Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Моховсен (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мишка малтанах Коршуновсем патне кайма, унтан каҫ сӗмӗпе площаде таврӑнма, тӗттӗмпе усӑ курса, Моховсен, ытти купцасемпе пупсен ҫурчӗсене вут тивертсе яма шутларӗ.

И Мишка решил поехать к Коршуновым, а в сумерках вернуться на плац и под прикрытием темноты запалить моховский и остальные купеческие и поповские дома.

LXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ытти стариксемпе пӗрле Моховсен подвалӗнчен тухнӑ Пантелей Прокофьевич ҫӗр айне пытарса чикнӗ пулемета чавса кӑларчӗ.

Пантелей Прокофьевич, освобожденный вместе с остальными стариками из моховского подвала, вырыл пулемет.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вешенскине ӑсатас умӗн Прокофьевича Моховсен подвалне лартрӗҫ.

Посадили Прокофьевича перед отправкой в Вешенскую — в моховский подвал.

XXVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кошевой атӑ кунчине чӑпӑрккипе шухӑшлӑн ҫатлаттаркаласа, пуҫне чиксе, Моховсен пусма картлашки тӑрӑх майӗпен улӑхрӗ.

Кошевой, задумчиво похлопывая плеткой по голенищу, уронив голову, медленно всходил по порожкам моховского дома.

XXV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫуна Моховсен килӗ тӗлӗнче чарӑнсан, ун ҫинчен ватӑлас енне сулӑннӑ, мӑранрах арҫын анчӗ.

Сани стали у моховского дома, седок вылез и оказался человеком пожилым, неторопливым в движениях.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр темиҫе сехетрен вара арестленӗ казаксем Моховсен анлӑ картишӗнчи юман пӗренесем ҫинче ларчӗҫ, вӗсене милиционерсем хуралларӗҫ.

А через несколько часов на просторном моховском дворе, под присмотром милиционеров, уже сидели на дубах арестованные казаки.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хутор ревкомӗ тавра темиҫе ҫын — Давыдка-вальцовщик, Тимофей, Моховсен кучерӗ пулнӑ Емельянпа шатра питлӗ атӑҫӑ Филька — пӗр ушкӑна чӑмӑртанчӗ.

Вокруг хуторского ревкома сгруппировалось несколько человек: Давыдка-вальцовщик, Тимофей, бывший моховский кучер Емельян и рябой чеботарь Филька.

XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мишка Кошевой Моховсен пушӑ ҫуртӗнче, кил хуҫин кабинечӗ пулнӑ пӳлӗмре, иккӗн ҫывӑрмалли кравать пек сарлака сӗтел хушшинче ларчӗ.

Мишка Кошевой сидел в пустынном моховском доме, в бывшем кабинете хозяина, за широким, как двухспальная кровать, письменным столом.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Моховсен ревком йышӑнса илнӗ ҫуртӗнчи ӑшӑ ҫенӗкпе коридор хӗҫпӑшалпа тулса ларчӗ.

В моховском доме, занятом под ревком, теплые сени и коридор завалили оружием.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юлашки кунне, хутортан каяс умӗн, 13-мӗш кавалери полкӗн пулеметчикӗсем сарлака хыҫлӑ тавричански ҫуна ҫине Моховсен граммофонне хӑпартса лартрӗҫ, утсене чӑм кӑпӑка ӳкерсе, нумайччен хутор урамӗсем тӑрӑх ӗрӗхтерсе ҫӳрерӗҫ.

В последний день пулеметчики 13-го кавполка перед уходом поставили на широкоспинные тавричанские сани моховский граммофон, долго вскачь мылили лошадей по улицам хутора.

XVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Степан ҫав кун пӗтӗм чӑтӑмлӑхӗпе канлӗхне ҫухатрӗ, мӗн каҫченех хутор тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, Сергей Платоновичпа тата Цацапа пӗрле вӑрах хушӑ Моховсен крыльци ҫинче ларчӗ, Германи ҫинчен, хӑйӗн унти пурнӑҫӗ ҫинчен, Франци урлӑ тинӗс ҫулӗпе ҫуралнӑ ҫӗршыва таврӑнни ҫинчен каласа кӑтартрӗ.

Степан в этот день невозвратно потерял выдержку и спокойствие, до вечера ходил по хутору, долго сидел на крыльце моховского дома с Сергеем Платоновичем и Цацей, рассказывал о Германии, о своем житье там, о дороге через Францию и море.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий учӗ Моховсен хӳминчен кӑкарнӑ темле лаша ҫине чалӑшшӑн пӑхса кӗҫенсе ячӗ те, пуҫне каҫӑртса, малалла юрттарчӗ.

Конь Григория покосил глазом на чью-то привязанную к моховскому забору лошадь, заржал и высоко понес голову.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав кунхине Иван Алексеевич, вӑрҫӑччен Моховсен вутлӑ арманӗнче ӗҫлесе пурӑннӑскер, пӗрремӗш разрядлӑ обоз вырнаҫса тӑнӑ ҫывӑхри местечкӑна кайрӗ те каҫ пуласпа тин каялла таврӑнчӗ.

В этот день Иван Алексеевич, в прошлом машинист моховской вальцовки, уходил в близлежащее местечко, где стоял обоз первого разряда, и вернулся только перед вечером.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫав кун стариксемпе ҫамрӑк казаксем каҫ пуличченех Моховсен хупӑ лавкки умӗнче эшкерленсе тӑчӗҫ.

В этот день у закрытой моховской лавки толпились до вечера старики и казаки помоложе.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вӗсем: хулсӑр Шамиль Алексейӗн шӑллӗсем — Мартынпа Прохор, Моховсен вутлӑ арманӗнче машинистра ӗҫленӗ Иван Алексеевич, ҫӗвӗк питлӗ Афонька Озеров, хутор атаманӗ пулнӑ Маныцков, Шамильсен уксах ураллӑ кӳрши — Евлантай Калинйя, лӳппер те тӑсланкӑ казак Борщев, кӗске мӑйӑхлӑ Захар Королев, упа сӑнлӑрахскер, тата пӗтӗм сотньӑна ахӑрттарса култаракан Гаврил Лиховидов.

Два брата безрукого Алексея Шамиля — Мартин и Прохор, бывший машинист моховской паровой мельницы Иван Алексеевич, щербатый Афонька Озеров, бывший хуторской атаман Маныцков, колченогий чубатый сосед Шамилей — Евлантий Калинин, нескладно длинный казачина Борщев, короткошеий и медвежковатый Захар Королев, веселая сердцевина всей сотни Гаврила Лиховидов.

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Турӑ ҫырчӗ иккен савӑнӑҫлӑ куна ҫитме… — пӑшӑлтатрӗ старик, Моховсен магазинӗнчен тухнӑ май вӑл сӑмсине шӑнкӑртрӗ, чекмень ҫаннипеле питҫӑмартине кӑтӑкласа тӑракан куҫҫуль тумламне шӑлса илчӗ, унтан ҫапла шухӑшларӗ: «Ватӑлатӑп, курӑнать. Тӑтӑшах куҫҫуль юхтаракан пултӑм…

Дожил я… — шептал старик, сходя со ступенек моховского магазина, он высморкался, рукавом чекменька раздавил щекотавшую щеку слезу, подумал: «Старею, видно. Слабый на слезу стал…

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗрре, теплерен, Наталья Моховсен магазинӗ умӗнче Пантелей Прокофьевича тӗл пулчӗ.

Как-то перед Пасхой Наталья встретила около моховского магазина Пантелея Прокофьевича.

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Штокман Моховсен ҫурчӗн терраси ҫине тухрӗ те (пуҫлӑхсем килсен, постоялӑй двора мар, яланах Сергей Платонович патне чарӑнаҫҫӗ), хулпуҫҫине сиклентерсе илсе, ик еннелле уҫӑлакан сӑрланӑ алӑк ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Штокман вышел на террасу моховского дома (у Сергея Платоновича всегда останавливалось начальство, минуя въезжую) и, пожимая плечами, оглянулся на створчатые крашеные двери.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Митька Моховсен килӗ патне пычӗ, вӑлтисене тата ӑманӗсемпе вир кӗрпи хутаҫҫине пӗр ҫӗре хучӗ, хӑй, йытӑсем ан сисчӗр тесе, ҫӑмӑллӑн пусса, крыльца ҫине улӑхрӗ.

Митька подошел к моховскому забору, сложил удочки и кошелку с припасом, — легонько ступая, чтобы не услышали собаки, взошел на крыльцо.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӗрӗн кулли Митькӑна каллех, малтанхи хут Моховсен крыльци ҫинче тӑнӑ чухнехи евӗр, вӗлтренпе пӗҫертнӗ пек, чӗпӗтсе илчӗ.

Снова, как тогда, в первый раз, на террасе моховского дома, улыбка жиганула Митьку крапивным укусом.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех