Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Шупашкарпа (тĕпĕ: шупашкар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӗн чул тус ун Шупашкарпа ялсенче.

Сколько у него друзей в Чебоксарах и здесь, на селе!

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

1841 ҫулта Шупашкарпа Ҫӗрпӳ уесӗсенче темиҫе ялта чӑвашсем патша чиновникӗсене хирӗҫ ҫӗкленнӗ.

В 1841 году в Чебоксарском и Цивильском уездах несколько сел взбунтовались против царских чиновников.

Шурча пупӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Таната» романри ӗҫсем Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен историйӗнче паллӑ йӗр хӑварнӑ пысӑк пӑлхав умӗн Шупашкарпа тури чӑваш ялӗсенче пулса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Таната // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Шупашкарпа Куславкка хушшинче шоссе сарнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

«Вӑхӑт пирӗн ҫирӗплӗхе тӗрӗсленӗ» // Любовь Сергеева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b2a%d1 ... b5%d0%bde/

Эпӗ Шупашкарпа Канашри ача сачӗсенче воспитатель пулса ӗҫленӗ.

Я работал воспитателем в детских садах Чебоксар и Канаша.

Тӑрӑн ялӗн чиперккисемпе яшӗсем «улаха» пухӑнаҫҫӗ // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%82a%d1 ... %85%d0%b0/

Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинчи 101, 101с, 220, 234, 262, 270, 331-мӗш маршрутсене пӑрахӑҫласа троллейбуссем ҫӳретме тытӑнасшӑн.

Автобусные маршруты 101, 101с, 220, 234, 262, 270, 331, курсирующие между Чебоксарами и Новочебоксарском, хотят заменить троллейбусами.

Общество транспорчӗн маршручӗсене улӑштарасшӑн // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/32530.html

Шупашкарпа Сӗнтӗрвӑрри хушшине вӑтӑра яхӑн пӑрахутсем тата буксирсем капланнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чӑваш Ен халӑхӗн пуян историйӗпе хӑйне евӗрлӗ культури Шупашкарпа уйрӑлми ҫыхӑннӑ.

Богатая история, самобытная культура народа Чувашии неразрывно связаны с Чебоксарами.

Михаил Игнатьев Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ ятпа саламлани // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2019/08/15/pozdravle ... atjeva-s-d

Чи лайӑх команда ятне илессишӗн тупӑшма Чӑваш Енӗн тӗп хулине ҫичӗ команда пуҫтарӑннӑ: Канаш, Патӑрьел, Муркаш, Ҫӗмӗрле ра-йонӗсенчен тата Ҫӗнӗ Шупашкарпа Канаш хулисенчен.

Куҫарса пулӑш

Слетран ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ // Татьяна Никитина. http://kanashen.ru/2021/10/29/%d1%81%d0% ... bd%d0%bda/

- Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хушшинче халӑха турттарас ӗҫ проблемине татса памалла.

– закрыть проблему общественных перевозок между Чебоксарами и Новочебоксарском.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2021) // Олег Николаев. http://www.cap.ru/events/events/2021-god ... bliki-g/33

Эпир Шупашкар хулинчи Питтукассин коммуналлӑ хытӑ каяшсен ҫӳп-ҫап вырӑнне йӗркене кӗртсе Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче тата Шупашкар районӗнче пурӑнакан ҫӗр-ҫӗр пин ҫынна канӑҫ паман пысӑк пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва татса патӑмӑр.

Мы решили историческую проблему для сотен тысяч жителей Чебоксар, Новочебоксарска и Чебоксарского района, завершив рекультивацию Пихтулинской свалки.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Шупашкарпа Канаш хулисенче индустри паркӗсене хута янӑ.

Введены в эксплуатацию индустриальные парки в Чебоксарах и Канаше.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Пӗррехинче мана Турцирен килнӗ хӑнасене Ҫӗнӗ Шупашкарпа паллаштарма хушрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Ҫавнашкал ҫурт-йӗре малашне Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче кӑна мар, мӗн пур хула округӗпе муниципаллӑ районтах тума тытӑнаҫҫӗ.

Такое жилье будет строиться во всех городских округах и муниципальных районах, а не только в Чебоксарах и Новочебоксарске.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222

Чукун ҫул магистралӗ республика территорийӗнче 118,6 километрпа танлашать, Етӗрнепе Муркаш тата Шупашкарпа Сӗнтӗрвӑрри районӗсем тӑрӑх иртет.

Куҫарса пулӑш

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Унта Чӑваш Ен транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министрӗ Михаил Янковский, министр ҫумӗ Владимир Степанов, министерство представителӗсем, «Скоростные магистрали» ОАО, «Экопроект» ЗАО ГИП, «Томгипротранс» ОАО представителӗсем, Шупашкарпа Етӗрне, Муркашпа Сӗнтӗрвӑрри районӗсен представителӗсем, район тата хула, республика массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Паян пассажирсем турттарас ӗҫре малта пыракан предприятисенче – «Чӑвашавтотрансра» тата Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи троллейбус управленийӗсенче – кӑткӑс лару-тӑру йӗркеленнине палӑртмасӑр иртме ҫук.

Сегодня нельзя не отметить сложную ситуацию на ведущих предприятиях, осуществляющих перевозку пассажиров, — в «Чувашавтотрансе» и троллейбусных управлениях городов Чебоксары и Новочебоксарск.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Иккӗмӗш кӗнекере ӗҫсем Шупашкарпа Ҫӗн Шупашкар енне куҫса килеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уксак Якку, Кӑмкан, Валяй Нафуй, Емтип Каҫҫи, Уйташ, Ясарпи тата ыттисем // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/3210-%D0%A3% ... A%D0%B0%D2

Чӑваш Енре шутлавӑн 60 участокне уҫнӑ: 9 хулара - 34, 38 ялта - 26. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене илес-тӗк, Калинин районӗнчи Ярмӑркка, Декабристсен, Кадыков урамӗсенчи, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи, Ленин районӗнчи Мир, Иван Яковлев, Кӑкшӑм, Энгельс, Шевченко, Ильбеков урамӗсенчи, Ленин проспектӗнчи, Мускав районӗнчи Анисимов, Константин Иванов, Павлов мичман, Гузовский, Энтузиастсен урамӗсенчи, Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи тата Юханшыв, Парк, Энергетиксен, Коммунистсен, Совет, Хӗвел, Первомайски урамӗсенчи, Химиксен тӑкӑрлӑкӗнчи уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем микроҫырава хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Виҫӗ енлӗ кӗрешӳ вӑййипе /халӗ — пауэрлифтинг/ интересленекенсен ушкӑнӗсем Юрий Иванов тренер тӑрӑшнипе Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче уҫӑлнӑ.

Группы, интересующиеся силовым троеборьем /сейчас - пауэрлифтинг/ по стараниям тренера Юрия Иванова открылись в Чебоксарах и в Новочебоксарске.

Вӑйлисен вӑййи аталанать // А.МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех