Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сывламашкӑн сывлӑшӑн пур пайӗсенчен ытларах ҫынна питӗ кирлӗ, ҫав пайне кислород теҫҫӗ.Для дыхания нужнее всех частей воздуха одна, называемая кислородом.
Сывлӑш // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Юлашкинчен, сывлӑшӑн чи ҫӳлти сийӗсенче казуар текен кайӑкран вӑйлӑрах, страусран шултӑрарах кайӑксем хӑйсен темӗн пысӑкӑш ҫуначӗсемпе саркаласа, пуҫӗсемпе гранитлӑ тӳпене пыра-пыра перӗнеҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Ҫул вӗри сывлӑшӑн шупкарах тӗтри ӑшӗнче лутра та ҫинҫе туналлӑ тырӑсем хушшинче авкаланса выртать.Она вилась в белесом мареве зноя среди невысоких и тощих хлебов.
4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Тӗттӗм, ҫемҫе ҫӗр хӑйӗн хура тӗслӗ тӗттӗм пӗлӗчӗпе, хуллен шавлакан йывӑҫсемпе, ирӗк те таса сывлӑшӑн уҫӑ шӑршипе пӳлӗме пӑхрӗ.
XVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Пӗр тӗтреллӗ ир Аксинья тифран сывалса ҫитнӗренпе пӗрремӗш хут крыльцана тухрӗ те, ҫуркуннехи сывлӑшӑн ӳсӗртсе яракан уҫӑ варкӑшне сывласа, чылайччен анкӑ-минкӗллӗн пӑхса тӑчӗ.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Типӗ ӑшӑ ҫил ҫеҫенхиртен ҫеҫкене ларнӑ чапӑрӑн пылак шӑршине варкӑштарса килет, улӑхра йӗпе курӑкӑн, юшкӑн тӑприпе нӳрӗ сывлӑшӑн уҫӑ шӑрши кӗрет, карӑшсем шӑплана пӗлмесӗр авӑтаҫҫӗ, ҫыран хӗрринчи вӑрмана вара; юмахри майлах, тӗтрен кӗмӗл укаллӑ пурҫӑнӗ карса илнӗ.
VIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ашшӗн, ывӑлӗн, святуй сывлӑшӑн ячӗпе.
6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Тулта ҫил хытах алхасма пуҫларӗ; сывлӑшӑн вӑйлӑ пайӑркисем ҫӳлтен киле-киле ӳкнӗн туйӑнаҫҫӗ; Йывӑҫ тураттисем ҫӗре ҫитичченех авӑна-авӑна илеҫҫӗ; пӳртум юпи ҫинчи хунар сулланса чӳрече янахӗ ҫине чӗтрекен мӗлке ӳкерет, шурӑ хӑвасем халӗ татти-сыпписӗр татах та шиклӗнрех шавлаҫҫӗ.
I // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑхӑт ҫитӗ, хӑвӑн Эпӗ тенине хӑватлӑн, питех те пысӑккӑн ӗненесси, таса сывлӑшӑн вут чӗлхисем евӗр, мӗнпур ҫыннӑн пуҫнех килсе ҫапӗ, ун чухне вара ни чурасем, ни хуҫасем, ни чӑлахсем, ни шеллеслӗх, ни сӑлӑк-кӑлтӑк, ни ҫилленеслӗх, ни ӑмсану-кӗвӗҫӳ пулмӗҫ.
XXI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Челкаш хӑйне лӑплантаракан тӑван сывлӑшӑн ачаш варкӑшӑвӗ перӗннине туйрӗ, вӑл варкӑшу унӑн хӑлхисем патне амӑшӗн ачаш сӑмахӗсене, чунӗ-чӗрине хресчен пулнӑ ашшӗ калакан селӗм сӑмахсене, нумай манса кайнӑ сасӑсене, халь кӑна ирӗлсе тухнӑ, халь кӑна сухаласа пӑрахнӑ, халь кӑна ешӗл-симӗс пурҫӑн пек кӗр калчисемпе витӗннӗ ҫӗр-аннен сӗткенлӗ шӑршине илсе пычӗ.
II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.
Эсир ҫав Чертовой улӑх тенипех ҫын пырса кӗмелле мар чӑнкӑ чул тусем хушшинче усал сывлӑшӑн йӑви пур-тӑр тесе шутлатӑр пуль ӗнтӗ, — ун пек мар вара: Чертовой Улӑх ячӗ чорт сӑмахран мар, «черта» сӑмахран тухса кайнӑ, тахҫан авал (кунта Грузи чикки пулнӑ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
30. Эй тӑванӑмсем, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра асӑнса, Таса Сывлӑшӑн юратакан кӑмӑлне асӑнса сире хампа пӗрле маншӑн Турра тӑрӑшса кӗлтума тархаслатӑп: 31. манӑн Иудейӑри ӗненмен ҫынсенчен хӑтӑласчӗ, Иерусалимшӑн тӑвакан ӗҫӗм сӑваплӑ ҫынсене кӑмӑллӑ пултӑрччӗ, 32. Турӑ ирӗкӗ пулсассӑн, сирӗн пата савӑнса пырса сирӗнпе пӗрле лӑпланасчӗ.
Рим 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Манӑн алӑсене, Манӑн урасене пӑхӑр-ха; ку — Эпӗ Хамах; Мана хыпаласа пӑхӑр: куратӑр-и — Ман ӳт те, шӑмӑ та пур, сывлӑшӑн ҫавӑ ҫук, тенӗ.
Лк 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вара Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль пуҫлӑхӗсем хушшинчен эсӗ Ман валли ху пӗлекен, халӑха пӑхса-тӗрӗслесе тӑракан ҫитмӗл ҫын суйласа ил, вӗсене пуху чатӑрӗ патне илсе пыр, вӗсем унта санпа пӗрле тӑччӑр; 17. Эпӗ ҫавӑнта анӑп та санпа калаҫӑп, сан ҫинчи Сывлӑшӑн хӑватне илсе вӗсем ҫине хурӑп: санпа пӗрле вӗсем халӑхӑн йывӑрлӑхне тӳсчӗр, санӑн пӗччен тӳсмелле ан пултӑр.
Йыш 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2