Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Панкратов (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ывӑнса ҫитнӗ Корчагин юлашкинчен Панкратов хваттерӗ патне ҫитрӗ те, охрӑпа сӑрланӑ алӑка шаккаса, татӑклӑнах шутласа хучӗ:

Совсем усталый, добрался наконец до квартиры Панкратова и, стуча в когда-то окрашенную охрой дверь, решил:

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пушанса юлнӑ перрон ҫинче Дубава патне Панкратов пырса тӑчӗ.

На опустевшем перроне Панкратов подошел к Дубаве:

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Панкратов тата тин ҫеҫ тавӑрӑннӑ Дубава, Павела ҫӑлса хӑварас тесе, мӗн тума май пуррине пурне те турӗҫ.

Панкратов и приехавший Дубава делали все возможное, чтобы спасти Павла.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Акӑ ӗнер ҫеҫ упа евӗрлӗ Панкратов унӑн ушкӑнне хӑваласа ҫитсе иртсе кайрӗ те малалла пурне те тӗлӗнтерекен хӑвӑртлӑхпа ӗҫлеме тытӑнчӗ.

Уже вчера медведь Панкратов обогнал его группу и двинулся вперед таким ходом, что все только удивились.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Туслӑх вӑл туспа, анчах та табак уйрӑм кӗсъере, — кунта ӗҫ «кам кама» тени патнелле пырать, — терӗ Панкратов.

— Дружба дружбой, а табачок врозь — тут «кто кого», — сказал Панкратов.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Баракра, ирхи чей ӗҫнӗ хушӑра, хӑйӗн арсенальщикӗсемпе ларакан Дубава патне, хӗсӗнкелесе, Панкратов пырса тӑчӗ.

В бараке во время утреннего чая к столу, где сидел Дубава со своими арсеналыциками, протискался Панкратов.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Панкратов, выляса, Павела ҫурӑмӗнчен тӗкрӗ:

Панкратов озорно толкнул Павла в спину:

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Строительство ушкӑнӗсен начальникӗсене ҫаксене турӗҫ: пӗрремӗш ушкӑнне — Панкратов юлташа, иккӗмӗшӗнне — Дубава юлташа, виҫҫӗмӗшӗнне — Хомутов юлташа, тӑваттӑмӗшне — Лагутин юлташа, пиллӗкмӗшӗнне — Корчагин юлташа, улттӑмӗшӗнне — Окунев юлташа.

Начальниками стройгрупп были утверждены: первой — товарищ Панкратов, второй — товарищ Дубава, третьей — товарищ Хомутов, четвертой — товарищ Лагутин, пятой — товарищ Корчагин, шестой — товарищ Окунев.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Панкратов тутисене чалӑштарса кулса илчӗ:

Панкратов криво усмехнулся:

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ҫак вӑхӑтра Жухрай, Аким, Панкратов тӗмене чавнӑ ҫӗрелле ҫывхарчӗҫ.

В это время Жухрай, Аким и Панкратов подходили к выемке.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Панкратов Жухрайӑн кулакан куҫӗсенчен пӑхрӗ те: — Айӑплас пулсан, пире ҫеҫ айӑплӑр, леш ачана ан тивӗр, Жухрай юлташ, — тесе хушса хучӗ.

Заметив искринку смеха в глазах Жухрая, Панкратов добавил: — Пусть же нам одним попадет, вы уж парня-то не жмите, товарищ Жухрай.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Панкратов, именнӗ пек пулса, кулса илчӗ.

Панкратов смущенно улыбнулся:

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Кала-ха, Панкратов, сирӗн ҫав Мотовиловкӑра чекистпа мӗн пулса иртрӗ?

— Расскажи мне, Панкратов, как это у вас там с чекистом вышло, в Мотовиловке?

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Панкратов начарланса кайнӑ, унӑн сарлака пит шӑммисем татах та хытӑрах палӑра пуҫланӑ, кӑшт ҫеҫ ҫукаласа тасатнӑ питҫӑмартийӗ тӗксӗмленнӗ, карӑнса туртӑнса кӗнӗ.

Панкратов похудел, острее вырисовывались его широкие скулы, и плохо вымытое лицо как-то потемнело и осунулось.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ӗҫлекенсем патне виҫҫӗн пырса ҫитнӗ вӑхӑтра тарласа хӗрелнӗ Панкратов пуртӑпа шпал хумалли вырӑн хатӗрлесе тӑнӑ.

Когда трое подошли к работавшим, Панкратов, потный и раскрасневшийся, рубил топором гнездо для шпалы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Кунта Панкратов ертсе пыракан строительсен пӗрремӗш ушкӑнӗ ӗҫлет.

Здесь работала первая строительная группа Панкратова.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Панкратов илсе килнӗ кантӑк мӗскӗнӗн чӑнкӑртатса ванма тытӑнчӗ.

Жалобно дзинькало пробитое стекло привезенных Панкратовым окон.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Панкратов, Окунев тата темиҫе ҫын Мотовиловка станцине пынӑ та пушӑ ларакан ҫуртсен чӳречисемпе алӑкӗсене тӑпӑлтарса кайнӑ.

Панкратов, Окунев и еще несколько товарищей приехали на станцию Мотовиловку и сняли с пустых строений двери и оконные рамы.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Панкратов ывӑтса янӑ билетне чӑмӑртарӗ те ӑна лампа ҫулӑмӗ тӗлне тытрӗ.

Панкратов сжал пальцами брошенный билет и сунул его в огонек коптилки.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пӗчӗк билет, ҫара ҫерҫи евӗр, сӗтел урлӑ вӗҫсе каҫса, Панкратов кӑкӑрне пырса ҫапӑнчӗ те, каялла сиксе ӳксе, сӗтел ҫине хӑяккӑн пырса выртрӗ.

Летучей мышью кувыркнулся над столом маленький билет, ударился в грудь Панкратова и, отскочив на стол, встал ребром.

Иккӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех