Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Темрен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вожатӑй ӗҫ хушни вӗсемшӗн темрен те хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Темрен сехӗрленчӗ-и?

Куҫарса пулӑш

1 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Ҫимун, Ҫимун! — терӗ вӑл, темрен хӑранипе хашкама чарӑнаймасӑр.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ пӗрер япӑх ӗҫ турӑн-им, Ҫимун? — темрен хӑраса, шӑппӑнрах ыйтрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пурпӗрех ҫенӗке чӗнсе тухрӗ ӑна Петрук, хӑй темрен хӑранӑ пек чӗтрет.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗлӗнсе пӑхрӗ ун ҫине темрен хӑранӑ Кулюкка.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Халӗ те темрен хӑраса пурӑнатӑп, Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫимун, темрен хӑранӑн, чарӑнса тӑчӗ: «Мӗнле хӗрарӑм, ара ку? Мӗн кирлӗ ӑна?» — тесе, тӑкӑрлӑкалла пӑхрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫапла кӑна шухӑшлама ӗлкӗрнӗччӗ вӑл — темрен такӑнса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эсӗ ху темрен хӑратӑн пулас?

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ку маншӑн темрен те хаклӑ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Акӑ вара ҫӑл патӗнче сӑмаха ҫаптарса тӑракан хӗрарӑмсем Анука курсанах темрен хӑранӑн хӑвӑрт саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тӗнче курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн тӑван кил темрен те паха пек туйӑнчӗ, амӑшӗнчен ҫывӑх ҫын урӑх ҫуккине пӗрремӗш хут туйса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Чипер пынӑ ҫӗртех лаша темрен хӑраса хӑрт-харт туса илчӗ те, ҫулран пӑрӑнса, ҫырма тӑрӑх тӑвалла вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Халӗ ав, амӑшӗпе асламӑшӗн савӑнӑҫӗ темрен те пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Иван Сидорович, Архипов мӑн каланипе тӗлӗнсе, ура ҫине сиксе тӑчӗ те темрен хӑранӑн пӳлӗмрен хыпаланса тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пакур темрен ҫакланчӗ.

Куҫарса пулӑш

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн хӑварать мӗншӗн тесен, Раманшӑн пулсан, хурӑн вӑрри сапӑннӑ Анюта ҫӳҫӗ темрен те илемлӗ, темрен те тутлӑ шӑршлӑ халь…

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑйне тата мари вӑрманӗнчи Суслонгер ҫар лагерӗнче хатӗрленӳ урлӑ иртнӗ ытти рекрутсене темрен хытӑ шухӑшлаттаракан ыйтӑва арӑмӗ ҫапла тӳррӗн пани Ванюша ним калама аптраттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗрӗ шыв темрен те хӑватлӑрах пек.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех