Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Анчах сире хӑвӑр Туррӑртан йӗркесӗр ӗҫӗрсем уйӑрттарса янӑ, ҫылӑхӑрсене пула, сире илтес мар тесе, Вӑл Хӑйӗн сӑнне сирӗнтен пытарнӑ, 3. мӗншӗн тесессӗн сирӗн аллӑр юнпа, сирӗн пӳрнӗрсем йӗркесӗр ӗҫсемпе ирсӗрленнӗ; сирӗн тута-ҫӑварӑр суя суять, сирӗн чӗлхӗр тӗрӗсмарлӑх калать.
Ис 59 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иордан тӗпӗнчен илнӗ вуникӗ чула Иисус Галгал хулинче купаласа лартнӑ, 21. вара Израиль ывӑлӗсене каланӑ: ӳлӗм сирӗн ывӑлӑрсем хӑйсенӗн ашшӗсенчен: «Ку чулсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?» тесе ыйтсассӑн, 22. ывӑлӑрсене ҫапла калӑр: «Израиль ҫак Иордан урлӑ типӗ ҫӗртен каҫнӑ» тейӗр: 23-24. сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр эпир ӗлӗк Хӗрлӗ тинӗс урлӑ каҫса кайиччен ӑна типӗ тӑратнӑ пек, [сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр] ҫак Иордана та эпир ун урлӑ каҫса кайиччен типӗ тӑратрӗ, ҫакна Вӑл Ҫӳлхуҫа алли хӑватлине ҫӗр ҫинчи пӗтӗм халӑх пӗлсе ҫиттӗр, сирӗн хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр хӑраса пурӑнмалла пултӑр тесе тунӑ, тенӗ.
Нав 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Унтан Моисей вӗсене халалласа каланӑ: ҫичӗ ҫул иртсессӗн, парӑмсене каҫарнӑ ҫул, хӳшӗ уявӗнче, 11. [Ҫӳлхуҫа Хӑй] суйласа илнӗ вырӑна пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умне тӑма пухӑнсассӑн, ҫак саккуна пӗтӗм Израиль умӗнче сасӑпа вуласа пар; 12. халӑха пух, арҫынсемпе хӗрарӑмсене те, ачасене те, санӑн килӳ-ҫуртунта пурӑнакан ютран килнӗ ҫынсене те пуҫтар: итлеччӗр вӗсем, вӗренччӗр, сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан хӑраса тӑччӑр, ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫлама тӑрӑшчӑр; 13. вара вӗсенӗн ҫакна пӗлмен ывӑлӗсем те сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ҫинчен илтӗҫ те эсир хӑвӑр аллӑра илме Иордан урлӑ каҫакан ҫӗр ҫинче пурӑннӑ хушӑра сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑртан ӗмӗр тӑршшӗпех хӑраса тӑма вӗренӗҫ, тенӗ.
Аст 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1