Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Уйӑрлас (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хура халӑх — тӗп тымар Асаттесен йӑлинчен — Уйӑрлас ҫук тӗнӗнчен.

Куҫарса пулӑш

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Невушлӗ пӗр-пӗринчен уйӑрлас умӗн каланӑ чӗрери сӑмахсем, пӗлтерӗшӗсене ҫухатса, ҫӳп-ҫап ҫурхи пӑтранчӑк шывпа шав-шав юхса кайнӑ пек, часах манӑҫа тухрӗҫ?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Ҫамрӑксем пӗр пӗринпе уйӑрлас умӗн мӑшӑрланма тӑрӑшаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӗр тусӗ // Николай Степанов. «Сунтал», 1939, 8№, 23 с.

Курать вӑл Григорий Степанран хӑраманнине, сисет Григорий ахаллӗнех уйӑрлас ҫуккине: хӑйӗн ӑс-пуҫӗпе, апла-капла ан пултӑрччӗ, тесе шутласа, хӑйӗн сисӗм-туртӑмӗсене хирӗҫ пӗтӗм вӑйран кӗрешет, анчах та ҫав вӑхӑтрах праҫниксенче тата ахаль кунсенче те, хӑйне хӑй улталасах, авантарах тумланма пуҫланине, Григорипе тӑтӑшрах тӗл пулма тарӑшнине сисет.

Она видела, что он не боится Степана, нутром чуяла, что так он от нее не отступится, и, разумом не желая этого, сопротивляясь всеми силами, замечала за собой, что по праздникам и в будни стала тщательней наряжаться, обманывая себя, норовила почаще попадаться ему на глаза.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Уйӑрлас умӗн унран эпӗ, хай, тахҫан ненецсен стойбищине кайса «Св. Мария» шхуни ҫыннисем ҫинчен юлнӑ юмах-сӑмахсене пӗлмест-и, тесе ыйтрӑм.

Прощаясь, я спросил о его давней поездке в ненецкие стойбища, где якобы должны были храниться какие-то предания о людях со шхуны «Св. Мария».

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Уйӑрлас умӗн ашшӗ Катьӑна ҫӳле-ҫӳле ывӑтса янӑ та хӑйӗн ҫепӗҫ аллисемпе, пысӑк аллисемпе тытса илнӗ.

и он на прощание высоко подкинул Катьку и поймал своими добрыми большими руками.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑт, ачам, ҫав пуҫ касакансем пире шӑлтах йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ-ҫке, халь ӗнтӗ вӗсем, мухтав турра, кӑштах лӑпланнӑ темелле, анчах ӗлӗкрех крепоҫ картинчен ҫӗр утӑма та пулин уйӑрлас пулсан, сана пӗр-пӗр эсрелӗ сыхласах ларать: кӑшт асӑрханмасан, кӗтсех тӑр вара — е пӑяв ывӑтса мӑйӑйтан пӑваҫҫӗ, е ӗнсӳне пульӑ туянӑн.

— Вот, батюшка, надоели нам эти головорезы; нынче, слава богу, смирнее; а бывало, на сто шагов отойдешь за вал, уже где-нибудь косматый дьявол сидит и караулит: чуть зазевался, того и гляди — либо аркан на шее, либо пуля в затылке.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех