Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл амӑшӗ валли те пукан лартса панӑ, лешӗ ывӑлӗн сылтӑм енне ларнӑ та 20. ҫапла каланӑ: ман санран пӗр пысӑках мар ӗҫ пирки ыйтмалли пур, кӑмӑл тусамччӗ мана, тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. [Акӑ Давид патша хӑюҫахӗсен ячӗсем:] Иоавпа пӗртӑван Асаил — вӑтӑр ҫарпуҫ шутӗнче; Елханан — Додо ывӑлӗ, Вифлеем ҫынни, 25. Харод ҫынни Шамма, Харод ҫынни Елика, 26. Палтит ҫынни Херец, Ира — Икеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни, 27. Анафоф ҫынни Евиезер, Хушат ҫынни Мебуннай, 28. Ахоха ҫынни Цалмон, Нетофа ҫынни Магарай, 29. Хелев — Баана ывӑлӗ, Нетофа ҫынни, Иттай — Рибай ывӑлӗ, Вениамин ывӑлӗсен ҫӗрӗнчи Гива ҫынни, 30. Пирафон ҫынни Ванея, Нахле-Гааш ҫынни Иддай, 31. Арбат ҫынни Ави-Албон, Бархум ҫынни Азмавет, 32. Шаалбони ҫынни Елияхба; Яшен ывӑлӗсенчен — Ионафан, 33. Гарир ҫынни Шама, Ахиам — Шарар ывӑлӗ, Арар ҫынни, 34. Елифелет — Магахати ывӑлӗн Ахасбайӑн ывӑлӗ, Елиам — Ахитофел ывӑлӗ, Гило ҫынни, 35. Кармил ҫынни Хецрай, Арбит ҫынни Паарай, 36. Игал — Нафан ывӑлӗ, Цоба ҫынни, Гад йӑхӗн ҫынни Бани, 37. Аммон ҫынни Целек, Берот ҫынни Нахарай — Саруия ывӑлӗн Иоавӑн кӑралне йӑтса ҫӳрекенӗ, 38. Итр ҫынни Ира, Итр ҫынни Гареб, 39. хет ҫынни Урия.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ун хыҫҫӑн Елеазар — Ахоха ывӑлӗн Додонӑн ывӑлӗ; вӑл — вӑрҫа пуҫтарӑннӑ филистимсене тӑрӑхласа-илӗртсе кӑларнӑ чухне Давидпа пӗрле пулнӑ виҫӗ паттӑртан пӗри; 10. израильсем вӗсене хирӗҫ тухнӑ та, вӑл филистимсене аркатма тытӑннӑ, ӗшеннӗ алли хӗҫ ҫумне ҫыпҫӑнса ларичченех ҫапӑҫнӑ.
2 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Саулпа ун ывӑлӗн Ионафанӑн шӑммисене [тата хӗвел ҫине ҫакса хунисен шӑммисене] Вениаминсен ҫӗрӗнче, Цела хулинче, Саул ашшӗне Киса пытарнӑ тупӑклӑха пытарнӑ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Давид вара Саулпа ун ывӑлӗн Ионафанӑн шӑммисене унтан куҫарса килнӗ; [хӗвел ҫине] ҫакса хунисен шӑммисене те пуҫтарса килнӗ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Давид ӗнтӗ Саулпа ун ывӑлӗн Ионафанӑн шӑммисене Галаадри Иавис ҫыннисенчен кайса илнӗ: филистимсем Саула Гелвуй тӑвӗ ҫинче вӗлернӗ хыҫҫӑн унӑн ӳчӗпе Ионафан ӳтне Беф-Санра ҫакса хурсан, Иавис ҫыннисем вӗсене вӑрттӑн хӑйсен хулине илсе кайнӑ пулнӑ.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Анчах патша, хӑй Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тунине — Саул ывӑлӗпе Ионафанпа иккӗшӗ тупа тунине — асра тытса, Мемфивосфее, Саул ывӑлӗн Ионафанӑн ывӑлне, тивмен.
2 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хӗрарӑм пӗтӗм халӑхпа канашланма кайнӑ, хӑйӗн ӑслӑ сӑмахне пӗлтернӗ, [пӗтӗм хулана Бихри ывӑлӗн Савейӗн пуҫне касма сӗнсе калаҫнӑ].
2 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Мемфивосфей те — Саул [ывӑлӗн Ионафанӑн] ывӑлӗ — патшана кӗтсе илме тухнӑ.24. И Мемфивосфей, сын [Ионафана, сына] Саулова, вышел навстречу царю.
2 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Давид патша ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те ҫав тери тарӑхса кайнӑ, [анчах хӑйӗн ывӑлӗн Амнонӑн чунне хурлантарман, мӗншӗн тесессӗн ӑна юратнӑ, вӑл унӑн малтанхи ывӑлӗ пулнӑ].
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Каярахпа акӑ мӗн пулса иртнӗ: Авессаломӑн, Давид ывӑлӗн, Фамарь ятлӑ хитре йӑмӑкӗ пулнӑ, ӑна Давид ывӑлӗ Амнон юратса пӑрахнӑ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Давид вара Саул тарҫине Сивана чӗнсе илнӗ те каланӑ: Саулӑн тата унӑн килӗн ӗлӗк мӗн пулнине пӗтӗмпех эпӗ санӑн хуҫун ывӑлне паратӑп, тенӗ; 10. ӗнтӗ эсӗ те, санӑн ывӑлусем те, санӑн чурусем те ун валли ҫӗр ӗҫлесе тӑрӑр, ҫӗр ҫимӗҫне ӑна парса тӑрӑр — хуҫу ывӑлӗн тӑранса пурӑнмалӑх ҫӑкӑр пултӑр; хуҫу ывӑлӗ Мемфивосфей вара яланах ман сӗтелӗм хушшинче апат ҫийӗ, тенӗ.
2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Мемфивосфей — Саул ывӑлӗн Ионафанӑн ывӑлӗ — Давид патне килнӗ те [патшана] ҫӗре ӳксе пуҫҫапнӑ.
2 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Вӗсем пӳрте кӗнӗ чухне [Иевосфей] хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнче вырӑнӗ ҫинче выртнӑ; вӗсем ӑна вӗлернӗ те пуҫне касса хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ, ҫӗрӗпе пушхирти ҫулпа утнӑ; 8. Иевосфей пуҫне Хеврона Давид патне илсе пынӑ та патшана ҫапла каланӑ: акӑ Иевосфейӗн, Саул ывӑлӗн, санӑн чунна шыракан тӑшманун, пуҫӗ; Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ патша хуҫамӑмшӑн [санӑн тӑшманна] Саула тата унӑн йӑхне тавӑрчӗ, тенӗ.
2 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Саул ывӑлӗн Ионафанӑн ывӑлӗ уксах пулнӑ.
2 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Саул ывӑлӗн [Иевосфейӗн] икӗ ҫарпуҫ пулнӑ; пӗри Баана ятлӑ, тепӗри Рихав ятлӑ пулнӑ, вӗсем Вениамин йӑхӗнчи Реммонӑн, Беероф хули ҫыннин, ывӑлӗсем пулнӑ, Беероф вара Вениамин ҫӗрӗ шутланнӑ.
2 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Вара ҫав кун пӗтӗм халӑх, пӗтӗм Израиль Авенирӑн — Нир ывӑлӗн — вилӗмӗ патшаран килменнине пӗлнӗ.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ Нир ывӑлӗ Авенир тата Саул ывӑлӗн Иевосфейӑн тарҫисем Маханаимран тухса Гаваон хулине ҫитнӗ.12. И вышел Авенир, сын Ниров, и слуги Иевосфея, сына Саулова, из Маханаима в Гаваон.
2 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ахитув ывӑлӗн Ахимелехӑн пӗр ывӑлӗ ҫеҫ, Авиафар ятлӑскер, хӑтӑлса юлнӑ, вӑл Давид патне тарса ӳкнӗ.20. Спасся один только сын Ахимелеха, сына Ахитува, по имени Авиафар, и убежал к Давиду.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иессейӗн виҫӗ аслӑ ывӑлӗ Саулпа пӗрле вӑрҫа кайнӑ; вӑрҫа кайнӑ виҫӗ ывӑлӗн ячӗсем: асли — Елиав, ун хыҫҫӑнхи иккӗмӗшӗ — Аминадав, виҫҫӗмӗшӗ — Самма; 14. Давид вара чи кӗҫӗнни пулнӑ.
1 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.