Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Сергей сăмах пирĕн базăра пур.
Сергей (тĕпĕ: Сергей) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кунта вара уйрӑмах Владислав Васильев, Павел Романов, Сергей Тимофеев хоккеистсен тӳпи пысӑк.

Здесь особенно большая заслуга хоккеистов Владислава Васильева, Павла Романова, Сергея Тимофеева.

Хӑравҫӑ хоккейла вылямасть… // Н.Архипова. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Тасалӑхпа тирпейлӗх ыйтӑвӗсем пирки Муркаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей ЕРМОЛАЕВ тӗплӗнрех чарӑнса тӑма кӑмӑл турӗ: Юр кайса пӗтрӗ ӗнтӗ, ҫӗр типсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Пурте активлӑ хутшӑнар // В. ШАПОШНИКОВ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Сергей Димитриев каланӑ тӑрӑх - хальхи вӑхӑтра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1250 инваличӗпе участникӗ, «Блокадӑри Ленинградра пурӑннӑ ҫынна» паллӑпа наградӑланӑ 49 ҫын, хӑй вӑхӑтӗнче ҫула ҫитмен ӳсӗмре фашизм тӗрмисенче асапланнӑ 79 ҫын, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисен тӑлӑха юлнӑ 62 мӑшӑрӗ, вӑрҫӑран таврӑнсан вилнӗ салтаксен тӑлӑха юлнӑ 5 пин мӑшӑрӗ, 18,9 пин тыл ӗҫченӗ пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне мӗнле хатӗрленни ҫинчен культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республикӑра уй-хир ӗҫӗсем мӗнле пыни тата ҫитес вӑхӑтри тӗллевсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

РФ Строителӗсен пӗрлӗхӗн вице-президенчӗ, «Строймаш-Вибропресс» холдинг ертӳҫи Сергей Кучихин ҫӗршывӑн строительство комплексӗнче пӗлтӗр пулса иртнӗ улшӑнусене тӗплӗн тишкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Унта хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет. Ӑмӑрту программине анлӑлатнӑ май вӗсенчен чылайӑшӗ Олимп вӑййисене лекме пултарать», — ҫирӗплетрӗ Сергей Сильвестрович.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Республикӑри чи пысӑк спорт сооруженийӗсене Пӗтӗм Раҫҫейри объектсен реестрне кӗртни Чӑваш Енре пысӑк ӑмӑртусем ирттерме май пачӗ, — терӗ Сергей Сильвестрович.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Тӗп ыйтупа Сергей Шелтуков министр тухса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫуллахи Олимпиадӑна хутшӑнма Чӑваш Енӗн 34 спортсменӗ хатӗрленет // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ӗҫлев министрӗ Сергей Димитриев асӑннӑ виҫе умӗнхи кварталтинчен 1,5% /120 тенкӗ/ пӗчӗкленсе 8071 тенкӗпе танлашасси ҫинчен каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев федерацин тивӗҫлӗ саккунне иртнӗ ҫулхи раштав вӗҫӗнчех йышӑннине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пысӑкланакан бюджет та перекете тӗпе хурать // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Юрать, ертӳҫӗсен йышӗнче мана лайӑх пӗлекенсем пурччӗ те — йывӑр аманнӑ Сергей Михайлова чаплӑ сыватмӑша вертолетпах леҫме май килчӗ...

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Шӑллӑмсем Михаилпа Сергей те музыка инструменчӗсем калама, юрлама ӑста.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Акӑ Раҫҫей халӑх артистки Нина Яковлева 25 пин тенкӗ панӑ, Чӑваш драма театрӗн актерӗ Сергей Павлов — 10 пин, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев — 4 пин, Надежда Васильева — 4 пин.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Иккӗмӗш вырӑна Валерий Капитоновпа Сергей Тобоев тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ҫак кунсенче хӑйӗн вӗренекенӗпе Сергей Охтеровпа Мускавра иртекен экологи конференцине хутшӑнма тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Упа та, слон та — тем те пур кунта! // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2016.03.17, 10№

Сергей унччен шапаша ҫӳренӗ.

Сергей раньше ездил на шабаш.

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Сергей Петрович ӗҫе дояркӑсенчен те маларах ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Крым тата Чӑваш Ен суту-илӳпе экономикӑра, наукӑпа техника енӗпе, социаллӑ тата культура сферинче пӗр-пӗринпе ҫыхӑнӑва йӗркелесси ҫинчен калакан килӗшӗве 2015 ҫулхи февраль уйӑхӗнче Чӑваш Ен тата Крым республикин Пуҫлӑхӗсем Михаил Игнатьевпа Сергей Аксёнов алӑ пуссах ҫирӗплетнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Форума хутшӑнакансен умӗнче Чӗмпӗр облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Сергей Морозов тата ытти тӳре-шара тухса калаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗрте — тӑван чӗлхе вӗрентекенсен форумӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11869.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех