Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Молли (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мана каллех Молли капӑр халӑх умне кӗтмен ҫӗртен тухса тӑнине куратӑп пек, тата вӑл татӑкӑн-татӑкӑн калакан сӑмахсене илтетӗп пек туйӑнать:

Казалось мне, что я опять вижу внезапное появление Молли перед нарядной толпой и слышу ее прерывистые слова:

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Тӑрӑшатӑп, — терӗ Молли, — анчах манӑн пуҫ ыраткалать, тепӗр чухне асаплантармаллипех асаплантарать.

— Я постараюсь, — сказала Молли, — только у меня бывают головные боли, очень сильные.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Унтан вӑл мана хул пуҫҫинчен шеплеттерчӗ, ҫамкаран чуп турӗ, манӑн кӗсьене пӗр ывӑҫ канфет чиксе хучӗ, шыраса тупса карттуса пачӗ, эпӗ вара Молли ӑшӑ, пиҫӗ аллине тута патнелле ҫӗклерӗм, вӑл ыррӑн-сыввӑн юласса шаннине евитлерӗм.

Потом она хлопнула меня по плечу, поцеловала в лоб, сунула мне в карман горсть конфет, разыскала и подала фуражку, а я поднес к губам теплую, эластичную руку Молли и выразил надежду, что она будет находиться в добром здоровье.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Молли ҫавӑнтах тухрӗ те мана тӑтӑшрах тата «вӑхӑтра мар» килсе ҫӳремешкӗн ӳкӗтлеме пикенчӗ: «Ун чухне эсӗ тус пулни курӑнӗ».

Молли тотчас вышла и начала упрашивать меня приходить часто и «не вовремя»: «Тогда будет видно, что ты друг».

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

«Молли! Санди каять!» — терӗ Дюрок.

 — «Молли! Санди уходит», — сказал Дюрок.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Молли темӗн шухӑшлама пуҫларӗ, унтан айкашуллӑн мана ром ярса пачӗ те ӗнӗрлеме пикенчӗ, кӗҫех: «Эпӗ сире халех выляса паратӑп», — терӗ те сиксе тӑрса тепӗр пӳлӗме иртрӗ, акӑ унта клавишсен тӑвӑллӑ сасси кӗмсӗртетме тытӑнчӗ.

Молли призадумалась, потом шаловливо налила мне рома и стала напевать, сказав: «Вот это я сейчас вам сыграю», вскочив, она ушла в соседнюю комнату, откуда загремел бурный бой клавиш.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эсир, Молли, маншӑн — хӗрарӑмӑн ҫамрӑк ӗмӗрӗн пирвайхи ҫутӑ йӗрӗ, ҫав ӗмӗре хаваслӑ кулӑпа инкек ытамланӑ, эсир, Дюрок, — хӑюлӑхпа тивӗҫлӗхӗн пирвайхи ҫирӗп йӗрӗ!

Вы, Молли, для меня — первая светлая черта женской юности, увенчанная смехом и горем, вы, Дюрок, — первая твердая черта мужества и достоинства!

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Молли пӗр именмесӗр манпа «эсӗ» тесе пуплет, — эпӗ халичченех малтанхи Санди тейӗн; эпӗ те ӑна лайӑхрах сӑнасан ҫапларах пӗтӗмлетрӗм: вӑл — самаях аталаннӑ хӗрарӑм, ҫапах та пит-куҫӗнче, хусканӑвӗ-куҫӑмӗнче унчченхи Моллин виҫҫӗ-тӑваттӑмӗш пайӗ сыхланса юлнах.

Молли без всякого стеснения говорила мне «ты», как будто я все еще был прежним Санди, да и я, присмотревшись теперь к ней, нашел, что хотя она стала вполне развившейся женщиной, но сохранила в лице и движениях три четверти прежней Молли.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Молли килсе кӗрсен пӗтӗмӗшле сӑмахлав тӗпрен илсен ман ҫине куҫрӗ, вара эпӗ каллех хам нирки каласа кӑтартрӑм, Поппа Эстамп шӑпипе кӑсӑклантӑм.

С приходом Молли общий разговор перешел, главным образом, на меня, и я опять рассказал о себе, затем осведомился, где Поп и Эстамп.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

— Паллах… эпӗ сире палларӑм! — терӗ Молли.

— Конечно, я вас узнала!

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Анчах… — Дюрок алӑк еннелле пӑхрӗ, — Молли умӗнче ҫавӑн ҫинчен калаҫу пуҫармастпӑр, — ҫав кунсене аса илсен вӑл япӑх ҫывӑрать.

Но, — Дюрок взглянул на дверь, — при Молли я не буду поднимать более разговора об этом, — она плохо спит, если поговорить о тех днях.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Молли вара, — эпӗ унталла-кунталла пӑхкаланӑран хушса хучӗ вӑл, — тухнӑ; вӑл кӗҫех килет.

А Молли, — прибавил он, видя, что я оглядываюсь, — вышла; она скоро придет.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Молли!

— Молли!

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Молли кӗтесре пытанчӗ, пире никам та асӑрхамасть.

Молли отошла в тень, и нас никто не заметил.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Молли сӑнӗнче питӗ пысӑк киленӳ ҫырӑннӑ, — ун ҫине пӑхма тутлӑ.

Большое удовольствие было написано на ее лице, — на нее было вкусно смотреть.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Молли куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ, — ҫав тери тӗлӗнет те савӑнать, — паллӑ: Ганувер анлӑн ҫавӑрнӑ, сарлакан, — вӑл кӑна ҫапла тума пултарнӑ ахӑр.

Глаза Молли разблестелись, — так была поражена, — известно, Ганувер размахнулся, как он один умел это делать.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ну, вӑл ҫав ҫуртпа, Ганувер ун валли, Молли кӑмӑлӗ ыйтнӑ пек — айван хӗр ача! — ҫӗклесе лартнӑ керменпе сыв пуллашма килчӗ; паллах, малтан мана шыраса тупрӗ, тутӑрне куҫӗсене хупламаллах ҫыхса лартнӑ хӑй.

Ну, так она приходила проститься с тем домом, который покойник выстроил для нее, как она хотела, — глупая девочка! — и разыскала меня, закутанная платком по глаза.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Молли ҫав каҫ умӗн пӗр кун маларах «Ылтӑн сӑнчӑра» килсе кайрӗ; пӗччен, ҫакна эпӗ йӗркелерӗм.

 — Молли приезжала накануне того вечера, одна, тайно в «Золотую цепь» и что я ей устроил?

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Паллах ӗнте, калаҫу — эпир паллакан ҫынсен пурнӑҫӗ-шӑпи ҫинчен, ытларах вара — Молли пирки; вӑл ҫулталӑк ҫурӑ каялла Дюрокпа венчете тӑнӑ-мӗн.

Естественно, что разговор был об истории и судьбе лиц, нам известных, а больше всего — о Молли, которая обвенчалась с Дюроком полтора года назад.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Эстебан дон хуравларӗ; анчах хуравӗнче Поп ӑҫта пурӑннине пӗлменнине евитлерӗ, Молли адресне каламаннин сӑлтавӗ — эпӗ ӑна инкек пирки хамӑн ҫырусемпе каллех аса илтересрен асӑрханни-тӗр.

Дон Эстебан ответил; но ответил именно то, что не знает, где Поп, а адрес Молли не сообщает затем, чтобы я лишний раз не напомнил ей о горе своими посланиями.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех