Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ППЭ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2023 ҫулта ППЭ кӑтартӑвӗсем тӑрӑх 100 балл пуҫтарнӑ ачасен шучӗ самай ӳснӗ, вӗсем 79 танлашнӑ, 2022 ҫулта пурӗ те 48 ҫеҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/chav ... in-itla-vi

ППЭ ҫӗнӗ технологисен витӗмлӗхне тӗпе хурса пурнӑҫласа пыма пуҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Пысӑк тӗллевсем лартӑр, йывӑрлӑхран ан хӑрӑр», – тенӗ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/25/pisk ... n-oleg-nik

«Акцие ирттернин тӗп тӗллевӗ – шкул пӗтерекенсен ашшӗ-амӑшне ачан экзамен вӑхӑтӗнчи лару-тӑрӑвне туйма май парасси, ППЭ мӗнпур тапхӑрӗ витӗр тухса ӑна психологи тӗлӗшӗнчен ытлашши чӑрмава ҫӗнтерме пулӑшасси.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Мероприятие хутшӑннисем ППЭ регистрацийӗ мӗнле иртнине тата аудиторисенче хутшӑнакансене лартса тухассине епле йӗркеленине, экзамен процесне тӗрӗслессин шайне, аудиторисенче пичет тата экзамен материалӗсене сканерласси мӗнле пулнине пӗлме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Пӗрлехи патшалӑх экзаменӗ пуҫланас умӗн муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ — вӗренӳ пайӗн начальникӗ Ю. Н. Митюков, информаципе методика центрӗн директорӗ, ППЭ ирттерекен пунктӑн ертӳҫи Л. М. Антонова, пункт йӗркелӳҫи Анна Кольцова тата экзамен тытакан ашшӗ-амӑшӗ хутшӑннипе малтанах ҫавра сӗтел пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Вӗрентӳпе наука сферине тӗрӗслекен федераллӑ служба пуҫарнипе юлашки ҫулсенче Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрле тытатпӑр. Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ памалли кун» акци ирттересси йӑлана кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ ППЭ тытнӑ // Дина АБУЛХАНОВА. http://kasalen.ru/2023/03/28/%d0%b0%d1%8 ... %bd%d3%91/

Тӗрӗс, йывӑрлӑхсем нумай кунта, анчах та 2009 ҫултан ППЭ пуриншӗн те пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Базӑллӑ шкулта вӗренсе тӑватӑ предметпа ППЭ пама йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Акӑ кӑҫал та хӑш-пӗрисем ППЭ суйланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тутар чӗлхине те юратса вӗренеҫҫӗ // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

«Виҫӗ ҫул министр пулнӑ вӑхӑтра эпир пысӑк ӗҫсем турӑмӑр,– терӗ. – Вӗрентӳ министерствине наука структурине йышӑнтӑмӑр. Ректорсене ӑнланса ӗҫленӗшӗн пысӑк тав. Республикӑра ППЭ пуҫларӑмӑр. Професси паракан заведенисене ҫӗнӗлле ӗҫлеме программӑсем хатӗрлерӗмӗр. Вӗрентӳ системинче модернизаци туса оптимизаци пуҫларӑмӑр», – терӗ вӑл коллективпа сывпуллашса.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ министр // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Мерӑсем йышӑннӑ пулин те йӗркене пӑснӑ 82 тӗслӗх тупса палӑртнӑ, ҫав шутран 24-шӗ — ППЭ вӑхӑтӗнче.

Хотя и были приняты меры, выявлено 82 нарушений порядка, из них 24 - во время проведения ЕГЭ.

Коррупципе кӗрешессине вӑйлатмалла // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Светлана Петрова ҫирӗплетнӗ тӑрӑх — 9-мӗш тата 11-мӗш классенчен вӗренсе тухнисем ППЭ ӑнӑҫлӑ тытнӑ пулин те йӗркене пӑснӑ тӗслӗх тӑххӑрмӗшсен хушшинче ытларах.

По словам Светланы Петровой, хотя выпускники 9 и 11 классов удачно сдали ЕГЭ, но нарушителей среди девятиклассников было больше.

Ҫӗр ҫыннин ырлӑхӗшӗнех пӗлтерӗшлӗ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Яш виҫӗ предметпа ППЭ тытнӑ.

Парень сдавал ЕГЭ по трем предметам.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Николай 5 предметпа ППЭ тытма ыйтса ҫырнӑ.

Николай написал заявление на 5 предметов ЕГЭ.

Нуша ӗҫе хӑнӑхтарнӑ // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

Чӑн та, «ҫӳле» ӗнерхи вырӑс чӗлхин экзаменӗ умӗн хӑшӗсем тӗрӗслевре пулӑшма тивӗҫ хатӗрсене ППЭ пунктне пӗр кун маларах кӗртсе хуни пирки пӗлтернисем пулнӑ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Производство ӳсӗмӗ: ППЭ тата «пуҫтах ывӑл» ҫинчен // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

ППЭ вӑхӑтӗнче общество сӑнавҫисем те, пурӗ 203 ҫын, хутшӑнӗҫ.

Во время ЕГЭ будут участвовать и общественные наблюдатели, всего 203 человека.

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Предмет комиссийӗсен членӗсен йышне те — ППЭ тытакансен хуравӗсене тӗрӗслекенсене — ҫӗнетнӗ.

Поменяли и группу членов предметных комиссий, и проверяющих ответы ЕГЭ.

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан программӑсемпе ППЭ кӑҫал 6718 вӗренекен /ҫаксенчен 6068-шӗ 11 класс хыҫҫӑн, 646-шӗ ытти ҫул пӗтернисем, 4-шӗ хӑшпӗр предметпа уйрӑм вӗреннисем/ тытӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Республикӑра экзаменсем ирттерекен пунктсен шутне чакарнӑ, пурӗ — 36. Пӗринче — Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 38-мӗш шкулта — ППЭ ҫӗнӗ технологипе ирттерӗҫ.

В республике сократили пунктов проведения экзаменов, всего - 36. В одном - Чебоксарской средней школе №38 - провели ЕГЭ по новой технологии.

Тӗп вырӑнта - экзамен, хутшӑну, хӑрушсӑрлӑх // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

ППЭ вӑй илсен шкулсенче сочинени ҫыртарса экзамен тыттарма пӑрахрӗҫ.

Когда набрало силу ЕГЭ, из школьных экзаменов ушла форма сочинений.

Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех