Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗр Михин подпоручик ҫеҫ ун аллине шывланнӑ куҫсемпе вӑраххӑн та хыттӑн чӑмӑртарӗ, анчах ним те каламарӗ, хӗрелнӗскер, васкаса, мелсӗррӗн тумланчӗ те тухса кайрӗ.
XX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Олизар Михинпа кӗрешме тапратрӗ, пӗчӗк те килпетсӗрле Михин вара, пурне те тӗлӗнтерсе, лешне, ҫӳллӗ те яштакскерне, икӗ хутчен умлӑн-хыҫлӑнах ҫӗр ҫине ҫавӑра-ҫавӑра ҫапрӗ.
XIV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашовӑн питех те Шурочкӑпа пӗрле каяс килетчӗ, анчах Михин ӑна яланах килӗшнӗ, ҫитменнине, ҫак чипер кӑна ачан тап-таса та ҫап-ҫутӑ куҫӗсем ун ҫинелле йӑлӑнса, тархасласа пӑхаҫҫӗ, ҫаплах татах Ромашов чунӗ ҫав минутра пӗтӗмпех пысӑк та савӑнӑҫлӑ туйӑмпа тулса ларнӑччӗ, — вӑл ӑна хирӗҫлеймерӗ, килӗшрӗ.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пӗчӗк Михин Ромашова айккинелле илсе кайрӗ.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Пудра сапӑнса та сӑрланса тултарнӑ, вӗҫӗмсӗр кулкалакан Софья Павловна Тальман, лайӑх тӑхӑнтартса илемлетнӗ пысӑк пукане евӗр курӑнаканскер, Михин подпоручикӑн ик йӑмӑкӗпе пӗрле диван ҫинче ларатчӗ.
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Михин подпоручик, пӗчӗк пӳллӗ, хавшак кӑкӑрлӑ яш, шатрапа та кук тӗррипе витӗннӗ кӗре питлӗскер, ачаш хура куҫӗсем хӑйӗн, хӑранӑ евӗр, хӑюсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, сасартӑк куҫҫуль тапса тухмаллах хӗрелсе кайрӗ.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унтан, калавӗн чи пуҫламӑшӗнчех, Михин подпоручиксем шав хушшинче хӑйсен кӑмӑлӗ пирки евитлерӗҫ, анчах, пыр хӗлӗхӗсем йӑвашрах тата ҫынни мӗн ҫуралнӑранпах вӑтанаканскер пулнӑран, ун шухӑшне итлесех каймарӗҫ.
VIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
- 1