Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Рубежин (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тата ку Рубежин хуторӗнчен мӗнле ырӑ патша тупӑнчӗ-ха халӑха ирӗке кӑлараканни?

И что это за царь-освободитель такой объявился с хутора Рубежного?

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Рубежин сотнинчен.

— Рубеженской сотни.

LX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мартин Шамилӗн сакӑл ураллӑ лаши, ӑнсӑртран пырса тивнӗ пульӑпа аманнӑскер, пӗр коноводӑн аллинчен вӗҫерӗнчӗ те сапаланса выртнӑ Рубежин казакӗсем патӗнчен урнӑ пек ӗрӗхтерсе иртсе кайрӗ, хӗрлисем патне анаталла тапса сикрӗ.

У одного из коноводов вырвался раненный шальной пулей белоногий конь Мартина Шамиля и, обезумев, промчался через цепь рубежинских казаков, пошел под гору к красным.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пульӑсем айӗнчех Петро патне Рубежин сотнин командирӗ, хӗрлӗ сухаллӑ Иванов чупса пычӗ.

Под огнем к Петру подбежал рыжебородый рубежинский сотенный Иванов.

XXXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Рубежин хуторне кӑнтӑрла тӗлне ҫитрӗҫ.

В Рубежин приехали к обеду.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эсӗ Рубежин хуторӗнченччӗ вӗт?

— С Рубежина ты?

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Дезертир сассине илтсенех Петро ҫак атаманец вӑрҫӑччен Еленски станицинчи Рубежин хуторӗнче пурӑннӑ Фомин хушаматлӑ казак пулнине, ӗлӗк хӑйсем, ашшӗпе иккӗшӗ, унран Еланскинчи ярмӑрккӑра виҫӗ хӗл каҫнӑ вӑкӑр туяннине уҫҫӑн та хӑвӑрт тавҫӑрса илчӗ.

А Петро, едва лишь услышал голос дезертира, сразу, как это всегда бывает, с поразительной отчетливостью вспомнил, что атаманец этот — с хутора Рубежина, Еланской станицы, по фамилии Фомин, и что у него еще до войны на еланской годовой ярмарке торговали Петро с отцом трехлетка-бычка.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех