Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Муркаш сăмах пирĕн базăра пур.
Муркаш (тĕпĕ: муркаш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Муркаш районӗнче вӑл 26 ытла километра тӑсӑлать, Турай, Хорнуй, Муркаш, Ҫатракасси, Ярапайкасси ял тӑрӑхӗсен территорийӗсем урлӑ каҫать, Турайпа Муркаш тата Кашмаш ялӗсем ҫывӑхӗпе иртет.

Куҫарса пулӑш

Мускава – 3 сехетре, Хусана – 40 минутра // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2013, 07.27

Тӗл пулӑва ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Федотов, Муркаш округ администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ - финанс пайӗн пуҫлӑхӗ Рената Ананьева, Муркашри 37-мӗш номерлӗ пушар чаҫӗн пуҫлӑхӗ Юрий Варюхин, Шетмӗпуҫ территори пайӗн пуҫлӑхӗ Борис Васильев хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем хӑтлӑрах пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... -t-r-shacc

Ҫак савӑнӑҫа вӗсемпе пӗрле пайлама кӑмӑл тунисем хушшинче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чӑваш Ен Культура, национальноҫ ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пай пуҫлӑхӗ Инна Ильина, халӑх пултарулӑхӗн «Трактор тӑвакансен Культура керменӗ» республика центрӗн директорӗн ҫумӗ Валентина Яковлева, Муркаш муниципалитет округ администрацийӗн вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин тата физкультурӑпа спорт пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Дипломатова, культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Рыжкова, Муркаш муниципалитет округӗн централизациленӗ клуб системин директорӗ Игорь Смирнов тата ыттисем те пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Ҫапла май вара «Муркаш Улӑпӗ–2023» ята Муркаш территори пайӗнчи Кирилл Данилов ҫӗнсе илнӗ.

Таким образом, имя «Муркаш Улӑпӗ 2023» завоевал Кирилл Данилов из Моргаушского территориального отдела.

Муркаш тӑрӑхӗн улӑпне палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34337.html

«Муркаш Улӑпӗ–2023» конкурс канмалли кунсем умӗн, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче Муркашри культура ҫуртӗнче иртнӗ.

Конкурс «Моргаушский Улып – 2023» прошел перед выходными, 21 февраля в Моргаушском Доме культуры.

Муркаш тӑрӑхӗн улӑпне палӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34337.html

Муркаш тӑрӑхӗн пилӗк гражданне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗсене Муркаш районӗн Хисеп Кӗнекине кӗртесси пирки Свидетельствӑсем панӑ.

Пятерым гражданам Моргаушского края в торжественной обстановке вручили Свидетельства о занесении их в Книгу Почета Моргаушского района.

Татьяна Огандеровӑна Муркаш районӗн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32384.html

Ҫав шутра — Муркаш районӗнчи «Муркаш» ансамбль те (ертӳҫи — Александр Аникин).

В их числе — ансамбль «Муркаш» («Моргауши») Моргаушского района (руководитель — Александр Аникин).

«Авалхи юрӑсен сасси» конкурса хутшӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/27785.html

Сӑмах май, Муркаш урамӗсем хушшинчи саксен ыйтӑвне унччен маларах Муркашра пурӑнакан А. Николаева та хускатнӑччӗ.

К слову, вопрос о скамейках на улицах Моргауш был затронут ранее и А. Николаевой, проживающей в Моргаушах.

«Муркаш тӑрӑх сак шыраса...» // В. ШАПОШНИКОВ. Ҫӗнтерӳ ялавӗ, 2020.02.17

Сӑмах май, 1952 ҫулччен Муркаш районӗнче вӑтам шкулсем Йӳҫкассинче, Муркашра тата Тивӗшре кӑна ӗҫленӗ.

К слову, до 1952 года в Моргаушском районе средние школы работали только в Юськасах, Моргаушах и Тиушах.

Йӳҫкасси шкулӗ 120 ҫулта // Н. НИКОЛАЕВА. http://www.zp21rus.ru/v-rajone/6992-j-ka ... l-120-ulta

Физкультурӑпа спорта аталантарма районта спортӑн 4 тӗсӗпе федерацисем туса хунӑ, волейболпа (ертӳҫи - «Чувашсетьгаз» ООО Муркаш районӗнчи уйрӑмӗн начальникӗ В.М. Рубцов); ҫӑмӑл атлетикӑпа (ертӳҫи - Муркаш райпо канашӗн председателӗ Б.В. Андреев); футболпа (ертӳҫи - Мичурин яч. хис. хуҫалӑх председателӗ П.Ф. Серафимов) тата йӗлтӗрпе чупассипе (ертӳҫи - «Ударник» хуҫалӑхӑн Матьӑк уйрӑмӗн ертӳҫи И.М. Шивирев).

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Каярах «Передовик» совхоз директорне, ун хыҫҫӑн Муркаш райкомӗн ялхуҫалӑх управленийӗн пуҫлӑхне, 1976 ҫулта Муркаш райкомӗн председательне ҫирӗплетнӗ.

Позже назначили директором совхоза "Передовик", затем главой сельскохозяйственного управления Моргаушского райкома, в 1976 году председателем Моргаушского райкома.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Николай Кожевников тӗп тухтӑр ертсе пыракан Муркаш районӗн тӗп больници Муркаш салинчи, Мӑн Сӗнтӗрти 2-мӗш, Торайри участок больницисене, пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗн 10 уйрӑмне, 38 ФАПа, васкавлӑ медпулӑшу уйрӑмне, сестра пулӑшӑвӗн 2 уйрӑмне пӗрлештерсе тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Муркашсем ҫапла тума тӑрӑшаҫҫӗ те. Сӑмахран, «2010 ҫулхи инвестици тӗлӗшӗнчен чи лайӑх проект» республика конкурсне хутшӑнса «Муниципалитетӑн чи лайӑх прокчӗ» номинацире «Муркаш районӗнче ял туризмӗн инфратытӑмне аталантарасси» проектпа пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ӗнер каҫхине 18 сехет ҫурӑра Муркаш округӗнчи Нискассипе Юнкӑпуҫ ялӗсен хушшинче фура водителӗ 35 ҫулти хӗрарӑма ҫапса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Нискасси патӗнче фура 35-ри хӗрарӑма таптаса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37630.html

1998 ҫулта ӑна Муркаш районӗнчи Шомик шкулӗн директорне лартнӑ, ку тивӗҫе вӑл 2001 ҫулччен пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Толстов Михаил Юрьевич // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%B8%D1%87

Хальхи вӑхӑтра ултӑ шкул тӑвас ӗҫ пырать: Шупашкар хулинче – икӗ шкул, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Кӳкеҫ поселокӗнче, Канаш тата Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗсенче – пӗрер, ҫавӑн пекех Муркаш округӗнче тахҫантанпах кӗтекен ача сачӗ.

В настоящее время в стадии строительства шесть школ: две школы в городе Чебоксары, по одной в Новочебоксарске, поселке Кугеси, Канашском и Цивильском муниципальных округах, а также долгожданный детский сад в Моргаушском округе.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫапла пӗлтерчӗ тӗл пулура Муркаш муниципалитет округӗн Чуманкасси территори пайӗн пуҫлӑхӗ Николай Белов.

Куҫарса пулӑш

«Пӗрле пулсан эпир пур ыйтӑва та татса пама пултаратпӑрах» // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... aratp-rakh

Александр Степанов тата Муркаш муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Алексей Матросов ҫав кун Шетмӗпуҫ территори пайӗнче пулчӗҫ, вырӑнта пурӑнакансемпе тӗл пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем хӑтлӑрах пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... -t-r-shacc

Муркаш муниципалитет округне пӗлтерӗшлӗ асӑннӑ мероприятие ирттерме Чӑваш Республикин гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн председателӗн ҫумӗ Александр Степанов ертсе пыракан ушкӑн килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем хӑтлӑрах пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... -t-r-shacc

Муркаш муниципалитет округ администрацийӗн, культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн Тав ҫырӑвӗсемпе Хисеп грамотисене илекенсем чылайӑн пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул парни - ҫӗнӗ клуб // Владислав ШАПОШНИКОВ. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... i-c-n-klub

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех