Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Поттера (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тухтӑр Мефф Поттера пуҫӗнчен хӑмапа пачӗ, лешӗ кайса ӳкрӗ, индеец Джо ҫӗҫӗ ярса илсе тухтӑр патнелле тапса сикрӗ те…

— А когда доктор хватил Мэфа Поттера доской и он упал, индеец Джо замахнулся ножом.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗр ик-виҫӗ минутран шап-шурӑ хуралса кайнӑ салху Поттера илсе кӗчӗҫ.

Вскоре после того ввели бледного, измученного Поттера в кандалах.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Пӗчӗк алӑсем вӑйсӑр, ҫапах та вӗсем Мефф Поттера лайӑхах пулӑшрӗҫ, май кинтӗ пулсан, вӗсем тата та нумайтарах пулӑшу парӗччӗҫ.

Маленькие руки и слабые, а ведь много помогли Мэфу Поттеру и еще больше сделали бы, если б могли.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ачасем пӗр япала ҫеҫ тума пултарчӗҫ, — ӑна вӗсем ӗлӗк те час-часах тукаланӑ: тимӗрленӗ чӳрече витӗр Поттера пӑртак табак тата ик-виҫӗ коробка шӑрпӑк тыттарчӗҫ.

Мальчики опять повторили то, что проделывали уже не раз, — просунули Поттеру за решетку табаку и спичек.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каласа пӗтерсен те Джо ҫав-ҫавах чӗрӗ юлнине курсан, хӑранӑ хушӑра вӗсен тупа тунине пӑрахӑҫласси тата айӑпсӑрах айӑпласа хунӑ Поттера ҫӑласси килсе кайрӗ.

А когда индеец Джо замолчал и по-прежнему стоял живой и невредимый, у них появилось робкое желание нарушить клятву и спасти жизнь бедняги.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Халӑх сирӗлчӗ те, вилӗ шӑтӑкӗ патнелле Поттера алӑран ҫавӑтса шериф чаплӑн утса пычӗ.

Толпа расступилась, и сквозь нее прошел шериф, торжественно ведя Поттера за руку.

11-мӗш сыпӑк. Том лайӑх мар ӗҫ тунӑшӑн асапланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Ҫаплах, Джо индеец тухтӑра лӑп ҫав тапхӑрта, тухтӑр Поттера хӑмапа пуҫран панӑ хушӑра, ҫӗҫӗпе чикрӗ вӗт-ха.

— Потому что он свалился замертво, как раз когда индеец Джо замахнулся ножом.

10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Сасартӑк тухтӑр, тӑшманӑн ытамӗнчен хӑтӑлса тухса, Вильямс тӑпри ҫинчи йывӑр хӑмана ярса тытрӗ те вӑл хӑмапа Поттера ҫав тери хыттӑн ҫапса ячӗ, лешӗ вара ҫӗр ҫинелле кайса ӳкрӗ.

Вдруг молодой доктор вырвался из рук Поттера, схватил тяжелую надгробную доску с могилы Вильямса и сбил с ног Мэфа Поттера.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех