Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Натальйӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗлӗ хыҫҫӑн Натальйӑн ӑнӗ ҫухалнӑ, чӗлхи ҫӗтнӗ, вара вӑл, урӑх никама нимӗнле сӑмах калаймасӑр, тепӗр ирхине вилсе выртнӑ.

Приняв молитву, Наталья впала в беспамятство и на вторые сутки умерла, ни слова не сказав никому больше.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Пӗр Маякин анчах, ӑслӑ мыскараҫӑ этем, хӑш чух Натальйӑн пичӗ ҫине мӗлке евӗр палӑри-палӑрми кулӑ килтерме пултарнӑ.

Лишь Маякин, умница и балагур, порой вызывал на лице ее улыбку, неясную, как тень.

I // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Натальйӑн пуҫӗ чӗтренӗ, аллисем кирлӗ пек мар, мӑкӑлтаннӑ пек хусканкаланӑ, хӑй вӑл начарланса кайнӑ, ҫуран тунӑ ҫурта пекех ирӗлсе пӗтнӗ.

У Натальи тряслась голова, руки двигались неверно, как вывихнутые, она похудела, оплыла, как сальная свеча.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Натальйӑн епресе кайнӑ хӗрлӗ пичӗ ҫине манах пурин ҫине пӑхнӑ пекех ачашшӑн пӑхнӑ, унпа ыттисемпе калаҫнинчен сахалтарах калаҫнӑ, тата Наталья хӑй те майӗпен калаҫма манса пынӑ, сывланӑ кӑна.

На расплывшееся, красное лицо Натальи монах смотрел так же ласково, как на всё и на всех, но говорил с нею меньше, чем с другими, да и сама она постепенно разучивалась говорить, только дышала.

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ҫулла Натальйӑн шап-шурӑ мӑйӗпе хӗрлӗ, хӑйраса якатнӑ пек пичӗ ҫине темле хӗрлӗ пӑнчӑсем туха-туха ларчӗҫ.

Летом на белой шее и румяном, отшлифованном лице Натальи явились какие-то красненькие точки.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Сӗтел ҫинче сӑмавар пӑспа чашкӑрса вӗрет; хунямӑшӗ кресло ҫине ларнӑ та Натальйӑн тӑватӑ ҫулхи хӗрне кӑмӑллӑ сасӑпа юрӑ юрласа парать:

На столе, благодушно пофыркивая паром, кипел самовар; тёща, сидя в кресле, приятно пела четырёхлетней внучке:

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Натальйӑн кӑмӑлӗ ҫемҫелсе кайрӗ.

Наталья даже умилилась.

II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

— Ҫук, ун пек тума юрамасть, — теес кӑмӑл та пулнӑ Натальйӑн, анчах вӑл хӑяймасть, амӑшӗ телейлӗ пулнӑшӑн, ӑна ҫынсем юратнӑшӑн тата ытларах кӳренет ҫеҫ.

«Не надо этого», — хочет сказать Наталья, но — не смеет и ещё больше обижается на мать за то, что та любима и счастлива.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Натальйӑн ҫак сӑмахӗсем Никитӑн кӑмӑлне кайман, ку сӑмахсенче вӑл инкӗш ытлашши кичемленнине, ытлашши пӑлханнине туйнӑ, тата, тен, унта ӑмсанни те путнӑ пуль…

Никите не нравится, как Наталья говорит это, в словах её он слышит избыток печали, излишек тревоги и как будто зависть.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Хӑнасем ҫине куҫхарши айӗнчен пӑхса, вӑл ҫӳҫӗсене силлентерсе илет, унӑн пуҫӗ ҫинчи хӑмла сӗтел ҫине, Натальйӑн пурҫӑн пӗркенчӗкӗ ҫине тӑкӑнать; Наталья куҫӗсене хупнӑ, ывӑннӑн пуҫне уснӑ, шап-шурӑ шурса кайнӑ, пӗчӗк ача пек хӑраса, вӑтаннипе чӗтресе ларать.

Исподлобья поглядывая на гостей, он встряхивает волосами, хмель сыплется на стол и на фату Натальи, она тоже понурилась, устало прикрыв глаза, очень бледная, испугана, как дитя, и дрожит от стыда.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Мишатка сассипе Полюшка кулнине илтсен, Натальйӑн питҫӑмартийӗсем кӑшт кӑна палӑрмалла хӗрелсе ҫуталчӗҫ.

Легкий румянец заиграл на щеках Натальи, когда она услышала Мишаткин голос и смех Полюшки.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Куҫӗсем кӑна Натальйӑн малтанхи пекех ҫутӑ, ҫапах та вӗсем те ӗнтӗ урӑхларах курӑнакан пулнӑ.

Одни глаза Натальи сохранили прежний блеск, но выражение их было уже иное.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫил Натальйӑн тӑрмаланса пӗтнӗ ҫӳҫне лӑскарӗ, йӗпе питне типӗтрӗ, куллен тӑхӑнакан сӑрӑ кӑвак юбкӑн шалпар аркине урисем тавра явӑнтарчӗ.

Ветер трепал раскосмаченные волосы Натальи, сушил ее мокрое лицо, обвивал вокруг ног широкий подол серой будничной юбки.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Натальйӑн ҫилпе кушӑхнӑ тути мӗскӗннӗн чӗтреме пуҫларӗ.

У Натальи жалко задрожали обветренные губы:

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн, тӗрӗссипе, Натальйӑн вӑл Григорий пирки мӗн шухӑшласа пурӑнни ҫинчен ыйтса та тӑмалла марччӗ ӗнтӗ, анчах тухса каймарӗ-ха вӑл.

После этого, по сути, и спрашивать об ее отношениях к Григорию было незачем, однако Наталья не ушла.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пуҫран ҫапнӑ пек анкӑ-минкӗленсе, сӑнӗ сасартӑк шурса кайнӑ Натальйӑн аллисем типӗ саймӑрша тураттине хуҫа-хуҫа ватрӗҫ.

Ошеломленная, побледневшая Наталья молча ломала в пальцах сухую веточку донника.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дуняшкӑна хушмарӗ, мӗншӗн тесен — ют казаксемпе пӗрле инҫе ҫула каясси хӗр ӗҫӗ мар; Натальйӑн ав — ачисем пӗчӗк; старикӗн хӑйӗн турттарса ҫӳремелле мар-ҫке-ха ҫав ылханлӑ патронсене?

Дуняшку нельзя было послать, потому что не девичье дело ехать с чужими казаками в дальнюю дорогу; у Натальи — малые дети; не самому же старику было везти эти проклятые патроны?

XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Натальйӑн чӗнтӗрлӗ сӑмса тутӑрӗпе ҫамки ҫинчи тарне тепӗр хут шӑлса илчӗ, каллех каларӗ:

Кружевной Натальиной утиркой еще раз вытер пот со лба, повторил:

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ҫӳлти алӑк хушӑкӗ витӗр кухньӑран горницӑналла Митька кармашса пӑхрӗ, аялта Натальйӑн икӗ пӗчӗк йӑмӑкӗ кӑшӑлтатса илчӗҫ.

Из кухни в горницу через верхнюю дверную щель выглядывал Митька, внизу шушукались две младшие Натальины сестренки.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех