Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Темрен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Темрен сехӗрленнӗ пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Каҫхине хунар йӑтса витесене кӗре-кӗре тухасси, ӑна-кӑна тӗрӗслесси, астуса тӑрасси уншӑн халӗ темрен те хаваслӑрах пек сисӗнет.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пурнӑҫра кашни минут темрен те хаклине тепӗр хут, татах тепӗр хут систерет.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Темрен килет ҫакӑ — те хамӑртанах, те ҫӳлти вӑйсенчен, кӑна татса калама хӗн.

Куҫарса пулӑш

Кукаҫи тӗрӗ тӗрлет… // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d1%82/

Ашшӗ вара сӑрӑ куҫӗсене темрен тӗлӗннӗ пек чарса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Темрен тем пулсан, вӑл арчана уҫса пӑхма та ӑша тытас ҫук…

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Пурнӑҫ илемӗ вӑл, хӑвӑрах пӗлетӗр, темрен те килет.

Куҫарса пулӑш

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

— Пӗр ӗҫрех, пӗр ыйту пиркиех тӗрлӗ ҫын тӗрлӗрен шухӑшласси кашни ҫыннӑн психологийӗ расна пулнинчен те, пӗри ватӑраххинчен, тепри ҫамрӑкраххинчен те, ответлӑх шайӗ тӗрлӗ пулнинчен те е тата кашнийӗ ответлӑх тенине хӑйне май ӑнланнинчен те, темрен те, темрен те килет, — терӗ малалла Григориу.

Куҫарса пулӑш

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӑт тӑмпуҫ! — вӑрҫрӗ вӑл хӑйне. — Темрен тем курса тӑрӑн?»

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Темрен хӑранӑ пек, вӑл ҫапла ыйтрӗ:

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Алӑка хупсанах юрӑ чарӑннине илтрӗм, вара, темрен хӑраса кайса, вӑрман еннелле вирхӗнтӗм…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Сӑмахран, тепӗр эрнерен вӑл пӗррехинче Мосальскисем патӗнче пулсан, сӗтел ҫинче рамкӑра пӗр питӗ илемлӗ ҫамрӑк хӗр картӑчкине курчӗ, курчӗ те, унӑн чӗри тӑруках, темрен хӑраса, хытӑ тата канӑҫсӑр тапа пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Уйӑх вара йывӑҫсен тӑрринчен пӗр утӑм пек ҫӳле хӑпарнӑ та тӑп кӑна хускалмасӑр тӑрать, темрен тӗлӗнсе кайнӑ пекех…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Темрен хӑраса, вӑл тепӗр самантранах аллине вӗҫертрӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хайхискер вӑрман хӗррине ҫитерехпе темрен шикленсе тӑпах чарӑнчӗ те, пуҫне айккалла-майккалла пӑркаланӑ хыҫҫӑн вӑштах каялла сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Унта темрен шикленсе ӳкнӗ хӗрарӑмсем хӗсӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кайран вӗсем, темрен шикленнӗскерсем, алла-аллӑн ҫавтӑнса тӑкӑрлӑк вӗҫнелле анкарти хыҫӗнчи ыраш пусси еннелле чупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

I // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Шывран, йытӑ-кушакран – темрен те хӑрама пуҫланӑ ача.

Она начала бояться всего: воды, собак, кошек.

Ҫичӗ вуллӑ юман // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/504

— Ҫук, ҫук! — терӗ вӑл темрен хӑранӑн, чакса-чакса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер сасартӑк темрен ҫав тери хӑраса вӑранса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех