Шырав
Шырав ĕçĕ:
Темӗнле хӑрушӑ ҫумӑр илсе килекен хура пӗлӗт ҫинчен, куккук мӗнле куккуклатни тата чунпа ирӗкре те, хӑйсем, турккӑ султанӗн тыткӑнӗнче пурӑнакан ҫамрӑк казаксем ҫинчен, анлӑ Днепр мӗнле кӗрлени ҫинчен.
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Ватӑ хӑтине курсан, Пантелей Прокофьевичӑн урисем лӑнчӑрах кайрӗҫ: Гришака мучин йӳле янӑ кӗрӗкӗ айӗнчен турккӑ вӑрҫишӗн панӑ мӗнпур хӗресӗсемпе регалийӗсем курӑнаҫҫӗ, авалхи мундирӑн тӑратмалла ҫӗленӗ ҫухи ҫумӗнче хӗрлӗ петлицӑсем хӗмленсе ҫуталаҫҫӗ, пӗҫҫисем тӗлӗнче ватӑ ҫыннӑнни пек усӑнса тӑракан лампаслӑ шӑлаварӗн вӗҫӗсене типтерлӗн шурӑ чӑлха ӑшне ҫавӑрса чикнӗ, пуҫӗнчи кокардӑллӑ карттусне ӑвӑс тӗслӗ пысӑк хӑлхи таран антарса лартнӑ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тепӗр кунне турккӑ таврӑннӑ, шинеле илсе килнӗ.
Ашшӗ шинелӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Кӑшкӑрнӑ ҫеҫ, пӳртрен хайхи ҫамрӑк турккӑ хӗрарӑмӗ чупса тухнӑ та вӑл та — салтак патне.Только воскликнул, а из дома выбегает молодая турчанка и тоже к солдату.
Патаксем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Турккӑ карчӑкӗ каялла чупнӑ.
Патаксем // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
— Вунӑ турккӑ! — хавасланнӑ Суворов, Дындинӑн паттӑрлӑхӗ ҫинчен пӗлсен.— Десять турок! — восхищался Суворов, узнав о подвиге Дындина.
Раҫҫей салтакӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Пӑхаҫҫӗ — Рымник юхан шывӗн ҫыранӗ ҫинче вунӑ турккӑ выртаҫҫӗ, вӗсем хушшинче Раҫҫей салтакӗ.Смотрят — на берегу реки Рымник десять турок валяются и среди них российский солдат.
Раҫҫей салтакӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Турккӑ Дындин патне пынӑ, кукӑр хӗҫӗпе мӑйран касма ҫеҫ тӑнӑ, Дындин тӑшмана урипе хырӑмран тапса сирпӗтнӗ.
Раҫҫей салтакӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Турккӑ хӑйӗн юлташӗсене чарӑнма чӗннӗ.
Раҫҫей салтакӗ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Визирь турккӑ салтакӗсем ҫине хӑйсен тупписенченех пеме хушнӑ.Приказал тогда визирь стрелять по турецким солдатам из собственных пушек.
Аслӑ визирь // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
— Турккӑ юлашки!.. — ҫавӑнтах лаплаттарса хучӗ Озерова.
XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах даннӑйсен йышӗ пӗчӗк пулнине кура (лайӑх пахалӑх валли 1 миллиона яхӑн мӑшӑр кирлӗ) вӗсем ҫавӑн пекех пирӗн чӑваш чӗлхин тӑван ҫыхӑнӑвӗсемпе — азербайджан, пушкӑрт, тутар, казах, киргиз, турккӑ тата узбек чӗлхисенчи тӗслӗхсемпе — усӑ курнӑ.
Яндекс чӑваш чӗлхине Яндекс.Тӑлмача кӗртес ӗҫ епле пулса пыни пирки каласа панӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/24358.html
Турккӑ вӑрҫи мӗн пӗтичченех пурӑнтӑм, вилӗм хулпуҫҫи урлӑ ҫакса янӑ хутаҫ пекех ҫакӑнса ҫӳрерӗ, пӗр ҫав кӗлле пӗлнӗ пиркиех вилмесӗр юлтӑм.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Турккӑ вӑрҫинче халӑха епле вакланӑ, ку вӑрҫӑра та ҫавах ваклаҫҫӗ, — такам ҫине ҫилленсе, персе ячӗ Томилин.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Ку вӑрҫӑ турккӑ вӑрҫи пек пулмасть пулӗ?
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Хваттер хуҫи — ӗнтӗркесе ҫитнӗ ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ старик, турккӑ вӑрҫинче пулнӑскер, — вӗсемпе халаплама пуҫларӗ.Хозяин — высокий дряхлый дед, участник турецкой войны — завел с ними разговор.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Турккӑ вӑрҫи умӗн те ӳхӗ ҫакнашкал ӳхӗрчӗ…
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Астӑвать вӑл ашшӗ ӑна вырӑспа турккӑ вӑрҫинче пулнӑ, халӗ отставкӑна тухнӑ генерал Листницкий ҫинчен каласа панисене.Он помнил рассказы отца об отставном генерале Листницком — герое Русско-турецкой войны.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӗр юнах, турккӑ юнӗпе ҫӗнетсе йӳҫӗтнӗ юн, юхать вӗсен ӳт-пӗвӗ тӑрӑх, ҫавӑнпа та вӗсене ҫак самантра ниепле те пӗр-пӗринчен уйӑрса илеймӗн.Одна, сдобренная турецкой примесью, текла в них кровь, и до чуднóго были они схожи в этот момент.
10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Турккӑ майорне чӗрӗллех тыткӑна лектертӗм.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.