Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Мамре (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
12. Иаков ывӑлӗсем вара хӑйсенӗн ашшӗне хӑй каласа хӑварнӑ пек тирпейленӗ; 13. ывӑлӗсем ӑна Ханаан ҫӗрне илсе кайнӑ та Махпела хирӗнчи сӑрт хӑвӑлне пытарнӑ, Мамре ҫывӑхӗнчи ҫав вырӑна Авраам хӑй валли хирӗ-мӗнӗпех хет ҫыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ.

12. И сделали сыновья Иакова с ним, как он заповедал им; 13. и отнесли его сыновья его в землю Ханаанскую и похоронили его в пещере на поле Махпела, которую купил Авраам с полем в собственность для погребения у Ефрона Хеттеянина, пред Мамре.

Пулт 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

29. Вӑл вӗсене ҫапла хушса хӑварнӑ: эпӗ хамӑн канӑҫлӑ халӑхӑмпа пӗрлешетӗп; мана хет ҫыннин Ефронӑн хирӗнчи сӑрт хӑвӑлне хамӑн аттемсем ҫумне пытарӑр, 30. ҫак сӑрт хӑвӑлне — Ханаан ҫӗрӗнчи, Мамре ҫывӑхӗнчи Махпела хирӗнчи [сӑрт хӑвӑлне] — Авраам хирӗ-мӗнӗпех хӑй валли хет ҫыннинчен, Ефронран, вилнисене пытармашкӑн туяннӑ пулнӑ; мана ҫав сӑрт хӑвӑлне пытарӑр; 31. унта Авраампа унӑн арӑмне Саррӑна пытарнӑ; унта Исаакпа унӑн арӑмне Ревеккӑна пытарнӑ; ҫавӑнтах эпӗ Лийӑна пытартӑм; 32. ҫав хире, ҫав хирти сӑрт хӑвӑлне хетсенчен туяннӑ, тенӗ.

29. И заповедал он им и сказал им: я прилагаюсь к народу моему; похороните меня с отцами моими в пещере, которая на поле Ефрона Хеттеянина, 30. в пещере, которая на поле Махпела, что пред Мамре, в земле Ханаанской, которую [пещеру] купил Авраам с полем у Ефрона Хеттеянина в собственность для погребения; 31. там похоронили Авраама и Сарру, жену его; там похоронили Исаака и Ревекку, жену его; и там похоронил я Лию; 32. это поле и пещера, которая на нем, куплена у сынов Хеттеевых.

Пулт 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Иаков хӑйӗн ашшӗ Исаак патне, [вӑл ун чухне сывӑ пулнӑ,] Кириаф-Арба теекен вырӑна — урӑхла каласассӑн, ку [Ханаан ҫӗрӗнчи] Хеврон пулать — Мамре патне, Авраампа Исаак ҫӳренӗ ҫӗре ҫитнӗ.

27. И пришел Иаков к Исааку, отцу своему, [ибо он был еще жив,] в Мамре, в Кириаф-Арбу, то есть Хеврон [в земле Ханаанской,] где странствовал Авраам и Исаак.

Пулт 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

9. Ӑна Исаакпа Измаил, хӑйӗн ывӑлӗсем, Махпела текен сӑрт хӑвӑлне, Ефронӑн — хет ҫыннин, Цохар ывӑлӗн — Мамре тӗлӗнчи хирне, пытарнӑ, 10. ҫав ҫӗре [тата сӑрт хӑвӑлне] Авраам Хет ывӑлӗсенчен сутӑн илнӗ пулнӑ.

9. И погребли его Исаак и Измаил, сыновья его, в пещере Махпеле, на поле Ефрона, сына Цохара, Хеттеянина, которое против Мамре, 10. на поле [и в пещере], которые Авраам приобрел от сынов Хетовых.

Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Ҫакӑн хыҫҫӑн Авраам Саррӑна, хӑйӗн арӑмне, Махпелӑри Мамре тӗлӗнчи хире, ҫавӑнти сӑрт хӑвӑлне, пытарнӑ, халӗ вӑл Ханаан ҫӗрӗнчи Хеврон пулать.

19. После сего Авраам похоронил Сарру, жену свою, в пещере поля в Махпеле, против Мамре, что ныне Хеврон, в земле Ханаанской.

Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Ҫапла Ефрон хирӗ — Махпела патӗнчи, Мамре тӗлӗнчи хир — хирти сӑрт хӑвӑлӗ, хирти тата ун таврашӗнчи пӗтӗм йывӑҫ та 18. хула хапхинчен кӗрекен мӗнпур Хет ывӑлӗсен куҫӗ умӗнче Авраам ҫӗрӗ пулса тӑнӑ.

17. И стало поле Ефроново, которое при Махпеле, против Мамре, поле и пещера, которая на нем, и все деревья, которые на поле, во всех пределах его вокруг, 18. владением Авраамовым пред очами сынов Хета, всех входящих во врата города его.

Пулт 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Кӑнтӑрлахи шӑрӑхра Мамре юманлӑхӗнче хӑй чатӑрӗн алӑкӗ умӗнче ларнӑ чухне ӑна Ҫӳлхуҫа курӑннӑ.

1. И явился ему Господь у дубравы Мамре, когда он сидел при входе в шатер [свой], во время зноя дневного.

Пулт 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мамре вӑл аморрей ҫынни, Эшколпа Анер тӑванӗ, пулнӑ, кусем Аврампа пӗр канашлӑ тӑнӑ.

Мамре был Аморреянином, братом Эшколу и братом Анера, которые были союзники Аврамовы.

Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Хӑтӑлса юлнисенчен пӗри пынӑ та Аврам еврее хыпар тунӑ; Аврам ун чухне Мамре юманлӑхӗнче пурӑннӑ.

13. И пришел один из уцелевших и известил Аврама Еврея, жившего тогда у дубравы Мамре.

Пулт 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Аврам чатӑрне пуҫтарса хускалса кайнӑ та Хевронри Мамре юманлӑхне пырса ларнӑ; унта вӑл Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн парне вырӑнӗ туса лартнӑ.

18. И двинул Аврам шатер, и пошел, и поселился у дубравы Мамре, что в Хевроне; и создал там жертвенник Господу.

Пулт 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех