Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Халӑхра (тĕпĕ: халӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Иртнӗ куншӑн халӑхра тунсӑх пур пулсан — ку йӗркеллӗ япала мар.

Куҫарса пулӑш

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Ҫав вӑхӑта халӑхра «Виҫӗ Сӑпас – виҫӗ запас» теҫҫӗ, Пыл сӑпасне – августӑн 14-мӗшӗнче, панулми сӑпасӗ — августӑн 19-мӗшӗнче, уйӑх вӗҫӗнче, 29-мӗш числара — Мӑйӑр сӑпасӗ тесе палӑртаҫҫӗ.

В народе про это время говорят «Три Спаса – три запаса» и отмечают Медовый Спас – 14 августа, Яблочный Спас – 19 августа, а в самом конце месяца, 29-го числа – Ореховый Спас.

Августри виҫӗ Сӑпас // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/y-la-y-rke/2 ... as-3390360

Халӑхра авалах «Ватта сума сӑвакан — хӑй те сумлӑ пулакан» тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Пархатарлӑ та сӑваплӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/06/13/%d0%bf%d0%b ... %ab%d3%97/

Ырӑ йывӑҫ йӳҫӗ ҫимӗҫ кӳмест теҫҫӗ халӑхра.

Куҫарса пулӑш

Йӳҫӗ ҫырла // Любовь Федорова. Любовь Фёдорова. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 28 с.

Ырӑ ҫын тӑванран та ырӑ тесе халӑхра ҫакӑн пек чухне каланӑ пуль ӗнтӗ ӑна.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Юлташӗ фронтра пуҫне хурсан унӑн еткерлӗхне упраса хӑварассишӗн тата ун ят-сумне халӑхра сарассишӗн Аслан питӗ ҫине тӑнӑ, сӑввисемпе фронтран янӑ ҫырӑвӗсене пухнӑ, статьясем пичетлесе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

«Медалӗн тепӗр енӗ те пур», – теҫҫӗ халӑхра.

Куҫарса пулӑш

Ҫул хӗррисене йӗркене кӗртеҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-0hZzpQstDg

«Ӗҫ – пурнӑҫ илемӗ» теҫҫӗ халӑхра.

Куҫарса пулӑш

Вӗренӳ тытӑмӗнчи чи ӑста педагогсене чысларӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=ImqRl4Oe5sw

«Хаклӑ тавар хакне кӑларать», — тесе халӑхра ахаль каламан ҫав.

Куҫарса пулӑш

Антальйӑри кану // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/lib/haylav/7887.html

«Пур — пӗрле, ҫук — ҫурмалла» теҫҫӗ-ҫке халӑхра.

Куҫарса пулӑш

Пур – пӗрле, ҫук – ҫурмалла // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/19/%d0%bf%d1%8 ... %bb%d0%b0/

«Ӗмӗр ӗмӗрлесси уй урлӑ каҫасси мар», теҫҫӗ халӑхра.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшаҫҫӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b9%d1%8 ... %ab%d2%ab/

Интереслӗ сӑмахсем пур халӑхра, ҫавӑн ҫинчен…

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Хӑй вӑхӑтӗнче Ашмарин кашни чӑваш ялнех ҫитме пултарайман, ҫавна май унӑн словарьне кӗмесӗр юлнӑ сӑмах халӑхра сахалах мар-тӑр.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫулсерен пулакан конкурсӑн тӗллевӗ: наци литературин паха тӗслӗхӗсене тупса палӑртасси, вӗсене халӑхра сарасси, ҫамрӑк ӑрӑва нумайрах вулама илентересси.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

«Шкулпа ача сачӗ пулсан ял пӗтмест» теҫҫӗ халӑхра.

Куҫарса пулӑш

Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023

Сыхланакана Турӑ сыхлать теҫҫӗ халӑхра.

Куҫарса пулӑш

Шар курнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61067

«Инкек куҫа курӑнса килмест», – теҫҫӗ халӑхра.

Куҫарса пулӑш

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Эмиграци вӑхӑтӗнчи сӑввисенче Огарев патша тытӑмне хирӗҫ татӑклӑ кӗрешӗве тухма чӗннӗ, революцин тӗп вӑйӗ халӑхра пулнине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Н.П.Огарев // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 87 с.

Нацилле музыка театрӗ ӗҫлеме пуҫлани хамӑрӑн авалтан музыкӑллӑ пулнӑ халӑх культурӑпа эстетика енӗпе мӗн тери ӳснине нимрен те ытларах кӑтартса парать, ҫавӑнпа пӗрлех халӑха ҫывӑх совет искусстви ҫинчен, халӑхра ҫыравҫӑсемпе художниксем вӗрентсе ҫитӗнтересси ҫинчен, нацилле искусствӑна аталантарас ӗҫре социализмлӑ идейӑсем хӑватлӑ пулни ҫинчен аслӑ Ленин каласа хӑварнисем пирӗн вӑхӑтра ытларах та ытларах пурнӑҫа кӗрсе пынине ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

3. Театр тата куракан // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

«Пӗрлӗхре – вӑй», – теҫҫӗ халӑхра.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех