Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑйӗнчен (тĕпĕ: хӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унашкал ҫынсене хӑйӗнчен сирме тӑрӑшатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Класс ертӳҫи ҫак ҫырса хунӑ йӗркесене вуланӑ хыҫҫӑн хӑйӗнчен хӑй вӑтанса каять, шухӑша путать.

Куҫарса пулӑш

Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/

Хӑйӗнчен мӗн ыйтнине илтес тесе кӑлӑхах тӑрӑшса, Горовиц аллине хӑлхи патне илсе пычӗ.

Горовиц поднес руку к уху, безуспешно стараясь расслышать заданный вопрос.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унӑн пӗчӗк пӳрнисем те, ҫивӗтленӗ ҫӳҫӗ те, хӑйӗнчен кӗрекен темӗнле уҫӑрах шӑршӑ та Виктора пачах та ӗлӗкхи Анишорӑна аса илтермерӗҫ.

Пи косы, заплетенные се девичьими пальцами, ни аромат свежести, исходивший от нее, — ничто не напоминало уже юноше прежней Ани-шоры.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Чӑнах та, уйрӑм вырӑнсенче артист хӑйӗнчен хушни те пулчӗ.

Правда, кое-где артист немного приукрашивал.

Улттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Вӑл хӑйӗнчен мӗн пирки ыйтнине ӑнланаймарӗ, — «ревизор» илтмеллех каларӗ Хородничану, кулма хӑтланса.

— Он не понял вопроса, — сказал ему вдогонку Хородничану, безуспешно пытаясь улыбнуться.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ӗҫе хӑвӑрт та лайӑх тусан, вӑл хӑйӗнчен ыйтнӑ хака пӗр сӑмахсӑрах тӳлеме пулнӑ.

Что касается цены, то владелец санатория не торговался, лишь бы работа была выполнена хорошо и быстро.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Халӗ тин вӑл класра ҫын пуррине курчӗ, вара хӑйӗнчен хӑй тӗлӗннӗ пек пулчӗ.

Только теперь он с удивлением обнаружил, что класс не был совсем пуст.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл пӗвӗпе лутра, хӑйӗнчен виҫӗ ҫул кӗҫӗн; ҫапах та ӑна час-часах унран, Яковран, аслӑрах тесе шутлаҫҫӗ: ҫамрӑк пулин те, вӑл хӑйне ӳссе ҫитнӗ ҫын майлах тытать, яланах тарӑн шухӑша путнӑ пек, темӗн пирки тарӑхнӑ пек ҫӳрет.

Хоть тот был такой маленький и тремя годами моложе брата, его обычно принимали за старшего: не по летам серьезный, озабоченный и постоянно нахмуренный.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Унтан Федораш васкамасӑр мелсӗррӗн хускалнинче хӑйӗнчен мӑшкӑласа кулнине сисрӗ те Стурза ун патне ҫил-тӑвӑл пек вӗҫтерсе пычӗ:

Затем, усмотрев в медлительных и неловких движениях Федораша издевку над собой, бросился к малышу:

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫакна эпӗ арӑмран хӑйӗнчен ыйтмасӑрах пӗлетӗп-ҫке-ха.

Куҫарса пулӑш

Яка Микихвер шухӑшӗ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 4–7 с.

Савали хӑй пултарулӑхне хупахра кӑтартать, эпӗ – чиркӳре, — хушса хучӗ вӑл, хӑйӗнчен хӑй йӗрӗннӗ пек кулкаласа.

Куҫарса пулӑш

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Александр атте, хӑйӗнчен килес пулсан, Пазухина тахҫанах шкултан кӑларса ярӗччӗ, анчах ӑна Чӗмпӗр шкулӗн пуҫлӑхӗ хытӑ хӳтӗлет, унпа, статски советникпе, хирӗҫме Левашов ухмах мар-ха.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Матви, хӑйӗнчен хӑй йӗрӗнсе, тӗкӗр катӑкне аяккалла ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫамрӑк учитель паҫӑр пӗр мӗскӗн хӗрарӑм мӗн каланине астурӗ те хӑйӗнчен хӑй вӑтанчӗ, хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхласа кулчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

«Тӗрмери пек, тыткӑнрисен лагерӗнчи пек пурӑнатӑп», — хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхласа шухӑшларӗ Лавр, вара, тарӑхнипе, йытта тапса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макар хӑй те костюмне тасатса-якатса тӑхӑннӑ, пушмакӗсене ҫутатнӑ, шурӑ кӗпепе, ҫӗнӗ галстукпа, пӗрмай тӑмаланса тӑран ҫӳҫне хитре тураса якатнӑ, сӑнӗ телейлӗ кулӑпа ялкӑшать, хӑйӗнчен одеколон шӑрши кӗрет.

Куҫарса пулӑш

IX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Мӗнех вара, ҫыннӑн арӑмӗпе пурӑнма вӑтанмарӑн пулсан, ун япалисенчен вӑтанни кулӑшла вара, — терӗ Лавр, хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхласа.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мотоциклпа ҫӳренине пӑхмасӑрах, вӑл хитре ҫӗлетнӗ кӑвак бостон костюмпа, кӑвак галстукпа, кӗпе ҫухави чӑлт шурӑ, пушмакӗсене сӑн курӑнмалла ҫутатнӑ; ҫара пуҫӑн, хӑйӗнчен духи шӑрши кӗрет.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Шаликов тем самантра унӑн сылтӑм аллине ҫурӑм хыҫне шатӑртаттарса пӑрса та лартрӗ, вара хӑйӗнчен чылай ҫӳллӗ ҫынна хӗр пӳлӗмӗнчен тӗртсе кӑларчӗ, унтан пӳрт алӑкне уҫрӗ те хулӗ тӳсме ҫук ыратнипе йынӑшакан ӗревӗҫе кутӗнчен тапса ывӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех