Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑйӗнчен (тĕпĕ: хӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шутла-ха, ара, эсӗ, хӑйӗнчен аслисен пуҫӗ урлӑ сикме пуҫланӑ вӗт вӑл.

Куҫарса пулӑш

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫула май Уҫӑп Павӑлпа Гурие ӗнер вулӑсра илтнӗ мыскара ҫинчен хӑйӗнчен кӑштах хушкаласа каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Уҫӑппа юлташӗсем тата Якку атте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ку Сахара ывӑлӗ хӑйӗнчен мӑшкӑлланӑ пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тилӗ ҫӗлӗкӗ Захар Петрович ывӑлӗпе тарҫи хӑйӗнчен мӑшкӑллани, килӗнчи тарҫипе аппӑшӗ, вӑл шӑнса вилтӗр тесе, хӑйне юри хапха уҫса кӗртменни, ашшӗ вилес умӗн темиҫе минут ҫеҫ ун патӗнче кӳршӗре пулни, ӑна аппӑшӗпе тарҫи пӗр-пӗринпе каварлашса вӗлерни ҫинчен ӗнентерсе калама хӑтланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Мирунпа Сергее, ашшӗ вӑрҫӑра тата тыткӑнра чухне, амӑшӗ вырма вӑхӑтӗнче хӑйӗнчен пӗр утӑм та хӑварман, ачаллах вырма та, темле тӗрлӗ ӗҫе те тума хӑнӑхтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырмара // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйӗнчен ытлашши тыррине те, ашне те пасара кайса сутнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уйра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Пин ҫав, пин, — хӑйӗнчен кулнине сисмесӗр, лӑпкӑн ҫирӗплетрӗ пепке.

Куҫарса пулӑш

Улӑхра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Лешин ҫӑварӗнче, яланхи пекех, ача чавси тӑршшӗ чикарккӑ, аллинче — хӑйӗнчен те вӑрӑм шерте.

Куҫарса пулӑш

Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӑйӗнчен пырса ыйтсан темиҫе ҫӗрпӗве каларӗ ӗнтӗ, пире уншӑн чӗнмен пулмалла терӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кун пек шутларӗ те сасартӑк хӑйӗнчен хӑй хӑраса кайрӗ каччӑ.

Куҫарса пулӑш

5. Пултран-пасар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Али-Акрама хӑйӗнчен маларах ҫитнӗ княҫсемпе мӑрсасем ҫеҫ кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак хӑйӗнчен ыйт…

Куҫарса пулӑш

16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халь эп Мамич-Бердейрен хӑйӗнчен ҫыру кӗтетӗп»…

Куҫарса пулӑш

15. Хан хайӗн талайне кӑтартать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Калама намӑс, Иливан хӗрарӑм умӗнче мар, хӑйӗнчен ҫамрӑк хӗр ача умӗнче ирӗлсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халиччен тарҫӑ ҫак усал шӑрша асӑрхасах та кайман, туйсан та туйман пек пулнӑ, халӗ Сарье сӗртӗннӗ-сӗртӗнмен хӑйӗнчен хӑй вӑтанса тӑрать: унран тӳрех лаша тарӗ шӑрши перет иккен.

Куҫарса пулӑш

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Ватӑла киле хырӑм ӳсме пуҫласран хӑратӑп, — арӑмӗ пекех хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхласа илесшӗн пулчӗ Ятламас.

Куҫарса пулӑш

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Тепӗр тесен ма ҫул ҫук? — хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ вӑл ҫийӗнчех.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аттеней хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнет: тарҫӑра ытла нумаях ӗҫлемен пулин те вӑл ку таранччен Сарри мӑрсана чӑн-чӑн хуҫа вырӑнне хурса пурӑннӑ, хисепленӗ ӑна, юрама тӑрӑшнӑ, ун сӑмахӗнчен нихҫан та тухман; халь чун туртмасть ак, калаҫас та килмест унпа.

Куҫарса пулӑш

2. Мӑрсан хӑлхи питӗрӗннӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ирхине вӑл, кутник сакки ҫинче выртаканскер, куҫне уҫрӗ те хӑйӗнчен хӑй вӑтанса кайрӗ, килтисене курӑнас мар тесе ҫири чапанӗпе пуҫ ҫинчен витӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна, хӑйсем ӳстернӗ ывӑла, мана парса хӑвармаҫҫӗ ӗнтӗ, — хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнсе пит лӑпкӑн пуплерӗ Эрнепи.

Куҫарса пулӑш

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех