Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чи сăмах пирĕн базăра пур.
Чи (тĕпĕ: чи) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Часах вӗсем агрессивлӑ ярӑну стилӗн облаҫӗнче чи пысӑк та чи хисеплӗ фирмӑсенчен пӗри пулса тӑнӑ.

И очень скоро превратилась в одну из крупнейших и наиболее уважаемых фирм на рынке агрессивного стиля катания.

Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87

Хапха умне колхозри чи лайӑх лашана, чи хитре хыҫлӑ ҫунана кӳлсе тӑратрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чи вӑйпитти арҫынсем малтанхи кунсенчех вӑрҫа тухса кайрӗҫ, колхозӑн пӗртен-пӗр автомашини те фронт еннелле ҫул тытрӗ, чи лайӑх лашасене суйласа вӑрҫа ӑсатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун чухне кукаҫей пирӗншӗн пурнӑҫ хуҫиччӗ: чи асли, чи ӑсли.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Археологсем тӗпчев ӗҫӗсем ирттернӗ чухне ҫӳп-ҫап шӑтӑкӗсене чи ӑнӑҫлӑ вырӑнсем тесе шутлаҫҫӗ, унта наукӑшӑн чи кӑсӑк япаласене асӑрхаҫҫӗ; саманасен тапхӑрне палӑртакан, ҫынсен кулленхи пурнӑҫ йӑли-йӗркине, пурлӑх шайне ҫирӗплетсе паракан артефактсем тупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Собес — районти чи пысӑк, чи ответлӑ учреждени.

Куҫарса пулӑш

Шыракан — тупать // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 41–45 с.

Кӗтерук инке ҫӑлтан шыв ӑсма чи малтан ҫитет те кашнинчех чи кая юлать.

Куҫарса пулӑш

Элекҫӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 28–29 с.

Ҫулталӑкри чи сивӗ уйӑх — кӑрлач уйӑхӗ (13-20°С), чи ӑшши — авӑн уйӑхӗ (18-26°С).

Самый холодный месяц года — январь (13-20 °C), самый тёплый — сентябрь (18-26 °C).

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Утравӗн чи паллӑ утёсӗ Кабу-Жиран ятлӑ, вӑл Европӑра чи ҫӳллисенчен пӗри шутланать.

Самый известный утёс острова Кабу-Жиран — один из самых высоких в Европе.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Мадейра утравӗ — 741 ҫм² лаптӑк йышӑнакан архипелагӑн чи пысӑк утравӗ, унӑн тӑршшӗ 57 ҫм, сарлакӑшӗ чи анлӑ вырӑнта — 22 ҫм, унӑн ҫыранӗн пӗтӗмӗшле тӑршшӗ 150 ҫм.

Остров Мадейра — крупнейший остров архипелага с площадью 741 км², его длина составляет 57 км, а ширина — 22 км в самом широком месте, он имеет общую длину побережья 150 км.

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Чи пуянни, чи савӑнӑҫли Миша пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑйӗн шучӗпе чи тӗрӗс, чи аслӑ шухӑш патне пырса тухрӗ:

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Престол уявӗсенче, уйрӑмах туйра е пумилккесенче чӑваш йӑли-йӗркипе ҫемьере чи ваттине е чи хисеплӗ хӑнана сак ҫине тӗрленӗ «питлӗ» тӗк тӳшек хурса параҫҫӗ: тӑвансем хушшинче тӑнӑҫ пурнӑҫ тата ӑнланулӑх хуҫаланччӑр тесе.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чи шавсӑр вӗлерекенпе усӑ курассине чи малтан Рим имперторӗ Калигула шуталса тупнӑ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ӑсчахсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, чи малтанхи ҫынсем пурӑннӑ чухнеренпех минтер кил-ҫуртри чи кирлӗ япала пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кам шухӑшласа кӑларнӑ сана, чи кирлӗскере, чи чаплӑскере, пурнӑҫӑн питӗ кирлӗ, ытармалла мар пайне.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

«Хӗрарӑм — юратӑва илсе пыраканни. Ку унӑн хисеплӗ ӗҫӗ, унӑн чи телейлӗ тивӗҫӗ. Хӗрарӑм Ҫӗр ҫинче пурнӑҫа тӑсаканӗ», — ҫак сӑмахсене вӑл вӑрҫӑчченхи, чи пылак пӗрлехи кунсемпе каҫсенче пӗрре ҫеҫ мар каланӑ упӑшкине.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Музея Нидерландри ӳнерӗн чи хальхи, чи инновациллӗ центрӗсенчен пӗри евӗр хатӗрленӗ.

Музей был трансформирован в один из самых современных и инновационных центров искусства в Нидерландах.

Гронинген // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%93%D1% ... 0%B5%D0%BD

Чи кирлӗ, чи хӑватлӑ тӗке ҫӑлса кӑларчӗ!

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Сирӗн ачӑрсемшӗн чи паха эткерлӗх ылтӑн-кӗмӗлтен те чи хакли – пӗчӗкрен хӑнӑхтарса ӳстернӗ ӗҫченлӗх пултӑр.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех