӑрҫа ӑсатнӑ, кашни йӑхран пин ҫын кайнӑ, вӗсемпе пӗрле Финееса та — [Аарон ывӑлӗн] Елеазарӑн ывӑлне, священника — вӑрҫа янӑ, унӑн аллинче сӑваплӑ хатӗр-хӗтӗр тата хӑрушлӑха систермелли трупасем пулнӑ.
Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Салпаадӑн, Хефер ывӑлӗн, ывӑл пулман, хӗрсем ҫеҫ пулнӑ; Салпаад хӗрӗсен ячӗсем: Махла, Ноа, Хогла, Милка тата Фирца.
Йыш 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 11. Финеес, Елеазарӑн — Аарон священник ывӑлӗн — ывӑлӗ, Израиль ывӑлӗсем хушшинче Маншӑн ҫирӗп тӑрса, Манӑн хаяр ҫиллӗме вӗсенчен сирсе ячӗ, ҫавӑнпа Эпӗ, кӗвӗҫрӗм пулин те, Израиль ывӑлӗсене тӗппипе пӗтермерӗм; 12. ҫавӑнпа пӗлтер: акӑ Эпӗ ӑна Хамӑн канӑҫлӑх халалне паратӑп, 13. вӑл хӑйӗн Турришӗн ҫирӗп тӑчӗ тата Израиль ывӑлӗсене хӳтӗлесе хӑварчӗ, ҫавӑншӑн ӑна, унӑн тӑхӑмне ӗмӗр-ӗмӗрех священниксем пулма халаллатӑп, тенӗ.
Йыш 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Финеес, Елеазарӑн — Аарон священник ывӑлӗн — ывӑлӗ, ҫакна курсассӑн, халӑх хушшинчен тухнӑ та аллине сӑнӑ тытнӑ, 8. унтан Израиль ывӑлӗ хыҫҫӑн ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗрсе иккӗшне те — Израиль ывӑлне те, хӗрарӑмне те — чиксе пӑрахнӑ, хӗрарӑмне ӑшӗнчен чикнӗ; вара Израиль халӑхӗ пӗтме чарӑннӑ.
Йыш 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.