Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хӑйӗнчен (тĕпĕ: хӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫав асаилӳсене Ӑраман ним улӑштармасӑр, салтак кутамкки пекех, хӑйӗнчен ниҫта та хӑвармасӑр ҫирӗм пилӗк ҫул асӗнче ҫакса ҫӳрерӗ мар-и?

Куҫарса пулӑш

Шӑркалчӑсем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 36–45 с.

Яштака пӳ-силлӗ, хӑйӗнчен ҫаплах шыв ҫинелле ахах-мерчен ҫутӑ тӑкӑнать.

Куҫарса пулӑш

3 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ҫак ача амӑшӗ те, куракансен пысӑк пайӗ те, чи малтанах, юрӑ-ташӑпа киленес тесе мар, хӑйӗнчен кӑштах та пулин пулӑшу пултӑр тесе пуҫтарӑннӑ, паллах.

Куҫарса пулӑш

«Чӑмӑртан, манӑн халӑх» // Николай ФЕДОРОВ. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d1%87a%d0% ... bba%d1%85/

Антон шухӑшӗпе Ҫӗр-Аннерен хӑйӗнчен пулӑшу ыйтмалла.

Куҫарса пулӑш

Чул вӑрттӑнлӑхӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Кун пек шухӑшсем ача пуҫне нихҫан та кӗрсе курман та Ванюк хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнсе выртать.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑйӗнчен тутлӑ шӑршӑ килет.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хӑйӗнчен хӑй вӑтанса кайнӑ каччӑ сиксе тӑрать те хӗре ҫӗклесе илет, ура ҫине тӑратать.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗк // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Каламасӑрах паллӑ, вӑл ӳсӗрме тытӑнатчӗ, унтан вилнӗ пек пулса хӑратма та хатӗрччӗ-тӗр — камӑн хӑйӗнчен култарас килтӗр.

— Она бы ужасно раскашлялась и сделала вид, что умирает, лишь бы не показаться смешной.

XX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӑл тӗпленсе пурӑнакан планета хӑйӗнчен кӑшт ҫеҫ пысӑкрах пулнӑ, тата вӑл, пӗчченскер, ҫав тери кампа та пулин туслашма ӗмӗтленнӗ…»

Он жил на планете, которая была чуть побольше его самого, и ему очень не хватало друга…».

IV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Мӗне кирлӗ ку? — хӑйӗнчен хӑй каллех ыйтрӗ Завьялов.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Мӗн тума килтӗм-ха эп ун хыҫҫӑн? — хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ Завьялов.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл хӑйӗнчен ыйтнине илтмен пекех пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов площаде пӑхса ҫаврӑнчӗ те хӑйӗнчен инҫетре те мар ларакан виҫӗ хутла сарӑ ҫурт ҫинче «КПСС Тайгинск хула комитечӗ» текен вывеска курчӗ.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

«Мӗн тума итлетӗп-ха эп ӑна? — хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ Завьялов.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Анчах та эп сире ӑнлантарса патӑм вӗт-ха, пӗтӗм ӗҫ унӑн характерӗнче, вӑл ача пекех час кӳреннинче! — кӑшкӑрнӑ пекех каларӗ те Виктор, Завьялова пӗр самантлӑха ҫак йӗкӗт хӑйӗнчен мӗн ыйтнине чӑнахах та ӑнланман пек туйӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл Виктора пӗрремӗш хут курнӑ пек пулать те хӑйӗнчен хӑй ыйтать: мӗнлерех ҫын вӑл, ҫак йӗкӗт?

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мӗн тума? — хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ Завьялов, кавирпа витнӗ хыҫалти вырӑн ҫинче Прохоровӑпа юнашар ларса.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов телефонпа шӑнкӑравламасӑрах килчӗ; нимӗнле хыпар та ҫук пулсан, ун ҫинчен вӑл Прохоровӑран хӑйӗнчен илтесшӗн.

Куҫарса пулӑш

8. Нимӗн те паллӑ мар // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах эсӗ мӗншӗн нимӗн те каламастӑн? — хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ Завьялов.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑйне Завьялов халь ҫеҫ каласа панинче Симонюк хӑй курайман япалана — «тӑпӑлтатнине», Завьялов хӑйӗнчен никам та ыйтман ӗҫ тунине, ӑнланмалла мар туртӑм — пӑлханас, асапланас килекен туйӑм пуррине ҫеҫ курчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех