Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Пугачевӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Емелькке Пугачевӑн чун-чӗрине йӑлтах тыткӑна илчӗ-ҫке ҫав хӗр.

Куҫарса пулӑш

Патька-патша // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу хресчен патши Емельян Пугачевӑн полковникӗ, унӑн чи шанчӑклӑ ҫарпуҫӗсенчен пӗри пулса тӑрать, чи йывӑр вӑхӑтра та, йӗри-тавра тӑшмансем хупӑрласа илнӗ, юлташӗсем сутнӑ чухне те ӑна пӑрахса хӑвармасть.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Ниҫта тарма ҫук Пугачевӑн.

Куҫарса пулӑш

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Халь Пугачевӑн ӗҫ начар.

Куҫарса пулӑш

XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ку тӗслӗх — Пугачевӑн ӗҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пӗл, Пугачевӑн ҫыннисем Улпутсене тытса ҫакаҫҫӗ, Ҫӗрӗсене пӗр шай пайлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пире Чӑваш Республикинчи чӑвашсем те Пугачевӑн Салават Юлаев полковник паттӑрӗ ҫинчен пӗлни, ҫав вӑхӑтрах ҫак паттӑр пекех чӑвашсен Степан Разинӑн Пайтул полковник паттӑрӗ ҫинчен пӗлменни питӗ тӗлӗнтерчӗ тата хурлантарчӗ.

Нас очень удивило и огорчило, что и чуваши в Чувашской Республике знают о герое полковнике Пугачева Салавате Юлаеве, и в то же время не знают о таком же герое чувашей полковнике Степана Разина Байдуле.

Шупашкар, Чӑн Шупашкар пулсам! // Аркадий Русаков. https://chuvash.org/blogs/comments/5420.html

— Ачамсем, ачамсем, — ҫынсем йӗнине хупласа хурать Пугачевӑн чӗтресе тухакан хулӑн сасси.

— Детушки, детушки, — перекрыл человеческий плач дрогнувший бас Пугачева.

Хир, аслӑ хир // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

— Куҫҫуль тумламӗ вара, пӑрҫа пек пысӑкскер, Пугачевӑн сухаллӑ пичӗ тӑрӑх юхса анать те, сивӗпе шӑнса ларса, кӗмӗл пек, ахлатса янӑракан тумлам пек, ҫакӑнса юлать.

— И слеза, огромная слеза, размером в горошину, поползла по заросшей щеке Пугачева и тут же, застыв на морозе, повисла серебряной, стонущей каплей.

«Халӑх юн тумламӗ» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Пуля Пугачевӑн сулахай ҫаннине пырса тивет — кӗске кӗрӗк татӑкӗ кайӑк тӗкӗ евӗр вӗҫсе каять.

Ударила пуля Пугачева в левый рукав — отлетел клок от полушубка, словно перо из птицы.

«Халӑх юн тумламӗ» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Акӑ мӗнле хаваслӑ кун Пугачевӑн!

Вот так радостный день у Пугачева!

Чыс та салам // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Пугачевӑн инҫете пӑхмалли труба пулнӑ.

У Пугачева имелась подзорная труба.

«Инҫе куракан» труба // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Пугачевӑн пысӑк ҫарӗ Ӗренпур патне ҫывхарса ҫитнӗ.

Огромная армия Пугачева подошла к Оренбургу.

Хумханать Ейӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Пугачевӑн хаяр чунӗ ҫемҫелнӗ пек туйӑнчӗ.

Казалось, суровая душа Пугачева была тронута.

Вуниккӗмӗш сыпӑк. Тӑлӑх // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачевӑн куҫӗсем ҫутӑлса кайрӗҫ.

Глаза у Пугачева засверкали.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачевӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫине эпӗ чалӑшшӑн пӑхса илтӗм.

Я взглянул наискось на наперсников самозванца.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Пугачевӑн кӑмӑлӗ лайӑхланни самант пулчӗ пулмалла.

Пугачев был, видно, в припадке великодушия.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Алла Пугачевӑн, София Ротарун юррисене шӑрантараттӑм.

Напевала песни Аллы Пугачевой, Софии Ротару.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех