Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сӑпайлӑх сăмах пирĕн базăра пур.
Сӑпайлӑх (тĕпĕ: сӑпайлӑх) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Вунӑ ҫул вӗрентӗн пулин те, санӑн нимӗнле сӑпайлӑх та ҫук иккен, — тенӗ вара председатель, Гришӑна куҫран тинкерсе пӑхса.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Унсӑр пуҫне пӗлӳ илни, яваплӑха туйни, сӑпайлӑх питӗ пӗлтерӗшлӗ», — терӗ Алена Геннадьевна.

Куҫарса пулӑш

Министр ӗҫ ыйтӑвӗсене те татса парать, парашютпа та сикет // Лариса Петрова. http://hypar.ru/cv/news/ministr-ec-yytav ... a-ta-siket

Нациллӗ колорит е халӑхсем хушшинчи уйрӑмлӑхсем ҫинчен калаҫнӑ чух эпир «ӗҫченлӗх», «сӑпайлӑх», «ырӑ кӑмӑл», «йӑваш» сӑмахсене ҫиеле кӑларатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Унӑн ӗҫӗсенче ӗҫченлӗх, сӑпайлӑх, тӑрӑшулӑх тата пултарулӑх пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Кун пек каланине илтсен Пӗчӗк принц чечек пирки ҫапла шутласа илчӗ: «Тен, ӑна кӑштах сӑпайлӑх ҫитеймест, апла пулин те унӑн илемӗ чуна тыткӑнлать».

Маленький принц, конечно, догадался, что удивительная гостья не страдает избытком скромности, зато она была так прекрасна, что дух захватывало!

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тӗслӗхрен: яштака пӳ (сывлӑх тата пуянлӑх - тӗрӗс апатланма тата спортзала ҫӳреме май пур), лайӑх шурӑ шӑл (пуянлӑх тата сывлӑх), яка ҫутӑ ӳт (сывлӑх тата пуянлӑх - хӗвел ҫинче нумай ӗҫлеме тӳр килмест апла), хӗрсенче сӑпайлӑх (ырӑ кӑмӑл хакра), арҫынсенче ҫирӗп кӑмӑл (упча кӗтекен япала).

Куҫарса пулӑш

Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373

Сӑпайлӑх.

Куҫарса пулӑш

Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373

Анчах ҫавӑн пек пулни унра сӑпайлӑх ҫуккине кӑтартмарӗ, пачах та урӑхла, вӑл пушшех те уҫӑ кӑмӑллӑн, сӑпайлӑн курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Ташшинче — ӗмӗртен килекен сӑпайлӑх, танлӑх кӗвви.

Куҫарса пулӑш

Мӑчавар ачи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах санпа Нарспи хушшинче пӗрпеклӗхсем те нумай: сӑпайлӑх, тараватлӑх, ӗҫри вӑр-варлӑх, ал-ура ҫыпӑҫулӑхӗ, пуҫарулӑх тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сӑпайлӑх паттӑр пулма чармасть.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сӑпайлӑх тӗслӗхӗ.

Куҫарса пулӑш

55 ҫул - юратӑва упраса // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11112-55 ... -va-uprasa

Сӑпайлӑх мар ку, тирпейлӗх те мар — урӑххи.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫынна сӑпайлӑх илем кӳрет тени тӗрӗс ҫав.

Куҫарса пулӑш

Илем тени // Любовь Федорова. Любовь Фёдоров. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 18 с.

Ӑна пӑхса тӑма халь майлӑ, — Пит килӗшрӗ хӑйне тытни, — Мӗн чул чеченлӗх те сӑпайлӑх!

Куҫарса пулӑш

XVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл е сӑрт, е тайлӑк — Е хӑпаратӑн, е анан, Пулсан пӗртен-пӗр вӑй, сӑпайлӑх, — Хӑвах пӗлсе тӑр, — йӑванан.

Куҫарса пулӑш

III // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӗслӗхрен каласан, сӑпайлӑх ҫитменни вӑл — хӑна юратман апата ирӗксӗр ҫитернинче.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

«Сӑпайлӑх» ҫитеймест иккен ҫамрӑксен…

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Хӑнари апата тиркени вӑл сӑпайлӑх ҫитменнинчен килет, — касса татрӗ Софья Георгиевна.

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Юлташӗ патӗнчен хӑналанса килнӗ хыҫҫӑн Павӑл шухӑша кайрӗ: «Никама та шанма ҫук иккен — куҫ умӗнчех улталаҫҫӗ намӑса пӗлмен ҫынсем. Санврача сӑпайлӑх килӗшмест, малашне ҫирӗп характерлӑ пулмалла. Ҫынна мар, хӑвна та ан шан», — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, облисполком складӗнче пулса иртнӗ ултавлӑ «мыскарана» асран кӑлараймасӑр.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех