Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Скачков (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Химпромра» ӗҫлекен Олег Скачков пулӑшу валли 20 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсенчен Тӗрӗкьеле — пулӑшу // Илле Иванов. https://chuvash.org/news/34329.html

Дон правительстви совет влаҫӗн представителӗсемпе тӗл пулса калаҫма уйӑрса янӑ делегаципе пӗрле Каменски ревкомӗн членӗсем те — Лагутинпа Скачков — Таганрог хулине тухса каяҫҫӗ.

В составе делегации, отправленной донским правительством к Таганрогу для переговоров с представителями советской власти, поехали и члены Каменского ревкома — Лагутин и Скачков.

XI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Килсе лекрӗмӗр те иккен! — майлӑрах самантра Головачев хӑлхинчен пӑшӑлтатрӗ Скачков.

— Ну, и переплет! — улучил момент шепнуть Головачеву Скачков.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тем-ха ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илмеҫҫӗ! — шӳтлеме пӑхрӗ Скачков.

— Что-то не несут хлеб-соль! — попробовал пошутить Скачков.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫӳлти лаша ҫине улӑхса выртнӑ Головачевпа Скачков тем ҫинчен шӑппӑн сӑмахласа пыраҫҫӗ.

Головачев со Скачковым о чем-то тихо беседовали, лежа на верхних полках.

X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсенчен иккӗшӗ — Тисс механикпа Скачков матрос — шхуна пӑр хушшинче куҫса ҫӳренӗ чух пирвайхи ҫулхинех вилнӗ.

Из них двое — механик Тисе и матрос Скачков — погибли в первый год дрейфа.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ чарӑнса тӑтӑм, мӗншӗн тесен нимӗнех те астума пултараймарӑм, унтан вара каллех, кӑна эпӗ лайӑхах астурӑм, Скачков матрос ҫинчен аса илтӗм.

Я остановился, потому что дальше в памяти был какой-то провал, а уже потом — это я снова помнил очень ясно — что-то о матросе Скачкове, который упал в трещину и разбился насмерть.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ Скачков матрос упа тытма кайса пӑр ҫурӑкне ӳксе саланса кайни, вилни ҫинчен, чирлӗ Тисс механика пӑхса пурте ывӑнса ҫитни ҫинчен хам сӑмахсемпе каласа пама пултарӑттӑм.

Я мог бы рассказать своими словами о том, как, охотясь на медведей, упал в трещину и разбился насмерть матрос Скачков, о том, как все измучились, ухаживая за больным механиком Тиссом.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех