Шырав
Шырав ĕçĕ:
Финикийӑра (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
10. Хамӑр пуҫарнипе Азие кайса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, — кӗтмен ҫӗртен турӑсем пулӑшнипе тата хамӑрӑн вӑя кура ҫав ҫулҫӳрев, хамӑр шутланӑ пекех, телейлӗн вӗҫленнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ, — эпир Келе-Сирипе Финикийӑра пурӑнакан халӑхсене кӑрал вӑйӗпе мар, хӗрхенсе те чун-чӗререн юратса тытса тӑма шухӑшларӑмӑр.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Патша вара пулни-иртнине ҫырса пыракана Рафима, Веелтефма, Самеллий ҫыруҫӑна тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсене — Самарире, Сирире, Финикийӑра пурӑнакансене — ҫапла хуравласа ҫырса янӑ: 26. «ман патӑма янӑ сирӗн ҫырӑва вуласа тухрӑм та тӗрӗслеме хушрӑм; вара ҫакӑ паллӑ пулчӗ: ку хула авалтанпах патшасене хирӗҫ тӑрать, 27. ҫыннисем те кусем унта пӑлхавпа вӑрҫӑ ҫӗклесех тӑраҫҫӗ, Иерусалимра вӑйлӑ та хӑватлӑ патшасем те пулнӑ, вӗсем Келе-Сирие, Финикийӑна хӑйсен аллинче тытса тӑнӑ, вӗсенчен хырҫӑ пуҫтарнӑ. 28-29. Патшасене ан канӑҫлантарччӑр тесе, урӑх нимӗн те ан туччӑр, вӗсен усал шухӑшлӑ ӗҫӗ-тӗллевӗ ӑнӑҫуллӑ ан пултӑр тесе, халӗ эпӗ ҫав хулана юсакансене чарса лартма, вӗсене сӑнасах тӑма хушрӑм».
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Перси патшинче Артаксеркс ларнӑ вӑхӑтра Вилем, Мифридат, Тавеллий, Рафим, Веелтефм, Самеллий ҫыруҫӑ тата вӗсемпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем, Самарире тата ытти вырӑнта пурӑннӑскерсем, патша патне ҫакӑн пек ҫыру ҫырнӑ: 17. «Артаксеркс патшана, хуҫамӑра — санӑн чурусем: пулни-иртнине ҫырса пыракан Рафимпа Самеллий ҫыруҫӑ, вӗсен канашӗнчи ытти ҫынсем, Келе-Сирипе Финикийӑра тӑракан тӳресем. 18. Патша хуҫамӑр паянтан пӗлсе тӑтӑрччӗ: сирӗн патӑртан пирӗн пата тухса килнӗ иудейсем Иерусалима, ҫак ҫылӑхлӑ та ултавлӑ хулана, ҫитсессӗн унти урам тӑваткӑлӗсене тирпейлеме тытӑнчӗҫ, хӳмине хӑпартаҫҫӗ, Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хываҫҫӗ. 19. Ҫапла ӗнтӗ, ҫак хулана туса лартсассӑн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, вӗсем хырҫӑ тӳлеме те килӗшмӗҫ, ун пек ҫеҫ мар-ха, патшасене те хирӗҫ тӑрӗҫ. 20. Ӗнтӗ Турӑ Ҫуртне тума тытӑнчӗҫ те, эпир ҫакӑн ҫинчен шарламасӑр тӑрар мар терӗмӗр, 21. патша хуҫамӑра тата ҫакна та пӗлтересшӗн: эсӗ аҫусенӗн кӗнекисене пӑхса илме кӑмӑл тумӑн-ши?
2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1