Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Унран (тĕпĕ: ун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мусульмансен килӗнче яланах аслӑ арӑм хуҫа пулмалла, ытти арӑмсем упӑшкипе ун урлӑ калаҫаҫҫӗ, мӗн те пулин кирлӗ пулсан унран ирӗк ыйтса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хан Ибрагим бакши Бахчэ-Сарайра курни-илтни пирки кремльте каласа кӑтартнипе ҫырлахмарӗ, унран татах та татах ҫӗнӗ япаласем ыйтса пӗлчӗ, халиччен каланине ҫӗнӗрен тӗпчерӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иртнӗ хутӗнче, бакши чылайччен Мускавра пурӑннӑ хыҫҫӑн, хан унран кулса та илнӗччӗ: тупата турӑшӑн, эсӗ хӑвӑн арӑмусем пирки Мускаври ӗҫсене пӗлнӗ чухлӗ пӗлместӗн, манӑн хаклӑ тусӑм, тенӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Пуҫа килсен — пушмак // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах те пӑрӑнмалла унран, те ним хӑрамасӑр хирӗҫ утмалла.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кам пӗлет авланса курман ҫынна тет Нухрат, каччӑ чухне вӗсем пурте кунӗ те нисӗплӗ, йӑл-йӑл кулкаласа кӑна тӑраҫҫӗ, кайран пӑхатӑн та — унран тискер этем те ҫук.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑл мӗнле хыпарпа таврӑнни ахалех паллӑччӗ ӗнтӗ, анчах кинӗ ыйтрӗ-ыйтрех унран: — Нимӗн те пӗлеймерӗн пулӗ ҫав, пӑятам? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Нухрат // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Урасметпа Ятламас вырӑсла калаҫнинчен нимех те ӑнланса юлаймарӗҫ ҫамрӑксем, ҫапах та мешок! сӑмаха каланӑран хаким унран мӗн ыйтнине кӑшт чухласа илме пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2. Хура юпа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс, мучи, пухӑва каймасни вара? — ыйтрӗ унран ҫамрӑксенчен хӑюллӑраххи.

Куҫарса пулӑш

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак сӑмах тухайсан кӑмӑлтан — Кирлӗ мар пуль унран вӑтанма!

Куҫарса пулӑш

Ан хӑра эс мана юратма // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 36 с.

Унран халь ахӑлтатса кулаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Парти райкомӗнче унран тӗлӗнсе кайрӗҫ…

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Унран тӑтӑшах эрех шӑрши кӗрсе ҫӳретчӗ…

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Мӗнле тӗлӗк куртӑн? — кула-кула ыйтать унран пӗри.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Ҫавӑнпа та унран хӑратӑн та.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Хӑрамалла мар унран: ҫӳремелли йӗркене те пӗлет, мотоцикла ҫулӑн сылтӑм енӗпе тытса пырать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Мӗн тӗлӗнмелли пур унран?

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Хӗр унран кулни пуриншӗн те паллӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑмахпа кӑмӑл // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 85–87 с.

Тӗлӗнмелле унран, йывӑҫсене папка кӑларсан ҫеҫ мар, ҫулҫисем сарӑлсан та куҫара-куҫара лартать.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Пӗрремӗш хут куҫ умӗнчех ывӑлӗ мӑшкӑлларӗ унран, каҫару пулмасть.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

— Рожа тес те, ара унран сыхланмалли прививка тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хавшак вырӑн // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 41–45 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех