Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Хулари (тĕпĕ: хула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2015 ҫулхи тишкерӳ хулари ҫынсем ялтисенчен лайӑхрах апатланнине кӑтартать.

Обследования в 2015 году показало, что жители города лучше питаются, чем сельские.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ку кӑтарту хулари арҫынсен вилеслӗхӗнчен 1,4 хут пысӑкрах.

По этим показателям смертность на 1,4 раза выше, чем у городских.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Хулари хӑш-пӗр шкулсенче 2 сменӑпа ӗҫлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Шӑпах ҫакӑнтан пуҫланнӑ та хулари ача ҫурчӗн историйӗ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Хулари хӑшпӗр шкулта иккӗмӗш смена та пур.

Куҫарса пулӑш

Ачасем пахалăхлă пĕлÿ илме пултарччăр // И.НИКОЛАЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Шӑнкӑравлакансен хулара конькипе ӑҫта ярӑнма май пурри, коньки ӑҫта вӑхӑтлӑх илме май килни, утренниксемпе фестивальсем, хулари тата республикӑри учрежденисенче иртекен уявсем пирки йӑлт уҫӑмлатма май пур.

Позвонившим выдадут справку о местах, где можно покататься на коньках, где их можно взять на прокат, где проходят утренники и фестивали, более подробную информацию о городских и республиканских новогодних праздниках.

Пӗрлехи юмах служби ӗҫлет // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/10855.html

Жюри ӑмӑртӑва хутшӑннӑ кашни пикен илӗртӳлӗх тӗшшине асӑрхарӗ пулин те пур енӗпе те «мӗнлерех!» тесе хакламаллине палӑртрӗ-палӑртрех: ҫӗнтерӳҫӗ Наталья Юдина, тӗп хулари 23-мӗш шкул директорӗн воспитани енӗпе ӗҫлекен заместителӗ, пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑслӑ, илӗртӳллӗ // Хыпар. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Вӗренӳ пайӗнче тӑрӑшакансем кашни кӗҫнерникун ӗҫ хыҫҫӑн хулари физкультурӑпа спорт керменне ҫул тытаҫҫӗ.

Сотрудники отдела образования каждый четверг после работы держат путь в городской дворец физкультуры и спорта.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ҫӗмӗрлере пурӑнакан инвалидсем куҫ чирӗсенчен хальччен хулари стационарта выртса сипленнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӗп хулари ҫулсем ҫинче ирӗлтернӗ асфальтпа бетонпа усӑ курса 2,6 пин тӑваткал метр ҫинче шӑтӑк-путӑка юсанӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул-йӗр юсакансем канмасӑр юсаҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11762.html

ЧР Пуҫлӑхӗпе Михаил Игнатьевпа тӗл пулас умӗн Дмитрий Медведев тӗп хулари халӑха ӗҫпе тивӗҫтерекен центрта пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ыттисем тӗрлӗ хулари хоккей клубӗсенчен.

Остальные из разных городских хоккейных клубов.

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

2014 ҫулта Чӑваш Республикинчи хулари 6 шкул Раҫҫейри чи лайӑх 500 шкул шутне кӗнӗ /Шупашкарти 3-мӗшпе 4-мӗш лицейсем; 1-мӗш, 4-мӗшпе 5-мӗш гимназисем; Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази/, тата 5 шкул /Элӗкри Иван Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫри 1-мӗш шкул, Патӑрьелӗнчи 1-мӗш шкул, Вӑрмарти Герман Егоров ячӗллӗ шкул тата Вӑрнарти 2-мӗш шкул/ Раҫҫейри ял ҫӗрӗнчи чи лайӑх 200 шкул йышне кӗнӗ.

В число 500 лучших школ России 2014 года вошли 6 городских школ Чувашской Республики (чебоксарские лицеи № 3 и 4; гимназии № 1, 4 и 5; новочебоксарская гимназия № 6), еще 5 школ (Аликовская школа им. Ивана Яковлева, Ибресинская школа № 1, Батыревская школа № 1, Урмарская школа им. Германа Егорова и Вурнарская школа № 2) вошли в список 200 лучших сельских школ России.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Иккӗмӗшсем - тӗп хулари 41-мӗш шкул патриочӗсем.

Вторые - патриоты 41-ой школы столицы.

Пур çавăн пек професси: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси // Ирина АНИСИМОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулсен, Ача-пӑча полици академийӗнче вӗренекенсен вунвиҫӗ команди тӗп хулари Ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче тӗрлӗ енлӗ ӑмӑртура хӑйсен вӑйне, ӑсне кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пур çавăн пек професси: Тăван çĕршыва хÿтĕлесси // Ирина АНИСИМОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех