Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Телефонпа (тĕпĕ: телефон) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Центртан телефонпа шӑнкӑртаттарма тытӑнчӗҫ, ҫутатман мӗнле самолёт ҫурт тӑррисемпе унталла та кунталла вӗҫсе ҫӳрет, тесе ыйтаҫҫӗ…

— Из центра звонят, спрашивают, чей это неосвещённый самолёт носится туда-сюда над крышами…

Кӑнтӑрла вӗҫмелли машинӑпа ҫӗрле вӗҫни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Алексей ҫинчен те тӗплӗнрех пӗлес пулать, Мускава та телефонпа шӑнкӑртаттармалла.

Надо все узнать об Алексее, позвонить в Москву.

Ҫирӗм ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Али, халех авиачасть командирне телефонпа шӑнкӑртаттар!

Али, скорее звони командиру авиачасти!

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

— Астӑватӑн-и, ҫӗрле эпӗ гостиницӑна телефонпа шӑнкӑртаттарнӑччӗ.

— Помнишь, я ночью звонил в гостиницу.

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Телефонпа калаҫса пӑхсан лайӑхрахчӗ.

Лучше всего поговорить бы по телефону.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Батманов кӗтет, эсӗ вӗҫсе кайни-кайманни ҫинчен манран телефонпа ыйтса пӗлчӗ.

Батманов ждет, звонил мне, справлялся, вылетел ли ты.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ӑна телефонпа чӗнес-и?

— Позвонить ему?

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Сирӗнпе ҫапла калаҫса татӑлӑпӑр, тусӑмсем: ӗҫе кам чи малтан туса пӗтерет, вӑл телефонпа ун ҫинчен тӳрех пире пӗлтерет, кайран телеграммӑпа ҫирӗплетсе парать.

— Договоримся с вами так, друзья: кто доведет дело до точки, пусть немедленно звонит об этом нам и вслед посылает официальную телеграмму.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Акӑ хӗр кӗҫ-вӗҫ килет е телефонпа чӗнсе илет тесе, вӑл шав кӗтсе ларчӗ.

Он все время ждал момента, когда девушка придет сама или позвонит по телефону.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Телефонпа вара аппарат патне хӑварнӑ Таня калаҫрӗ.

Разговор вела оставленная им у аппарата Таня Васильченко.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ӗҫе ӑнсӑртран пынӑ телеграммӑсем тӑрӑх е вӑхӑтран-вӑхӑта телефонпа калаҫнӑ тӑрӑх ҫеҫ туса пымалла мар.

Нельзя допустить, чтобы дело зависело от случайных телеграмм и эпизодических телефонных разговоров.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Ӗнер телефонпа эпир стройка ҫинчен Сталин юлташа каласа патӑмӑр, — сӑмаха пусса каларӗ Писарев.

— Вчера мы докладывали по ВЧ товарищу Сталину о стройке, — внушительно проговорил Писарев.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Дудин хӑй чӗннӗ крайком работникӗсемпе стенографистка киличчен кӗтрӗ, унтан телефонпа калаҫса крайисполком председателӗ темле пӗр завода васкасах тухса кайнине пула пыма пултарайманнине пӗлсен, вӑл тӳрех, ним сӑмах каламасӑр тенӗ пекех, Батманова сӑмах пачӗ.

Дудин подождал, пока пришли вызванные им работники крайкома и стенографистка, позвонил по одному из телефонов и, узнав, что председатель крайисполкома срочно выехал на какой-то завод и явиться не может, сразу, без особого вступления, предоставил слово Батманову.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Эпӗ унта телефонпа калӑп.

Я позвоню туда.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Эпӗ сире шырама тесе экспедици яма хатӗрлерӗм, телефонпа калаҫкаларӑм, пур ҫӗре те телеграммӑсем ятӑм.

— Я уже экспедицию собирался снаряжать на розыски, звонил и телеграммы посылал во все концы.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Беридзе хирӗҫленине пӑхмасӑрах, дежурнӑй вӗсем килни ҫинчен Батманов патне хваттере телефонпа пӗлтерчӗ: строительство начальникӗ Беридзепе Ковшов таврӑнсанах пӗлтерме хушнӑ пулнӑ.

Дежурный, не слушая вялых протестов Беридзе, позвонил Батманову на квартиру: начальник строительства приказал немедленно звонить ему, когда Беридзе и Ковшов возвратятся…

Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫавна тӑвас тесен Пӗтӗм Раҫҫейри общество ыркӑмӑлӑх фончӗн «Раҫҫей ача-пӑча фончӗ» Чӑваш Енри регион уйрӑмне пымалла: Шупашкар хули, Петров урамӗ, 7-мӗш ҫурт, е телефонпа (8352) 62-89-42 шӑнкӑравлама юрать.

Для этого нужно обратиться в Чувашское региональное отделение общероссийского общественного благотворительного фонда «Российский детский фонд» по адресу: г. Чебоксары, ул. Петрова, дом 7, или позвонить по телефону (8352) 62-89-42.

Чӑваш Енре «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ырӑ кӑмӑллӑх марафонӗ старт илчӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=6e ... b4575c9e35

Нимӗҫ ҫаплах килӗшмест, уйрӑм ҫынсен ӗҫӗсемшӗн телефонпа калаҫса вӑхӑт ирттерме юрамасть, тет.

Немец долго отказывался, ссылаясь на запрещение частных разговоров.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— Эпир иксӗмӗр телефонпа калаҫнӑ чухне эсӗ кунта килесшӗнех мар пулнине тата мана хӑвӑн пата чӗнесшӗн пулнине эпӗ сисрӗм вӗт.

— Когда мы говорили по телефону, я ведь почувствовал, что тебя не тянет идти сюда и ты хочешь позвать меня к себе.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Кӑшт тӑрсан, Василий Максимович парторга телефонпа чӗнчӗ:

Василий Максимович, немного помедлив, позвонил парторгу:

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех