Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ходчсон (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акӑ, сӑмахран, ку вӑл Бьюмонт Катерина Васильевнӑна хӑй патне пынӑшӑн «питӗ тав тунӑ» хыҫҫӑн эрнерен, вӗсем паллашнӑранпа икӗ уйӑх иртсен пулчӗ; завода ӗнтӗ сутрӗҫ, мистер Лотер тепӗр кунне киле кайма хатӗрленетчӗ (вӑл, чӑнах та, кайрӗ; вӑл кунта мӗнле те пулин катастрофа туса хурасса ан кӗтӗр; вӑл ытти пур негоциантсем пекех коммерци ӗҫне турӗ, Бьюмонта, кӗтнӗ пекех фирма ӑна, пин кӗренке шалу парса, управляющий пулса ӗҫлеме хушни ҫинчен пӗлтерчӗ, урӑх вара ним те тумарӗ: хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха, коммерципе ҫыхӑнман ӗҫе мӗн сӗкӗнмелле-ха унӑн), акционерсен, ҫав шутрах Полозовӑн та, ыранах укҫа илмеллеччӗ (кунта та катастрофа таврашӗ ан кӗтӗр: (Ходчсон, Лотер тата К° фирми пуян вӑл) — ҫуррине таса укҫан, ҫуррине — виҫӗ уйӑха пыракан вексельсемпе.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ашшӗ вилсен, фирма Петербургпа ҫыхӑннине пӗлсе, Лондонри Ходчсон, Лютер тата К° фирмин Нью-Йоркри конторне куҫнӑ, унта хӑйне лайӑх енчен кӑтартсан вара, Российӑна эпӗ хам тӑван ҫӗршыва пӗлнӗ пекех пӗлетӗп тесе, хӑйне унта яма ыйтнӑ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Туянаканӑн визит карточкисем ҫине Charles Beamont тесе ҫырнӑ пулнӑ, анчах, пӗлменнисем вуласа кӑларнӑ пек, ӑна Шарль Бомон мар, Чарльз Бьюмонт тесе чӗннӗ; ҫапла чӗнмелли вара курӑнсах тӑнӑ: вӑл Лондонри Ходчсон, Лотер тата К° фирмин выльӑх ӑш-ҫӑвӗпе стеарин туянса ҫӳрекен агенчӗ пулнӑ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Страницăсем:
- 1