Шырав
Шырав ĕçĕ:
16. Ывӑлӑм! вилнӗ ҫыншӑн куҫҫулӗпе макӑр, тӳсейми хурлӑх ҫитнӗ евӗр, чунтан-вартан ӗсӗкле, хӳхлев пуҫла; ӳтне чипер тирпейлесе, ӑна йӑла-йӗркепе пытар; 17. хурлӑхлӑн хӳхле, кӑмӑлупа хуҫӑлса макӑр, ҫыннине кура пӗр кун, икӗ кун кулян уншӑн, — ҫын ан сивлетӗр сана, — вара пусӑрӑн, лӑплан: 18. хурлӑха пула вилме пулать, чӗре хурлӑхӗ вӑя ӗмет.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ывӑлӑм! чир лексессӗн тимлӗ пул, Ҫӳлхуҫана кӗлту, Вӑл сана сыватӗ.9. Сын мой! в болезни твоей не будь небрежен, но молись Господу, и Он исцелит тебя.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ывӑлӑм! пурӑнан пурӑнӑҫунта чунна тӗрӗслесех тӑр, уншӑн мӗн сиенлине асӑрхаса тӑр, ҫавӑнтан сыхла ӑна: 31. пур япала та пуриншӗнех сиплӗхлӗ мар, хӑш-хӑш япалана пур чун та йышӑнмасть.
Сир 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ывӑлӑм, итле мана, тӑнла эпӗ каланине — манӑн сӑмахӑмсене кайран хӑвах ӑнланса илӗн.25. Послушай меня, сын мой, и не пренебреги мною, и впоследствии ты поймешь слова мои.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ывӑлӑм! ҫылӑха кӗтӗн пулсассӑн, урӑх ҫылӑх ан хуш, ӗлӗкхи ҫылӑхусемшӗн кӗлту.1. Сын мой! если ты согрешил, не прилагай более грехов и о прежних молись.
Сир 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ывӑлӑм! ырӑ тунӑ чухне ан ӳпкелеш, мӗн те пулин панӑ чухне сӑмахпа ан кӳрентер.15. Сын мой! при благотворениях не делай упреков, и при всяком даре не оскорбляй словами.
Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ывӑлӑм, итле мана, ӑса вӗрен, манӑн сӑмаха пӗтӗм чӗрӳпе тӑнла.24. Слушай меня, сын мой, и учись знанию, и внимай сердцем твоим словам моим.
Сир 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ывӑлӑм! вӑю ҫитнӗ таран хӑвна ху ырӑ ту, Ҫӳлхуҫана кӳрес парнене тивӗҫлӗн парса тӑр.11. Сын мой! по состоянию твоему делай добро себе и приношения Господу достойно приноси.
Сир 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ывӑлӑм! нумай ӗҫе ан хапсӑн: нумай ӗҫ тунӑ чухне айӑпа кӗмесӗр юлаймӑн.10. Сын мой! не берись за множество дел: при множестве дел не останешься без вины.
Сир 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ывӑлӑм! чунна йӑвашлӑхупа мухтава кӑлар, ӑна тивӗҫлӗхне кура чысла.31. Сын мой! кротостью прославляй душу твою и воздавай ей честь по ее достоинству.
Сир 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй ывӑлӑм! суха кассийӗ ҫине тӗрӗсмарлӑх ан ак — мӗн акнинчен ҫичӗ хут ытларах вырса илмелле пулмӗ.3. Сын мой! не сей на бороздах неправды, и не будешь в семь раз более пожинать с них.
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Эй ывӑлӑм! вӗренессӳ килсессӗн — ӑна вӗренӗн, ӑна пӗтӗм чунупа парӑнсассӑн — пурне те тума пултарӑн.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ывӑлӑм, манӑн сӑмахӑма итле, манӑн канашӑмран ан пӑрӑн.24. Послушай, сын мой, и прими мнение мое, и не отвергни совета моего.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Эй ывӑлӑм! ҫамрӑкранах тӑрӑшса вӗрен, вара ҫӳҫӳ кӑвакаричченех ӑслӑлӑх санпа пӗрле пулӗ.18. Сын мой! от юности твоей предайся учению, и до седин твоих найдешь мудрость.
Сир 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ывӑлӑм! кӗлмӗҫ ҫӑкӑр ыйтнӑ чухне памасӑр ан тӑр, ӗмӗтленсе пӑхакан куҫа тилмӗрттерсе ан ӗшентер; 2. выҫӑпа касӑлакан чуна ан хурлантар, ҫитмен пурӑнӑҫпа пурӑнакана ан кулянтар; 3. хурланнӑ чуна ан кӳрентер, ҫук ҫынна парассине вӑраха ан яр; 4. пусмӑр тӳсекене, тархасласа пулӑшу ыйтаканскере, пулӑшмасӑр ан хӑвар; кӗллекен кӗлмӗҫрен ан йӗрӗн; 5. ыйтаканран куҫна аяккалла ан тарт, хӑвна ылхантарма сӑлтав туса ан пар ҫынна; 6. ҫапла вӑл чунӗ хурланнипе сана ылханӗ те, ӑна Пултаракан унӑн кӗллине илтӗ.
Сир 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ывӑлӑм! ӗҫӳсене йӑвашшӑн туса пыр, вара сана Турра юрӑхлӑ ҫынсем юратӗҫ.17. Сын мой! веди дела твои с кротостью, и будешь любим богоугодным человеком.
Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ывӑлӑм! ватӑлмалӑх кунӗнче аҫуна ан пӑрах, пурӑнӑҫӗнче ӑна ан хурлантар.12. Сын! прими отца твоего в старости его и не огорчай его в жизни его.
Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫа Турӑшӑн ӗҫлесе тӑма тытӑнатӑн пулсассӑн, чунна хатӗрле — тӳсмелле пулӗ; 2. чӗрӳне сыхӑ тӑрат, ҫирӗп пул, инкек ҫитсессӗн ан васка, ан вӗтелен; 3. кайран ҫӗкленсе каймашкӑн Турӑ ҫумне ҫыпӑҫӑн та — ан хӑп Унран.
Сир 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫакӑнтан ытлашшийӗнчен вара, ывӑлӑм, сыхлан: нумай кӗнеке ҫырас тесессӗн вӗҫӗ те пулмӗ, нумай вулани хӑвнах ӗшентерет.
Еккл 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑран ыйтса илнӗ ывӑлӑм, мӗскер-ха?
Ытар 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.