Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку пуху — халӑх хӑй пуян пурӑнакан авторитетлӑ ҫынсен сословийӗнчен ирӗклӗн суйланӑ чи лайӑх джентльменсен пухӑвӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Цехсем тӑрӑх — кружоксенче пухусем ирттерӗпӗр, шӑматкун вара пӗрлехи пуху ирттерӗпӗр.
VIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем вӑхӑтӗнче хресченсен союзӗнче пуху хыҫҫӑн пуху пулса иртрӗ.На новогодние праздники в крестьянском союзе проходили собрания.
XVI // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пухӑва пынӑ чухне вӗсем хӑйсем ҫӗнтерессе пӑртак та пулин ӗненетчӗҫ-ха, анчах пуху хыҫҫӑн вӗсем мӗнпур шанӑҫне ҫухатрӗҫ.
ХIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫавӑнпа Крикс хыҫҫӑн йӗрлеме пуҫланӑ, галл Венера Любитина тавернине час-часах пынине пӗлсен, Сильвий Кордений те пӗр эрне хушши унта кунсеренех, хӑш чухне кунне икшер хут та ҫитсе курнӑ; ҫак каҫ пуху пуласси ҫинчен тата пухура Крикс пуласси ҫинчен пӗлсен, Сильвий Кордений маларах ҫитнӗ, Лутация гладиаторсем валли апат хатӗрленӗ вӑхӑтра ложе айне кӗрсе пытаннӑ.
VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Шӑпланса ларнӑ ҫынсем ҫинелле куҫ айӗн хӑвӑрт пӑхса илчӗ те вӑл, пухура калаҫакан ҫынна пӳлмӗ юраман йӗрке пур пулас, тенӗ пекрех, пуху председателӗ Таграт еннелле ҫаврӑнчӗ.
Ваннӑ чӗлӗм // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Раштав эрнинче вӑл литература комитечӗн пухӑвне кайрӗ, ҫав пуху Риккардо доктор ҫуртӗнче пулса иртрӗ.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Трубачёва чӗнме кайӑр, — терӗ Сергей Николаевич, Саша сӑмахӗсене илтмен пек пулса, — ӑна эсир паян пуху пулмалли ҫинчен калӑр… тата ун патне пуху умӗн эпӗ те кӗрессине пӗлтерӗр.
30 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
— Ҫынсем партин уҫӑ пухӑвӗнче пулма хӑнӑхман-ха… — тесе лӑплантарма хӑтланчӗ Валентина, анчах пуху ӑна та килӗшмерӗ.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Ҫырӑва ҫырса пӗтернӗ чухне Андрей вӑрман участокӗсенчен пӗринче пулса иртнӗ юлашки пухӑва, ҫав пуху пулнӑ кивӗ кӗлӗ хуралтипе тата хӗрлӗ йывӑҫран тунӑ турӑш рами ӑшне социализмла ӑмӑрту договорне кӗртсе лартнине аса илчӗ.
2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Хутран-ситрен пухусем пулатчӗҫ, пӗрисем сӳпӗлтететчӗҫ, теприсем пуху час пӗтет-ши, тесе сехечӗсем ҫине пӑхса ларатчӗҫ.Изредка собрания бывали, а на них одни болтают, другие на часы смотрят: скоро ли кончится?
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Черемшанкӑра пуху пӗтмен, унта пирӗн пурпӗрех тепӗр хут пуху ирттермелле пулать.Нам все равно придется еще раз проводить в Черемшанке собрание, раз его не довели до конца.
15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Усть-Невинскинче, Ворошилов ячӗпе тӑракан колхозра асар-писер тапратма тата пуху пухса, пухуран ыйтмасӑрах председателе кӑларма кам ирӗк панӑ ӑна?
XVI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Пуху вӑрмансем лартас, техникӑна вӗренес ӗҫе йӗркелес, марьяновецсемпе ӑмӑртас ыйтусене сӳтсе явать — апла пулсан, пушӑ алӑпа кайма юрамасть, плансемпе каймалла, пӗтӗм цифрӑсене пухмалла, хамӑр сӗнӳсене хатӗрлемелле; кам тухса калассине тата устьневинецсем пӗтӗм район умне мӗнле задачӑсем лартнине малтанах пӗлес пулать; ҫавӑнпа ҫак кунсенче Савва пухӑва хатӗрленес ӗҫе туса пынӑ — хыпса-ҫунмалли яланхи пекех нумай, кунта тата ҫӗнӗ хуйхӑ хутшӑнчӗ: ӗнер станица Советне Алексей Артамашов килчӗ те Саввӑран хӑйне делегаци шутне кӗртме ыйтрӗ.
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эпир «сухалани тӑрӑх сухалама» пуҫлатпӑр, урӑхла каласан, ҫакӑн пек куллен пулакан тата пурте пӗлекен фактсене, калӑпӑр, пуху ирттернине, тӗрӗссипе, пухӑва хӑйне мар, ӑна ирттерме хатӗрленнине ҫеҫ… ҫырса кӑтартма пуҫлатпӑр пулсан, ҫакӑн пек илемлӗнех мар тата ытлашши тӗрӗсех те мар танлаштарса пӑхни пире кӑштах тӳрре кӑларассӑн туйӑнать.
XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эсӗ, старик, пухӑва ан пӑс, Давыдова калама пар, пуху хыҫҫӑн ман пата кайӑпӑр та, унта тул ҫутӑличченех калаҫӑпӑр.
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӑрттан мучи шкултан тухса кайсан, пуху йӗркене кӗчӗ: Дубцов кандидатурине сӳтсе явакан колхозниксен сасси ӗҫлӗн янрарӗ, вӗсене сасартӑк ахӑлтатса кулнипе пӳлни пулмарӗ, пуриншӗн те кӗтмен ҫӗртен сӑмах тухса каланӑ Ипполит Шалый тимӗрҫӗ хыҫҫӑн вара пухура пирвайхи хут темиҫе минутлӑха аслати умӗнхи пек шӑплӑх пулса тӑчӗ…
XXIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫӗнӗ Вӗренер ялне ашшӗ-амӑшӗсен пухӑвне ирттерме час-часах каяттӑмӑр, вӗрентекенсен вӑйӗпе сахал мар концерт кӑтартнӑ пуху хыҫҫӑн.
Шкулта вӗреннӗ ҫулсем - чи телейлӗ, савӑнӑҫлӑ самантсем // З.ИЛЛАРИОНОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21
42. Хӑйсене хирӗҫ халӑх пухӑнсассӑн, Моисейпе Аарон пуху чатӑрӗ енне ҫаврӑнса тӑнӑ, акӑ пуху чатӑрне пӗлӗт хупӑрласа илнӗ те Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ курӑннӑ.
Йыш 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. халӑха чӗнсе пухма тата тапӑра вырӑнтан хускатма эсӗ икӗ кӗмӗл трупа тутар, вӗсене хывса-ҫапса тутар; 3. икӗ трупине те кӑшкӑртса ярсассӑн, пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре сан патна пӗтӗм халӑх пухӑнӗ: 4. пӗр трупине кӑшкӑртсассӑн, сан патна Израилӗн ҫулпуҫӗсемпе пин ҫын пуҫлӑхӗсем пухӑнӗҫ; 5. хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртсассӑн, тухӑҫ енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; 6. хӑрушлӑха систерсе иккӗмӗш хут кӑшкӑртса ярсассӑн, кӑнтӑр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; [хӑрушлӑха систерсе виҫҫӗмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, тинӗс енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ; хӑрушлӑха систерсе тӑваттӑмӗш хут кӑшкӑртсассӑн, ҫурҫӗр енче ларакан тапӑрсем тапранӗҫ;] вӗсем ҫула тухнӑ чухне трупасем хӑрушлӑха систерсе кӑшкӑртчӑр; 7. пуху пухмалла пулсассӑн та, трупа кӑшкӑртӑр, анчах хӑрушлӑха систернӗ пек мар; 8. трупасене Аарон ывӑлӗсем, священниксем, кӑшкӑртмалла: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрхи йӗрке пултӑр; 9. хӑвӑра тапӑннӑ тӑшмансене хирӗҫ хӑвӑр ҫӗрӗрте вӑрҫӑпа тухсассӑн, хӑрушлӑха систерсе трупасем кӑшкӑртса ярӑр, вара сире Ҫӳлхуҫа, хӑвӑрӑн Туррӑр, умӗнче аса илӗҫ, ҫапла эсир тӑшманӑрсенчен хӑтӑлӑр; 10. хӑвӑр савӑнса хӗпӗртенӗ кунсенче, уявӑрсенче, ҫӗнӗ уйӑх кунӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисем кӳнӗ чухне те трупа кӑшкӑртӑр, — ҫакӑ Туррӑр умӗнче хӑвӑр ҫинчен аса илтерни пулӗ.
Йыш 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.