Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӗлхе сăмах пирĕн базăра пур.
Чӗлхе (тĕпĕ: чӗлхе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ют чӗлхе сассине итлесе ларнӑ май йӗри-тавра тишкеретӗп: чикансем ҫавӑн пек пурӑнаҫҫӗ ахӑртнех…

Куҫарса пулӑш

Мӗтри мучи пек ватӑласчӗ // Юрий Яковлев. Хыпар, 1998.08.28

Пирӗнпе пӗр чӗлхе тупса ӗҫлесшӗн мар вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫлемен ӗҫ — тӗплемен витре // Н.Краснов. «Капкӑн», 1987, 10№

Табак туртнипе тута, чӗлхе, пыр, трахея, бронх тата ӳпке ракӗ аталаннӑ тӗслӗхсем сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫа кӗскетет // Л.ЯРЫШЕВА. «Каҫал Ен», 09.06.17

Пӗлмеҫҫӗ, тӑван чӗлхе вӗсенче манӑҫа тухнӑ пулсан ӑҫта унта «пӗтӗмпех йӗркеллӗ» тесе калама сӑлтав пур?

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

— Мухтанса каламастӑп: Раҫҫей чӗлхе пӗлӗвӗнче кун пек словарь тек ҫук.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Диссертаципе ӗҫленӗ чухне «Тӗнчери чӗлхе ӳкерчӗкӗ» ӑнлава асӑрхарӑм.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

«Чӗлхе тӗнчене ӑнланма пулӑшни» монографин пӗрремӗшпе иккӗмӗш томӗсем 2013-2014 ҫулсенче пичетленчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

«Хусанкая пӗлмесӗр, унӑн пултарулӑхне вӗренмесӗр хамӑра чӑн чӑваш тесе калама чӗлхе ҫаврӑнмасть. Мӗншӗн-ха пирӗн, аслӑ вырӑс халӑхӗн уттипе танлашнӑ чӑвашсен, ҫамрӑк ӑрӑва Пушкин пултарулӑхне 5-мӗш класранах тӗплӗн тишкерсе вӗрентнӗ евӗр, Хусанкайпа паллаштармалла мар?» — ҫакнашкал ыйту лартрӗ вӗрентекен.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе ячӗпе ирттернӗ семинар // А.В.Лукина, Л.Н.Тарасова. http://www.sheraut-komsml.edu21.cap.ru/? ... ews=462675

«Хыпарҫӑ» ҫулталӑкра пӗрре тухать, археологи, ӳнер пӗлӗвӗ, истори, право пӗлӗвӗ, социологи, чӗлхе пӗлӗвӗ, экономика, этнологи ыйтӑвӗсене ҫутатать.

Куҫарса пулӑш

Чыса упрасан шӑтӑк курка кирлӗ мар // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/14853.html

Урӑхла каласан арлӑх, ӳсӗм, мӑшӑрланура тӑни, вӗренӳ шайӗ, кил хуҫалӑхӗн тытӑмӗ, пурнӑҫа тытса пымалли ҫӑлкуҫ, экономикӑна пуҫаруллӑ хутшӑнни, наци, гражданлӑх, чӗлхе пирки пӗлтернисӗр пуҫне репродуктивлӑ тӗллевсем ҫинчен - миҫе ача пулни тата вӗсен йышне ӳстерме ӗмӗтленнин сӑлтавӗ, кун-ҫула тытса пымашкӑн кансӗрлекен чир-чӗрпе нушаланни, ҫавна пула пулӑшу кирли, инвалидлӑх ушкӑнӗ пурри ҫинчен хуравлама тивет.

Куҫарса пулӑш

«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Камӑн хӑйӗн халӑхне усал сунас килтӗр? Ҫапах та унта пӗлтернине шута хурас тӑк — Раҫҫейри 130 ытла чӗлхе хӑрушлӑхра.

Куҫарса пулӑш

Пӗрлӗхпе туслӑх: хурҫӑран та ҫирӗп, ылтӑнран та пахарах // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

1938 ҫулхи орфографи правилисем тата чӗлхе грамматики халӑха килӗшнӗ.

Орфографические правила и языковая грамматика 1938 года была по душе народу.

Вӗрентме ансат. Диктант ҫырма вара... // Леонид АНДРЕЕВ-ЛЕСНИК. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Ӗне усракансем ҫапла «услам» /ытла та йӳнӗпе йышӑннӑран капла калама чӗлхе те ҫаврӑнмасть паллах/ тума хӑнӑхса ҫитрӗҫ юлашки вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

Амӑшӗ картари ӗнишӗн чунне панӑ, ывӑлӗ пӗр пулӑштухла сутнӑ... // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2009.06.11

Таҫта та ҫитнӗ, такампа та пӗр чӗлхе тупнӑ.

Куда только не ходила, со всеми находила общий язык.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Вӗсем пӗр чӗлхе тупса лайӑх ӗҫлени пурне те усӑ кӳрет, савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

4 чӗлхе вӗрентеҫҫӗ: чӑваш, вырӑс, тутар, акӑлчан.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Нумай ҫул ҫак шкулта ачасене чӑвашла вӗрентменнипе кунта тӑван чӗлхе калаҫу шайӗнче кӑна.

Куҫарса пулӑш

Вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ шкул // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Паллах, чирлисенчен кашнийӗ хӑйнеевӗрлӗхӗпе, тыткаларӑшӗпе, тавракурӑм шайӗпе уйрӑлса тӑрать пулсан та тухтӑр пуринпе те пӗр чӗлхе тупма, пулӑшма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Несӗлсенчен чунпа, юнпа куҫнӑ туртӑм // Хыпар. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Часах саккасҫӑпа подрядҫӑ пӗр чӗлхе тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пылчӑклӑ атӑпа Чичикин пӳлӗмне кӗтӗм» // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

«Дент-а-мед» врачӗсем вара, тӳрех мар пулин те, кирек хӑш ачапа та пӗр чӗлхе тупма, шанӑҫа кӗме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Дент-а-мед» тухтӑрӗсен ӗҫӗ — ҫӗршывра чи лайӑххи! // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех