Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Татаринов (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйсен Татаринов варӗнчи пирвайхи тӗлпулӑвне аса илчӗҫ, унтан — ыттисене.

Куҫарса пулӑш

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗр тимлӗн итлерӗ пулин те нимӗн те илтмерӗ: унӑн шавлакан пуҫӗнче паян Татаринов варӗнче пулса иртнӗ ӳкерчӗксем явӑнчӗҫ, куҫӗ умне кӗре сӑн-питлӗ, кӑтра ҫӳҫлӗ Ванюш тухса тӑчӗ…

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӗп квартира — Татаринов ялӗнчи ҫурт.

Главная квартира — двор Татаринова.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Пӗр-пӗрин ҫине сиксе ларма хатӗрскерсене отделённӑй Татаринов уйӑрса ячӗ.

Готовых сцепиться товарищей рознял отделенный Татаринов:

Саккӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

«Кунта И. Л. Татаринов капитана пытарнӑ, вӑл чи хастарлӑ ҫулҫӳревҫӗсенчен пӗри пулнӑ, хай тупнӑ Ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен каялла таврӑннӑ чух 1915 ҫулта июньте ҫакӑнта вилнӗ.

«Здесь покоится тело капитана И. Л. Татаринова, совершившего одно из самых отважных путешествий и погибшего на обратном пути с открытой им Северной Земли в июне 1915 года.

Эпилог // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсӗ Татаринов капитанӑн экспедицине тупрӑн — мӗн ӗмӗтленни ҫитет ҫав, хӑш чухне ача халлапӗ пек кӑна туйӑнаканни те пурнӑҫра тӗрӗсе килсе тухать.

Ты нашёл экспедицию капитана Татаринова — мечты исполняются, и часто оказывается реальностью то, что в воображении представлялось наивной сказкой.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пиллӗкмӗш тата — Татаринов капитаншӑн, — кулмасӑр каларӗ судья.

— И пятый — за капитана Татаринова, — серьёзно сказал судья.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

4. Карап та, страхланӑ преми те — Николай Антонович Татаринов аллинче тесе шутламалла — ячӗ, ашшӗ ячӗпе хушамачӗ — пӗтӗмпех пур.

4. Самое судно и страховая премия принадлежат Николаю Антоновичу Татаринову — полностью имя, отчество и фамилия.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

3. Карап ҫухалас-тӑвас пулсан капитан хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхӗпе Николай Антонович Татаринов умӗнче ответ тытать — ячӗ, ашшӗ ячӗпе хушамачӗ — пӗтӗмпех пур.

3. В случае потери судна капитан отвечает всем своим имуществом перед Николаем Антоновичем Татариновым — полностью имя, отчество и фамилия.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

1. Пысӑк Ҫӗр ҫине таврӑнсан тупса килне пуянлӑха Николай Антонович Татаринов аллине памалла — ячӗ, ашшӗ ячӗпе хушамачӗ — пӗтӗмпех пур.

1. По возвращении на Большую землю вся промысловая добыча принадлежит Николаю Антоновичу Татаринову — полностью имя, отчество и фамилия.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах вӑл хӑйӗн статьисенче халӗ те Татаринов капитанпа ырлӑх кӳрекенӗ кирек хӑҫан та эпӗччӗ тет, «Норденшельд йӗрӗпе каяс» тенӗ шухӑш та унӑнах пулнӑ пулать, имӗш.

Но в своих статьях он продолжает утверждать, что всегда был благодетелем капитана Татаринова и что даже самая мысль «пройти по стопам Норденшельда», как он пишет, принадлежала ему.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нансен шухӑшланӑ яланхи пӑр юхӑмне Татаринов капитан ҫулҫӳревӗ те ӗнентерет, пӑр юхӑмӗпе ҫил юхӑмӗн танлаштару формули вара вырӑс наукинче питӗ пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать.

Постоянный дрейф, установленный Нансеном, был подтверждён путешествием капитана Татаринова, а формулы сравнительного движения льда и ветра представляют собой огромный вклад в русскую науку.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Экспедици ҫӳренин наукӑллӑ историйӗ ҫине куҫмашкӑн та вӑхӑт ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, вара эпӗ Татаринов капитанӑн экспедицийӗ тунӑ ӗҫсем халиччен те хӑйсен уссине ҫухатман-ха тесе калама тытӑнтӑм.

Но пора было переходить к научной истории дрейфа, и я начал её с утверждения, что факты, которые были установлены экспедицией капитана Татаринова, до сих пор не потеряли своего значения.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя хӑй пуканӗ патне иртнӗ чух умӗнче тӑракан моряксем ӑна ҫул пачӗҫ, Татаринов хӗрне сума суса ҫапла ҫул панине эпӗ питех те вырӑнлӑ тесе шутларӑм.

Моряки, стоявшие в проходе, расступились перед Катей, когда она шла к своему креслу, и я подумал, что это очень справедливо, что они так почтительно расступаются перед дочерью капитана Татаринова.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татаринов капитан Ҫурҫӗрти тинӗс ҫуде Российӑшӑн мӗнле пысӑк усӑ кӳнине хӑй пӗтӗмпех ӑнкарса илнӗ, — терӗм эпӗ, — ҫав ҫула нимӗҫсем пӳлсе хурасшӑн хӗрӗннинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук.

— Капитан Татаринов понимал всё значение Северного морского пути для России, — сказал я, — и нет ничего случайного в том, что немцы пытались перерезать этот путь.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах та Татаринов профессор чылай кӗтрӗ вара приёмнӑйра, ман вырӑна ларса ҫак сӗтел хушшинчи чипер хӗрарӑмпа калаҫиччен малтан хӑйне хӑй сӑмахласа темӗн те асне илчӗ пуль вӑл.

Но долго ждал приёма профессор Татаринов, и, должно быть, многое успел он перебрать в памяти и обо многом переговорить наедине с собой, прежде чем занял моё место у стола этой красивой, любознательной женщины.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татаринов профессор тӗрлӗ ӗмӗт тытма пултарнӑ, терӗм эпӗ.

Я отвечал, что профессор Татаринов мог преследовать несколько целей.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫапла ӗнтӗ пирӗншӗн паллӑ мар-ха, Татаринов профессор экспедицие шырас теекен ушкӑнӑн ӗҫне пӳлесшӗн пулса мӗне ӗмӗтленнӗ вара?

— Так вот, остаётся неясным, какую же цель мог преследовать профессор Татаринов, пытаясь сорвать поисковую партию?

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑл Николай Антоныч Татаринов, халь приӗмнӑйрах эсир йышӑнасса кӗтсе тӑраканни.

 — Это Николай Антоныч Татаринов, который дожидается вас в приёмной.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каласа патӑм вара ӑна эпӗ — Татаринов капитанӑн тӑпри, терӗм, вӑл хӑйне пытармалли вырӑнта ҫавӑнтан та лайӑххине вӑл ӗмӗтленесшӗн те марччӗ пулӗ, терӗм.

Я отвечал, что прах капитана Татаринова покоится на берегу Енисейского залива и что он сам, вероятно, не пожелал бы для себя лучшей могилы.

Ҫиччемӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех