Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӗрхен сăмах пирĕн базăра пур.
Хӗрхен (тĕпĕ: хӗрхен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хӑвна ху та пулин хӗрхен, Малюк, — терӗ вӑл йӑлӑннӑ пек.

— Ты можешь говорить все, что угодно, Малюк, — умоляюще произнес он.

Трактирти хӗр // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Ан хӗрхен ӗнтӗ вунӑ пусна.

— Денег нет, на твои надеюсь…

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Хӗрхен мӗскӗнсене!» — теҫҫӗ хыҫаларах тӑраканнисем.

Его слова заглушает вопль стоящих сзади: — Пожалей нас, бедных!

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Хӗрхен пире, Ухтиван!

— Пожалей нас, Ухтиван!

Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Хӗрхен ӗнтӗ, ачам.

— Пожалей ты народ, сынок.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗрхен пире.

Пожалей нас.

Паллӑ мар инкек // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Кавруҫ, хӗрхен…»

Куҫарса пулӑш

XXXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӗрхен ӗнтӗ кӑштах, мӗнле вӑл сан мана яланах вӑрҫас килет?

Куҫарса пулӑш

X // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хӗрхен пире, Тукай ӗмпӳ, турӑ пул пирӗншӗн ҫакӑн пек йывӑр вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Юмансара куҫма вӑй ҫитес ҫук текех, хӗрхен пире пӑртак, Тукай ӗмпӳ…

Куҫарса пулӑш

4. Тукай ялӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӗрхен, Урасмет, ӗнене илсе кайма ан хуш, — ун умне чӗркуҫленчӗ Яхуте.

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Урасмет, вӗсем пирӗн нушана пӗлмеҫҫӗ, эс хамӑр ял ҫынни-ҫке-ха, хӗрхен пӑртак!

Куҫарса пулӑш

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ай, Тукай мӑрса, хӗрхен ман ачасене, ӗмӗр-ӗмӗр сан чуру пулӑп, ӗмӗр-ӗмӗр саншӑн турра пуҫ ҫапӑп! — йӑлӑнчӗ вӑл куҫҫуль витӗр.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ан хӗрхен, хытса ан тӑр.

Куҫарса пулӑш

1. Хан керменӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Тукай мӑрса, тархасшӑн, хӗрхен пире…

Куҫарса пулӑш

10. Кӳршере // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Макӑрнипе нимӗн чухлӗ те пире пулӑшаймӑн, хӑвна хӗрхен, — лӑплантарма сӑмах шырарӗ ашшӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Эльгеев, конверта уҫса, лампа патне пычӗ: «Миша, каҫар! Ачана хӗрхен! Соня».

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӗрхен пире, ачасене, хӑвӑртрах пирӗн пата кил!

— Сжалься над нами, детьми, и поскорее приходи к нам!

Кӑлтӑрпи // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Хӗрхен вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Хӗрхен мана, ирӗке кӑлар.

Сжалься надо мной, вызволи меня из неволи.

Шакал тигра улталани ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех